31 марта 2012 г.
Мартăн 30-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Унта вăл агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе Воронежра тата Чул хулара çак эрнере ирттернĕ канашлусемпе паллаштарнă.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин çĕр-шывăн агропромышленноç комплексĕ умĕнче тăракан проблемăсене ăнланать. Çанталăк условийĕсене пула çур аки кампанийĕ кăнтăрти регионсенче те 2–3 эрне юлса пырать. Апла пулин те ял хуçалăх отраслĕнче пысăк кăтартусем пулмалла.
Правительство çăмăллатнă майпа дизель топливи уйăрмалли лимитсене пысăклатас шухăшлă. Ку вăл ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем уйăрса панă лимитсемпе мĕнле усă курма пултарнипе çыхăннă. Паянхи куна çăмăллатнă майпа уйăракан топливо рынок хакĕнчен 30 процент йÿнĕрех. Çăмăллатнă майпа топливо уйăрассин калăпăшне 15 процент ÿстернĕ.
Владимир Путин палăртнă тăрăх çакă Раççей аграрийĕсене 11 млрд. тенкĕ перекетлеме май парĕ. Пĕтĕмпе вара патшалăх агропромышленноç комплексне пулăшма уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ 4,5 млрд. тенкĕпе танлашать. 2000 çулта ку сумма 350 млн. доллар пулнăччĕ.
Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем ĕç тухăçлăхне ÿстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах та патшалăх пулăшни уйрăм хуçалăхсенче кирлĕ эффект параймасть. «Хăçан та пулин çапах эпир пахалăхлă, конкурентлă тавар туса кăларакан, тухăçлă ĕçлекен предприятисене субсидилесси çине куçатпăрах», – палăртнă ку тĕлĕшпе Михаил Игнатьев.
Çавăн пекех мелиораци енĕпе патшалăх пулăшăвне ÿстерме пăхнă, унччен ял хуçалăх предприятийĕсем илнĕ тавар кредичĕ енĕпе ыйтăва татса параççĕ. Ют çĕр-шыв техники туянма илекен кредитсен процент ставкисене субсидилессине те çĕнĕрен йĕркелеме палăртаççĕ.
Сĕтĕн сутăн илмелли хакĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăнă. Ăна чакарасси вырăнти продукци тирпейлекенсен пуçарăвĕпе пулса пырать. Михаил Игнатьев ку ыйтăва куç ытамĕнчен вĕçертмелле марри пирки асăрхаттарнă. Магазинта литр сĕт 30 тенкĕ тăрсан, ăна тăваканăн сахалтан та 14 тенкĕрен кая мар илмелле, тенĕ вăл.