31 марта 2012 г.
Çур аки ăнăçăвĕн никĕсĕнче пĕрремĕшĕ вăл – пысăк репродукциллĕ вăрлăх. Паян çакна ăнланса çĕнĕ вăрлăх туянассипе ĕçлекенсене ырламалла кăна. Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пурĕ 105,5 тонна элита тата супер элита сортлă вăрлăх туяннă. Çав шутра «Путь Ильича» агрофирма хамăр районти Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнчен 40 тонна урпа тата 20 тонна çурхи тулă туяннă. И. Петрова хресчен (фермер) хуçалăхĕ те паха вăрлăх туянма патшалăх паракан пулăшăва илессинчен пăрăнман. Çакна валли асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕ «Приволжское» вĕрентÿпе сăнав хуçалăхĕнчен 10 тонна урпа тата 3 тонна çурхи тулă вăрлăхĕ туянма пултарнă. Ытларах вăрлăх туяннисем хушшинче «Оринино» хуçалăх та пур. Вĕсем паянхи кунччен «Герой» хуçалăхран сĕлĕн элита сортне 12 тонна туяннă.
Пысăк репродукциллĕ вăрлăх туяннăшăн патшалăх Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин бюджечĕсенчен кашни тонна пуçне пĕрчĕллĕ культурăсемшĕн 8900 тенкĕ, кĕрпелĕх культурăсемшĕн 11700 тенкĕ, пăрçа йышши культурăсемшĕн 12150 тенкĕ, çĕр улмишĕн 13380 тенкĕ субсидилет. Малашлăха пăхакансем çак пулăшупа туллин усă курасса шанас килет.