31 марта 2012 г.
Ярапайкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Екрем» халăх фольклор ансамбльне районта е республикăра кăна мар, вĕсен тулашĕнче те чылайăшĕ аван пĕлет. Коллектив хăйĕн пуян программипе конкурссене, смотрсене тăтăшах хутшăнать, çитĕнÿсем тăвать. Юлашки çулсенче кăна çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулса хамăрăн несĕлсен йăли-йĕркипе, пултарулăх енĕсемпе паллаштарма ĕлкĕрнĕ.
Фольклор ансамблĕн историйĕ район историйĕпе пĕр ÿсĕмре темелле. Пуçласа ăна 1944 çулта йĕркеленĕ. Ун чухне вăл хор коллективĕ шутланнă. Коллектива К.М. Мамаев ертсе пынă. Хыççăн чылай вăхăт – 1945 çултан тытăнса 1980 çулччен – коллектив ертÿçинче Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.К. Константинов тăрăшнă. Вăл ертсе пынипе хор 1947 çулта Мускавра Пысăк театрта хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Çакна вăл 1946 çулта республикăри художество пултарулăх смотрĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнипе тивĕçнĕ. А.К. Константиновăн ĕç-хĕлĕн вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Вăл юрăна юратакансен темиçе ăрăвне çул панă, çак тапхăрта ял çыннисем хор искусстви çине пачах урăх куçпа пăхма тытăннă темелле.
1982 çултанпа хор коллективне И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультечĕн выпускникĕ, Чăваш Ен композиторсен ассоциацийĕн членĕ В.А. Романов ертсе пырать. Коллективăн пултарулăх шайне районти тата республикăри йĕркелÿ комитечĕсен нумай Хисеп грамотисемпе дипломĕсене çĕнсе илме пултарни те çирĕплетет.
1993 çулта коллектива К. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артисчĕ Николай Григорьев ертсе пырать. Çавăнтанпа коллектив халăхăн вырăнти юрри-кĕвви, йăли-йĕрки çине тимлĕх ытларах уйăрма тытăнать. Çапла Н. Григорьев сценарийĕпе Ярапайкассисем чăвашсен «Çĕнĕ пÿрт ĕçки» йăли-йĕркине сцена çинче сăнласа параççĕ. Ку программăпа коллектив фольклор ушкăнĕсен зона конкурсĕнче хăйне лайăх енчен кăтартать, республикăра пуçласа ирттерекен «Сăрпа Çавал çаврисем» фольклор уявне хутшăнма тивĕçет.
Апла пулин те коллектив хор коллективĕ шутланнă, композиторсен произведенийĕсемпе пĕрлех чăваш халăх юррисене те халăх умне кăларнă. 1997 çулта вара коллектив умне çак ыйту тăнă: е хор коллективĕ пулса юлмалла, е ĕç-хĕл енне улăштармалла, фольклорпа ĕçлеме тытăнмалла. Пĕртен-пĕр тĕрĕс йышăну тума çăмăл пулман. Çапах та коллектив тĕрĕс çул суйласа илни куç кĕрет. Йышăну тунă чухне çавна та шута илнĕ. Районта хăйсен пултарулăхĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ юрăпа ташă халăх ансамблĕсем пĕрре кăна мар, анчах та фольклор ушкăнĕсем çук.
Коллектив ертÿçисем В.А. Романовпа Н.Л. Григорьев Культура çурчĕн директорĕпе Ф.Ф. Паргеевăпа пĕрле ялти фольклор традицийĕсене çĕнĕрен чĕртес, çул парас тесе сахал мар тăрăшнă. «Салтака ăсатни», «Çĕнĕ пÿрт ĕçки», «Улах», «Туй» йăла-йĕркесене сцена çинче сăнланă, вырăнти тата çемьепе йăлари юрăсене вĕреннĕ, халăх çи-пуçне майлаштарса йĕркене кĕртнĕ.
Халăх йăли-йĕркисене пропагандăлас тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсемшĕн «Екрем» ансамбле 1998 çулта халăх ятне панă. 1999 çулта ансамбль халăх пултарулăхĕн пĕтĕм Раççейри «Атăл тăрăхĕн çăл куçĕсем» фестивалĕн лауреачĕ, 2000, 2001 тата 2004 çулсенче вара – республикăри «Сăрпа Çавал çаврисем» тата «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фольклор уявĕсен лауреачĕ пулса тăнă.
Коллектив республика тулашне те тăтăшах тухса çÿрет. Çакă ыттисен опычĕпе паллашма, хăйсене кăтартма та май парать. Иртнĕ çул та Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕпе пĕрле Ульяновск хулинче иртнĕ пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявне хутшăнма тивĕçнĕ.
Чылай вăхăт хушши хор тата ансамбль участникĕсем çемье династийĕсем пулнă. Кусем вĕсем Дашковсен, Суховсен, Сорокинсен, Дмитриевсен, Архиповсен, Шумиковсен, Ивановсен династийĕсем.
Хальхи вăхăтра коллективра 20 çын ытла. Коллектив тĕшши – хăйсен пурнăçне сценăпа çыхăнтарнă çемье мăшăрĕсем. Кунта чи малтанах Полинăпа Петр Сорокинсене, Людмилăпа Николай Шумиковсене, Валентинăпа Сергей Матюшкинсене, Евгенияпа Николай Дашковсене, Людмилăпа Николай Григорьевсене, Светланăпа Виталий Романовсене, Людмилăпа Марс Ивановсене, Валентинăпа Михаил Григорьевсене, Тамарăпа Александр Горшковсене асăнмалла.
Ансамбль çумĕнче ачасен «Ярапа» фольклор ушкăнне йĕркеленĕ. Вăл ачасен республикăри «Пĕчĕк çеç путене» фольклор фестивалĕн лауреачĕ.
Н. ЕГОРОВА,
район администрацийĕн культура пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ.