Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн агроном палăрнă

31 марта 2012 г.

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Август» фирма» хупă акционерлă общество Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен агрономĕсен 2-мĕш олимпиадине ирттерчĕ. Республикăри вуншар агрономпа пĕрле хăйсен пĕлĕвне çак ăмăртура Муркаш енри специалистсем те тĕрĕслерĕç. Вĕсем: «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн агрономĕ Лариса Варсонофьевна Тойгильдина, «Путь Ильича» агрофирмăн тĕп агрономĕ Николай Геннадьевич Белов тата район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Александр Ильич Павлов.

Пĕтĕмлетÿре пирĕн районти «Путь Ильича» агрофирмăн тĕп агрономĕ Н. Белов ыттисенчен ытларах балл пухса олимпиада çĕнтерÿçи пулса тăнă. Çакăншăн вăл олимпиада йĕркелÿçисенчен паянхи кун ыйтакан ноутбук илме тивĕçнĕ. Кунпа пĕрлех Николай Геннадьевич çитес кĕркунне агрономсен Мускавра иртекен Раççейри олимпиадине хутшăнма та ирĕк çĕнсе илнĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика