28 марта 2012 г.
Çурхи шыв-шур пуçланиччен вăхăт нумаях юлмасть. Юр кайса пĕтнĕ май вара хĕлĕпе юр айне пулса пынă пĕтĕм тасамарлăх, çÿп-çап çиеле тухать. Çавна май кун йĕркине татах тепĕр ыйту хушăнать – çÿп-çап, килти йăла каяшне пухасси, тиесе турттарасси. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА тĕл пулнă май шăпах ĕнтĕ хальлĕхе проблемăллă пулса тăракан ыйтупа – ялсенчи килти хуçалăхсенчен çÿп-çапа, йăла каяшне тиесе тухасси пирки сăмах пуçартăм.
– Владимир Германович, паллă ĕнтĕ, хăйсен территорийĕсене тасалăхпа тирпейлĕх тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ шайра тытса тăрасси чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕ пулса тăрать. Каяш, çÿп-çап турттарассине ял тăрăхĕсенче çак вăхăта мĕнле йĕркеленĕ-ши;
– Малтанах çавна палăртса хăварнă пулăттăм. Унчченхи вăхăтра йăла каяшне вырнаçтарма ятарлă вырăн, полигон пулманни нумай чăрмав кÿретчĕ, тасалăхпа тирпейлĕхе тивĕçтерессинче ура хурса пыратчĕ. Иртнĕ çулсенче çак ыйтăва татса пама май килчĕ. Ивановка патĕнче йăла каяшĕн ятарлă полигонне хута ятăмăр. Халĕ ку ыйту уçăмланчĕ темелле. Апла пулин те тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвне пĕтĕмпех татса панă теме çук. Ялсенче пурăнакансен хуçалăхĕсенчен йăла каяшне полигона турттарасси ниепле те çирĕп йĕркене кĕрсе çитеймест-ха. Сăлтавĕ паллă – укçа-тенкĕ ыйтăвĕ. Çÿп-çапа вара пачах тÿлевсĕр тиесе турттарма ниепле те май çук. Çакă пĕтĕмпех тăкаксемпе çыхăннă.
– Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем, ял çыннисемпе танлаштарсан, газпа, электроэнергипе, шывпа усă курнăшăн тÿлесе тăнă пекех йăла каяшне турттарнăшăн та уйăхсерен тÿлеççĕ вĕт-ха;
– Ку çапла. Анчах та ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ çакна ниепле те ăнланасшăн мар. Пĕрре хăнăхнă йăлапа çÿп-çапа е вар хушшине, е çырмана, е улăха, е вăрмана кайса силлекенсем çук мар. Кун пеккисен çавна манас марччĕ. Тавралаха варалани, сиен кÿни те административлă майпа правăна пăснин шутне кĕрет. Уншăн саккунпа килĕшÿллĕн айăплисене çирĕп ответ тыттарма пăхнă. Сăмахĕ вара кунта тĕрĕссипе айăплассинче, ответ тыттарассинче те мар. Кашнийĕнех совеç тени пулмалла. Хамăрăн тавралăх, тăван ен хамăршăнах. Унăн илемĕпе, ырлăхĕпе хамăр усă курса юлни кăна çите-лĕксĕр. Ăна пулас ăру, хамăр ачасем, мăнуксем валли сыхласа хăварасси пирки шухăшлас пулать.
– Ялсенчен йăла каяшне турттарасси иртнĕ çул мĕнле пулса пычĕ тесе шухăшлатăр;
– Йăлари каяша полигона тиесе турттарас ĕçе Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ пурнăçлать. Çавна валли ятарлă техника çирĕплетнĕ. Тĕрĕссипе ял тăрăхĕсем хăйсен территорийĕсенчи ялсенчен каяш турттарма асăннă предприятипе килĕшÿсем тунă. Вырăнсенче санкцилемен чылай свалкăна хупма, территорисене тасатма май килчĕ. Килĕшÿсене кăçалхи çул каяш турттарма та тăваççĕ. Çавна валли ятарлă график çирĕплетеççĕ. Çапах та çак ĕçĕн анлăшĕ пирки пĕр цифрăпа кăна çирĕплетме пулать: пĕлтĕр ялсенче пурăнакан пĕр çын пуçне пĕр михĕ чухлĕ кăна каяш турттарса тухнă.
– Хаксем пирки мĕн калама пулать;
– Епле пулсан та хаксене хăпартас мар тетпĕр, чакартăмăр та. Акă иртнĕ çул пĕр кубла метр каяш, çÿп-çап утилизацилеме 238 тенкĕ тÿленĕ пулсан, кăçал ăна 212 тенкĕне хăвартăмăр. Унччен ял çыннисенчен пĕр михĕ çÿп-çапшăн 30 тенкĕ илес тенĕ пулсан, халĕ вăл 25 тенкĕпе танлашать.
– Владимир Германович, ытти районсенче çÿп-çап ыйтăвне епле татса параççĕ-ха; Вĕсенчен вĕренмелли çук-и;
– Ытти районсенче те ку ыйту хăйĕн актуаллăхне çухатман тенĕ пулăттăм. Акă нумаях пулмасть ку ыйтупа Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн директорĕпе Сергей Тимофеевпа, Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Лаптевпа пĕрле Патăрьел районне çитсе килтĕмĕр, вĕсем çÿп-çап турттарассине мĕнле йĕркеленипе интереслентĕмĕр.
Тÿрех каламалла, ку енĕпе пĕтĕмĕшле пĕрлехи система вĕсен те çук. Паллă ĕнтĕ, паллашмалли, курмалли, вĕренмелли пулмарĕ мар. Акă пĕр çĕрте йăла каяшне турттарассине талон системипе йĕркеленĕ. Хăшĕсем ялсенче контейнерсем вырнаçтарнă, теприсем михĕсемпе пухаççĕ. Уйрăм предприниматель çак ĕçе хăй çине илнĕ тĕслĕх те пур. Тепĕр майлă каласан, кам хăш мелпе усă курсан меллĕрех тесе шухăшлать, унпа усă курать. Сăмах май, Патăрьелсем пĕр михĕ каяш тиесе ăсатма 30 тенкĕ тÿлеççĕ.
– Хаçат вулакансене, ял çыннисене юлашкинчен мĕн калама кăмăл пур;
– Çуркунне – пĕтĕм тĕнче хĕл ыйхинчен вăранса чĕрĕлнĕ вăхăт. Епле илемлĕх. Çак илеме тĕксĕмлетме, варалама парас марччĕ. Юр кайса пĕтнĕ майĕпе тавралăха тирпей-илем кÿрессипе субботниксем пур çĕрте те йĕркелес пулать. Май килнипе çак ĕçсене ял çыннисене те ытларахăшне явăçтарма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен çын тăван тавралăха тасалăх, тирпейлĕх, илем кÿрес ĕçе активлă хутшăнать пулсан, вăл хăйĕн ĕçĕ çине сурса хумастех.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.