28 марта 2012 г.
Çĕршер, пиншер çыннăн пурнăçĕнче архив пысăк вырăн йышăнать: архив докуменчĕсемпе пурте усă куратпăр. Уйрăмах юлашки икĕ вунă çуллăхра, тĕрлĕ сферăра улшăнусем пулса иртнĕ вăхăтра, çынсем архивсенче упранакан инфомаци кирлине туйса илни сисĕнет.
Унти документсем хăш чухне саккунлă правасемпе интерессене те хÿтĕлеме май параççĕ-çке-ха. Акă, сăмахран, пенси реформине ирттернĕ вăхăтра тĕрлĕ документ ыйтакансем самаях йышланчĕç. Стаж çирĕплетмелле-и е ĕç укçи калăпăшне кăтартакан справкăсем кирлĕ-и – пĕтĕмпех архивра тупма пулать. Архивран панă документсем тăрăх вара пенси укçин калăпăшне çĕнĕрен пăхса тухма, укçан компенсаци пама пултараççĕ. Пĕтнĕ организацисем хăйсем патĕнче ĕçленĕ çынсем пирки калакан документсене архива упрама парса тăнăран ку енĕпе те ĕç сахал мар.
Юлашки вăхăтра пурăнмалли çурт, хуçалăхри ытти çурт-йĕр харпăрлăхра пулнине çирĕплетекен, пурлăх, çĕр пуррине кăтартакан документсемпе ытларах ĕçлеме тивет.
Ялсем мĕнле пуçланса кайнине, хушамат-йăхсем камран е мĕнрен пуçланнине тĕпчекенсем те архива нумаййăн килеççĕ. Тĕрлĕ документсем тăрăх тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ. Интересленекенсем хушшинче ачасемпе çамрăксем сахал марри савăнтарать. Вĕсем пирĕн мăн асаттесем тытса пынă йăла-йĕркесем çинчен пĕлме тăрăшни, вырăнти историпе пĕтĕмĕшле кăсăкланни пуласлăх пуррине çирĕплетет те ĕнтĕ.
Пĕлтĕр пирĕн районти муниципаллă архив докуменчĕсемпе 4 пин çын усă курнă. Иртнĕ çулталăкра пурĕ кунта 835 единица документ управа йышăннă, вĕсен шутĕнче 466 ертсе пырассипе çыхăннă документсем, ĕçлекенсем пирки – 15 организаципе предприятирен пурĕ 387 документ. Чăваш Республикин Культура министерствин экспертпа тĕпчев комиссине 807 единица опись çирĕплетсе панă.
Документсене тĕрĕс йĕркелес тата упрас тĕллевпе организацисенче 5 комплекслă, 4 тематикăллă тата 6 контроль тĕрĕслевĕсем ирттертĕмĕр. Тĕрĕслевсенче çитменлĕхсем тупса палăртнăран вĕсене пĕтерме актсем те çырма тиврĕ.
Граждансен социаллă, право тата пурлăх тĕлĕшпе тухакан ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси пирĕн тĕп задача пулса тăрать. Акă 2011 çулта пирĕн пата пурĕ хут документ ыйтса 2446 çыру килчĕ. Социаллă, право тата пурлăх тĕлĕшпе пурĕ 2368 справка панă, 2276-шĕ – вăл е ку факт пулнине тата пуррине çирĕплетекеннисем. Кирлĕ информацие шыраса çичĕ тĕпчевçĕ 500 ытла документпа вулав залĕнче ĕçлерĕ. Документсемпе усă куракансем валли пĕтĕмĕшле 8 пин документа яхăн пăхса тухнă, вĕсенчен пысăк пайĕ – 6 пин документа яхăн – «личнăй состав» категорийĕнчи документсем.
Муркаш районĕн муниципаллă архивĕнчи документсем истори, культура тата пурлăх тĕлĕшпе районта пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ. Çавăнпа та архивра ĕçлекенсем упранакан документсемпе кашниех усă курма пултартăр тесе тăрăшаççĕ.
А. Федорова,
культура тата архив ĕçĕсен пайĕн эксперт специалисчĕ.