Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ĕçĕн – хăйĕн вăхăчĕ

24 марта 2012 г.

Ача çуралнине, çын вилнине, мăшăрланнине, ят улăштарнине тата пурнăçри ытти самантсене пĕтĕмпех документпа çирĕплетмелле. Сăлтавсем тĕрлĕрен: пĕрисем çынсенчен хăйсенчен килеççĕ, хăшĕсем вара кĕтмен çĕртен пулаççĕ. Анчах та вĕсене пурне те патшалăх органĕсенче регистрацилемелле.

Регистраци срокне пăхăнни вара саккуна пăхăнни пулать. Мĕншĕн тесен маларах асăннă хăш-пĕр сăлтавсене пула çыннăн пурнăçĕнче правăсем улшăнаççĕ: е пăрахăçланаççĕ, е хушăнаççĕ.

Ача çуралнине ачан ашшĕ е амăшĕ пурăнакан вырăнти ЗАГС пайĕнче регистрацилеççĕ (пирĕн районта – район администрацийĕн ЗАГС пайĕ). Çакна «Об актах гражданского состояния» Федераллă саккунăн 15 статйин 1 пункчĕпе çирĕплетнĕ. Ача çуралнă хыççăн пĕр уйăх иртиччен çакăн çинчен ЗАГС пайне заявлени çырса пĕлтермелле.

Çын вилнине ĕнентерекен свидетельствăна çын юлашки çулсем пурăннă вырăна шута илсе хатĕрлеççĕ. Свидетельство илессинче çын ăçта вилнине, ун кĕлеткине ăçта тупнине е вăл вилни çинчен справка панă организаци хăш хăй тытăмлăх органĕнче вырнаçнине шута илеççĕ (асăннă саккунăн 65 статйин 1 пункчĕ). Çын вилни пирки заявленипе вăл вилнĕ кунран виçĕ талăк иртиччен пĕлтермелле.

Мăшăрланассинче те хăйĕн йĕрки пур. Мăшăрланнине заявлени панă хыççăн пĕр уйăхран пулас арăмĕ те, упăшки те ЗАГСа пĕрле килсен кăна çирĕплетеççĕ. Уйрăм лару-тăрусенче саккунпа килĕшÿллĕн пĕр уйăхран ытларах е сахалрах вăхăт параççĕ.

Мăшăр килĕшсе уйрăлма шутларĕ пулсан, çак çемьере çул çитмен ачасем çук пулсан арăмĕпе упăшки уйрăлнине Çемье кодексĕпе килĕшÿллĕн ЗАГС пайĕнче çирĕплетеççĕ. Мăшăртан пĕрне суд хыпарсăр çухалнине çирĕплетнĕ е ăна виçĕ çултан ытла тапхăра ирĕкрен хăтарма йышăну пур пулсан уйрăлни пирки свидетельствăна мăшăр е мăшăртан пĕри заявлени çырнă хыççăн пĕр уйăхран параççĕ. Суд йышăнăвĕ хыççăн мăшăр хăш кун ЗАГС пайне пырать, уйрăлнине çав кун регистрацилеççĕ. Анчах та суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ кунран мăшăр уйрăлнă шутланать.

Ачана усрава илнине заявлени çырса панă кун кирлĕ пур документпа пырсан регистрацилетпĕр. Заявлени пулман пулсан – ачана усрава илесси пирки суд кăларнă йышăну вăя кĕнĕ хыççăн пĕр уйăхран. Ашшĕлĕхне палăртассине те заявлени çырса панă кунах регистрацилеме юрать.

Ят улăштарма ыйтса çырнă заявление пĕр уйăхра тишкереççĕ. Шута хумалли сăлтавсем пур пулсан ку тапхăра ЗАГС пайĕн ертÿçи тăсма пултарать.

Граждансем регистраци срокĕсене пăхăнни обществăри йĕркелĕхе те, çынсем хушшинчи çыхăнусене те çирĕппĕн тытса пыма пулăшать.

Е. Иванова,

район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика