24 марта 2012 г.
Патшалăх ял хуçалăх ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрма пуçланăран пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи пекех килти хушма хуçалăхсенче те мăйракаллă шултра выльăх тытасси çине тимлĕрех пăхма пуçларĕç. Ку лайăх, анчах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес текенĕн унăн сывлăхĕ пирки те самантлăха та манма юрамасть. Ахальлĕн тăкаксем саплашăнмасан та пултараççĕ. Çакна ялта пурăнакан лайăх курса тăрать.
Выльăхран таса продукци илесси пирки калаçма пуçласан унăн сывлăхĕ çине сăмах кĕрсе каять. Ку вăл нумай енлĕ ĕç. Паян вара эпир мăйракаллă шултра выльăхсен юн чирĕ пирки калаçар. Юн чирĕ – вăраха тăсăлакан инфекци чирĕ. Унăн никĕсĕнче шыçă чирĕн çут çанталăкĕ. Асăннă чир юн тăвакан тата ытти органсенче хăрушлăх шыççисем «çуралнинчен» пуçланать. Майĕпен çак процесс лимфоузелсене, сулана, чĕрене, пÿрене çавăрса илет. Эпир паян калаçу пуçарнă чир юлашки вуншар çул хушшинче мăйракаллă шултра выльăхсем хушшинче анлă сарăлчĕ, эпизооти характерне илчĕ. Ку чире Чăваш Республикин 7 районĕнче регистрациленĕ тĕслĕхсем пур. Çавна май хамăр районти лару-тăрупа паллаштарни вырăнлă тесе шутлатăп. 1995 çултанпа пирĕн район – юн чирĕнчен тасисен шутĕнче. Çакна тытса пыма çăмăл мар. Иртнĕ çул акă мăйракаллă шултра выльăхсен юнне 11169 тĕслĕх тĕрĕслеве илтĕмĕр. Вăл шутра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи выльăхсенне – 4138 тĕслĕх. Ытти – килти хушма хуçалăхсенчи ĕнесене тĕрĕслени. Хамăр патăмăрти лару-тăру лайăх пулнăран асăннă чире выльăхсене туяннă чух ытти регионсенчен илсе кĕрессинчен асăрханмалла. Çакна шута илсе иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ алă пуснă «Мăйракаллă шултра выльăхсен юн чирне района илсе кĕресрен асăрханмалли мерăсем» йышăну кун çути курчĕ. Унта çапла сĕннĕ:
– вырăнсенче чир килсе кĕресрен ятарлă мероприятисем ирттермелле;
– выльăхсем илсе килме Патшалăх ветеринари службипе калаçса ирĕк илмелле;
– çĕнĕрен туяннă выльăхсене 30 талăк карантинра тытмалла;
– зоотехника учетне тата выльăхсене номерлесе шута илессине вăйлатмалла.
Юн чирне мăйракаллă шултра выльăхсен пур ÿсĕмĕнчи кĕтĕвĕсенче те вирус пуçарать. Чир çакланнă хыççăн выльăх организмĕнче спецификăллă антителасем вăй илеççĕ.
Юн чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ – инфекци лекни – клиникăлла симптомсемсĕрех иртет: продуктивлăх чакмасть, пăрусем пăруласси çинче палăрăмсем çук. Иккĕмĕш тапхăрта – патологи тапхăрĕнче – юнра улшăнусем пулса иртеççĕ. Çак икĕ тапхăрта та чир диагностикине тĕпчевсемпе çеç шанчăклă çирĕплетме пулать.
Чир сарăлассине сывă тата чирлĕ выльăхсене пĕрле тытни, пăрусене чирлĕ ĕне сĕчĕ пани, ĕнесене пĕтĕлентерме чирлĕ вăкăрсен спермипе усă курни т. ыт. те пулăшать. Пĕрре чирленĕ выльăхсем ĕмĕрĕпех чир çăл куçĕ пулса юлаççĕ. Чир кÿрекен тăкак çакăнта палăрать: сĕт тата аш пахалăхĕпе хисепĕ чакни, выльăхсем вăхăтсăр вилни, пăрусем илесси сахалланни, чирпе кĕрешсе укçа-тенкĕ тăкаклани.
Юн чирĕпе 6 уйăхран иртнĕ мăйракаллă шултра выльăхсем чирлеççĕ. Сывă мар ĕнесем инфекци чирĕсене хирĕç тăрайми пулаççĕ. Вĕсем вăйсăрланаççĕ, пăру пăрахаççĕ. Вĕсем пăруланă пăрусем те сывă мар пулнипе аптăраççĕ. Юн чирĕпе чирлĕ выльăхсене сыватмаççĕ, продукчĕпе апатра усă курмаççĕ, вĕсене кĕтÿрен уйăраççĕ те аша параççĕ.
Чиртен хăтăлма йышăннă ятарлă правила ĕнесене юн чирĕнчен обязательнăй йĕркепе тĕрĕслеме хушать. Çакă килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансене тата сĕт-çу продукчĕсемпе сутă тăвакансене пырса тивет. Сывă ĕнесенчен илнĕ продуктпа суту-илÿ тума чару çук пулсан чирлĕ выльăхран илнĕ сĕт-çупа, хăймапа, тăпăрчăпа суту-илÿ тума юрамасть.
Халĕ каланине шута илсе ĕне хуçисен выльăхсене е вĕсенчен илнĕ продукцие сутассине е ытти çĕре куçарассине ветеринари специалистне пĕлтермесĕр тума юрамасть. Çĕнĕрен туяннă выльăхсене 30 талăк карантинра тытмалла, лаборатори тĕпчевĕсем ирттермелле. Ĕнесем чирлесен е вĕсен юн чирĕ тĕлĕшпе ыйтусем çуралсан çийĕнчех выльăх тухтăрне пĕлтермелле. Ĕнесен юнне тĕрĕслесех тăмалла. Ветеринарсем ыйтсан ĕнене туянни пирки пур кăтартусене те тăратмалла. Хуçалăхсенче зоотехника учетне хăй еккипе ямалла мар.
Ĕнесене вăкăрсемпе мар, искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине мала хумалла.
Л. БОЯРИНОВА, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири ветврач-эпизоотолог.