Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçарулăхĕ ан иксĕлтĕр

28 марта 2012 г.

Çамрăксем – пирĕн çутă пуласлăх теме хăнăхнă эпир. Вĕсен ăнăçлăхĕшĕнех патшалăх шайĕнчи чылай программа ĕçлет, вĕсене анлă малашлăх сĕнет. Çамрăксен вара пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пĕлмелле.

Эпĕ районти çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕпе туллинрех паллашма район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн специалистне Е. Черновăна калаçăва чĕнтĕм, ку тĕлĕшри ĕç-хĕле çутатма ыйтрăм.

– Çамрăксемпе ĕçлесси ытларах «Муркаш районĕн çамрăкĕсем: 2011 – 2020 çулсем» районти тĕллевлĕ программăпа килĕ-шÿллĕн пурнăçланса пырать. Çак шайри ĕçе тĕрлĕ енлĕ йĕркелеме район бюджетĕнче 150 пин тенкĕ укçа пăхса хунă, ку кăтарту иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Районти мĕн пур халăх йышĕн 24 проценчĕ – 14 – 30 çулхисем (9037). Пĕтĕмпе 1200 ытла çамрăк çемье шутланать, вĕсенчен 169-шĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетĕнче тăрать. Иртнĕ çул республика тата федераллă программăсен витĕмĕпе 32 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă ĕнтĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрта 25 çамрăк ĕçсĕррисен шутĕнче тăрать. Иртнĕ çул 73 çамрăк профвĕренÿ илнĕ, çĕнĕ ĕçе кÿлĕннĕ специалистсен йышĕ сахал мар. Çамрăк кадрсен проблемисемпе тачăрах ĕçлеме обществăлла пĕрлешÿсем йĕркеленĕ. Ĕçлекен çамрăксен канашĕсем хăйсен тивĕçне активлă пурнăçлаççĕ, çитес вăхăтра çакăн пек канашсен хисепне 15-е çитерме палăртнă. Канаш ĕçне аталантарма, çамрăк кадрсен ыйтăвне май пур таран татса пама тĕрлĕ предприяти, организаци пулăшать. Çамрăксен ыйтăвĕсемпе туллин ĕçлекен учрежденисем хушшинче ятарлă конкурс йĕркеленĕ. Районти çамрăк педагогсен «Пеликан» канашĕ икĕ çул республикăри конкурс çĕнтерÿçи пулчĕ.

Районти 40 ытла çамрăк предприниматель хăйсен ĕçне йĕркеленĕ, вĕсенчен 32-шĕ 1856 пин тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ. Çакăн пек пуçаруллă çынсем валли иртнĕ çул районта бизнес-инкубатор уçăлчĕ. Сывлăха упрас, сывă пурнăç йĕркине пăхăнас тĕллевпе районта 100 ытла тĕрлĕ спорт мероприятийĕ ирттернĕ. Форум ирттересси те ырă йăлана кĕнĕ. Ятарлă стипендие тивĕçнĕ пултаруллă çамрăксен йышĕ те ÿссех пырать. Апла пулсан пултаруллă çамрăксем пирĕн хушăра сахал мар-ха.

Р. Илларионова

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика