24 марта 2012 г.
Республикăри хурт-хăмăр агентствипе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ иртнĕ тунти кун, пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче, тĕрлĕ харпăрлăх формипе ĕçлекен утарçăсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. «Моргаушавтотехсервис» предприятин ларусен залĕнче ирттернĕ канашлура ытларах килти хушма хуçалăхсенче хурт-хăмăр тытакансемпе хĕл кунĕсем иртнĕ май вĕлле хурчĕсене çăва кăларассипе пурнăçламалли ĕçсем тĕлĕшпе вĕрентÿллĕ калаçу пулчĕ. Пухăннисем çак кун çавăн пекех ĕçтешĕсен ĕçри çĕнĕлĕхĕсемпе, наукăн паян ыйтакан уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕç.
Ял хуçалăхĕнче кашни ĕçĕн вăхăчĕ тата хăйне евĕрлĕхĕ пур. Пĕрлештерсе пăхсан – вĕсем пурте çĕр-шыв тĕреклĕхĕшĕн, апат-çимĕç рынокĕн тулăхлăхĕшĕн. Çак тытăмра хурт-хăмăр отраслĕ уйрăм вырăн йышăнать. Вĕлле хурчĕпе çут çанталăка юратакан çеç ĕçлеме пултарни – ку отраслĕн уйрăмлăхĕ. Асăннă тĕл пулура районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи тата килти хушма хуçалăхсенче вĕлле хурчĕ ĕрчетекенсем пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕм-летнипе пĕрлех хурт-хăмăр епле хĕл каçнине тата вăйсăрланнă çемьесене çăва кăлариччен епле пăхмаллине тишкерчĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. Шыв-шур тухса кайиччен йĕркеленĕ канашлăва утарçăсем йышлă пухăнни те, çак тĕл пулăва агентствăн генеральнăй директорĕ Г. Максимов тата районти ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ А. Павлов хутшăнни те районта ку отрасль çине юлашки çулсенче ытларах тимлĕх уйăрма пуçлани пирки калать.
Канашлăва пынисем малтанах хурт-хăмăр отраслĕ пирки тата çак ĕçри çĕнĕлĕхсем çинчен ыйтусем сÿтсе яврĕç. Кунпа пĕрлех пĕрле пухăннă утарçăсем иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, лайăх тата начар енсене палăртрĕç, умри йывăрлăхсене мĕнле çĕнмелли пирки ыйтусем хускатрĕç. Тĕл пулăва хутшăннисенчен ытларахăшĕ килти хушма хуçалăхра вĕлле хурчĕ тытассипе пуян опыт пухнă утарçăсем пулнăран канашлури калаçу усăллă иртнине унта хутшăннисем никам та пытармарĕç.
– Килти хушма хуçалăхра пыл хурчĕ тытасси – ответлă ĕç. Турă кайăкĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни вара укçа-тенкĕпе пĕрлех сывлăх та парать. Хамăн килти хушма хуçалăхра эпир 1965 çултанпа вĕлле хурчĕ ĕрчететпĕр. Паян хамăн пурнăçа вĕсемпе ĕçлемесĕр курмастăп та. Паянхи пек канашлусем ирттерни районти утарçăсене пĕр чăмăра пухать, çĕнĕлĕхсемпе паллашса малашлăх утăмсене палăртма май парать, – терĕ канашлу хыççăн Çеçмер ялĕнчен килнĕ утарçă Александр Козлов.
Г. Максимов утарçăсене çĕнĕлĕхсемпе нумай паллаштарчĕ. Апла пулин те Геннадий Антоновичăн калаçăвĕнче пыл хурчĕсене технологие пăхăнса çăва кăларасси тĕп вырăнта пулчĕ. Ку ыйтăва сÿтсе явнă çĕрте утарçăсем те хăйсен сĕнĕвĕсемпе, вуншар çул ĕçлесе пухнă опытпа паллаштарчĕç. Туслă калаçура ăша илмелли, вĕренсе юлмалли, çĕннине епле пурнăçа кĕртмелли нумай пулчĕ.
Республикăри хурт-хăмăр агентствин районти суту-илÿпе хатĕрлев пункчĕн хатĕрлевçи В. Гониашвили утарçăсем активлă пулнине, чĕннĕ хăнасем хăйсен калаçăвĕнче çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе пурнăçламалли ĕçсем пирки каланине малашнехи ĕçсен никĕсĕ тесе йышăнчĕ.
Канашлуран çакă та паллă пулчĕ. Кăçал иртнĕ кĕркунне хурт-хăмăра хĕл каçма лайăх хатĕрленĕрен вĕлле хурчĕсем сивĕ вăхăта тÿсĕмлĕ чăтса ирттернĕ. Анчах сивĕ хĕл кунĕсем вĕсем патĕнчи апата сахаллатнă. Çавăнпа та паян утарçăсен тĕллевĕ – вĕллесене тата çемьесене тĕрĕслесе тухасси, çитмен апата кая юлмасăр хурса парасси. Çаксем çинчен пухăннисене хурт-хăмăр агентствин генеральнăй директорĕ Г. Максимов нумай тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа пачĕ.
А. БЕЛОВ.