Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи пурнăçа сăнланă

28 марта 2012 г.

Чăваш Республикин Наци библиотеки ирттерекен «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» конкурса Çатракасси ял библиотеки те хутшăнчĕ. Конкурса хутшăнса библиотекăра анлă кĕнеке выставки йĕркеленĕ. «Чи лайăх вуланакан чăвашла кĕнеке» номинацире Улькка Эльмен çырнă «Çирĕп чунлисем телейлĕ» кĕнеке мала тухрĕ.

Çыравçăн маларах тухнă «Ма инçе-ши çăлтăрăм;..», «Кая юлнă ÿкĕнÿ» ятлă кĕнекисене вулакансем хапăл туса йышăннăччĕ. «Çирĕп чунлисем телейлĕ» кĕнекене кĕнĕ повеçсемпе калаври ĕç-пуç паянхи улшăнса тăракан саманари пăтăрмахлă çаврăмсенче пулса иртет. Кĕнекери тĕп герой – паянхи чăваш хĕрарăмĕ. Автор чăваш ялĕ сывлăш çавăрса илсе çĕнĕрен мăнаçлăн чĕрĕлсе тăрассине, унăн ÿсĕмĕсем халăх кун-çулĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнассине чунтан ĕненет.

Улькка Эльмен çырнă «Çирĕп чунлисем телейлĕ» кĕнеке вулакансене килĕшессе шанатăп.

В. КОНУЗИНА,

Çатракасси ял библиотекин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика