28 марта 2012 г.
Иртнĕ эрнере районти «Çулталăк учителĕ» конкурсăн çĕнтерÿçине палăртрĕç. Çак сумлă ята кăçал Йÿçкассинчи вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Надежда Витальевна Федорова тивĕçрĕ. Тепĕр тăватă учитель лауреат пулчĕç: Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Варюхина, Кашмашри тĕп шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Е. Павлова, Турайри вăтам шкулти пуçламăш классен вĕрентекенĕ И. Панова тата Ильинкăри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Е. Таймаскина.
Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ учительсен методика хатĕрленĕвне, вĕсем Интернет ресурсĕсемпе мĕнле усă курнине, уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисене мĕнле шайра ирттернине, ашшĕ-амăшĕсемпе пуху мĕнле ирттернине те тĕрĕслеме май панă. Иккĕмĕшĕ – учительсене уçă калаçура тĕрĕсленĕ.
Районти чи пултаруллă воспитателе те иртнĕ эрнере палăртрĕç. Хăйсен ятарлă конкурсне пурĕ 10 воспитатель хутшăннă. Презентацисемпе уçă занятисем, «çавра сĕтел» – çакă пĕтĕмпех воспитательсене тĕрлĕ енлĕн хаклама пулăшнă. «Çулталăк воспитателĕ» ята вара «Солнышко» ача садĕнче вăй хуракан Оксана Валерьевна Прокопьева çĕнсе илме пултарнă.
Н. Николаева.