31 марта 2012 г.
Сывлăха тăтăшах тĕрĕслени чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма пулăшать. Диспансеризаци пирки шăпах çакна каламалла.
Кăçал хушма диспансеризаци вăхăтĕнче районти 986 ĕçлекен çынна тĕрĕслеме палăртса хунă. Кунсăр пуçне февральтенпе планпа пăхнă диспансеризаци те пырать.
Диспансеризаци – тÿлевсĕр тĕрĕслев. Унта хутшăнакансем хирург, гинеколог, офтальмолог, терапевт, невролог врачсем патĕнче пулса сывлăха тĕрĕслеме пултараççĕ. Кунсăр пуçне – тĕрлĕ анализсем парса та. Диспансеризацие тивĕçлĕ пахалăхпа ирттерме больницăра çĕнĕ оборудовани çителĕклĕ. Сăмахран, больницăра маммограф пулнăран халĕ хĕрарăмсене Шупашкара тĕрĕслеве илсе каймалла мар. Çапла майпа вăхăт та перекетленет.
Диспансеризаци тĕрĕслевне тухма палăртнă пулсан кашнинех çине тăрса участок врачĕсем е пĕтĕмĕшле практика врачĕсем патне пымалла.
Диспансеризацие вĕçленĕ май пĕтĕмлетĕве тĕрĕслев тухнă çынсене вĕсен сывлăх шайне кура ушкăнсем çине уйăрса тăваççĕ. Ăна участокри терапевт е пĕтĕмĕшле практика врачĕсем пĕлтереççĕ. Пĕрремĕш ушкăна сыввисене кĕртеççĕ. Иккĕмĕшне – чире пуçарма пултаракан факторсемпе çывăх пулнисене. Виççĕмĕш ушкăна чирлисем кĕреççĕ (организмра чир паллисене тупса палăртнисем). Тăваттăмĕш ушкăнра – стационарта сиплемелли чирсемпе чирлекенсем тата çÿллĕ шайри технологиллĕ медицина пулăшăвĕ кирлисем.
Сывлăха упрас тесе пурин те тăрăшмалла. Врачсен сĕнĕвĕсене пурнăçламалла.
С. Гусак,
Муркашри тĕп больницăн поликлиника ертÿçи.