24 марта 2012 г.
Анна Михайловна Арсентьева 1923 çулта Шарпаш ялĕнче пуян çемьере çуралнă. Çемьере тăватă ача ÿснĕ. Анна 6–7 çулта чухне ашшĕ ачисене пăрахса килтен тухса каять. Ĕçĕ нумай, хуçалăхĕ пысăк пулнă: пысăк пÿрт, икĕ алăклă вăрăм ампар, икĕ мăн сарай, тепре – пĕчĕкки, вите, нÿхреп, çăл, мăн лаç, тăватă юпаллă хапха, йĕри-тавра карта (пралук хĕрринче пурăннă), 25 тĕп улма йывăççи. Анкартинче арпа ÿпли (арпа тултармалли), анкарти вĕçĕнче мăн сарай тата ампар. Ку сарайпа ампарта мăн каткасем, тырă-пулă упраннă. 2 лаша, тиха, 3 ĕне, пăрушсем, 20 пуç сурăх, сысна, чăхсем усранă. 1929–1930 çулсенче çемьене раскулачить тăваççĕ: вутă, 2 лаша, урапа-çуна, ут хатĕрĕсем, тырă-пулă, анкарти вĕçĕнчи мăн сарайпа ампарне, унти мĕн пур пурлăхне, тырри-пуллине илсе тухнă.
Ача чухне ĕнесем пăхма çÿренĕ. Тырă вырма тухсан кăна касу йĕркеленĕ. Тырă вырса пĕтерсен ĕнесене каллех хăйсем пăхнă. Пĕчĕклех тырă вырнă, çум çумланă (сĕлĕ ани çинче), çумне типĕтсе выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Килте амăшне пулăшнă – пир тĕртме çĕрĕ туса панă. Хăйсен ят çĕрĕ çинче сĕлĕ, ыраш, пăрçа, кантăр, йĕтĕн акса тунă.
7 çул тултарсан Анна шкула кайма пуçланă. Шкулĕ çак ялти пĕр кулак çуртĕнче уçăлнă. Тăваттăмĕш класа Чуманкасси ялĕнче тепĕр кулак çуртĕнче уçнă шкула çÿреме пуçланă. 5–7 классене Якаткассинче ятарласа тунă шкула çÿренĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Шарпаш ялĕнче йĕркеленнĕ «Искра» колхозра ĕçленĕ. Вăрçăччен пурнăç тиркемеллех пулман – тăраниччен çимелĕх çăкăр çитнĕ.
1940 çулта Çĕмĕрлене кайнă, йывăç тирпейлекен заводра ĕçленĕ. Унта вăрçă хатĕрĕсем туса кăларакан заводсем валли ещĕксем тунă. Çавăнта Анна тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Ĕçленĕшĕн укçа тÿленĕ, карточкăпа 650 грамм çăкăр панă. Кăнтăрлахи апат шывпа çăкăр пулнă, апат çиме укçа пулман, тăраниччен çисе курман.
Вăрçă пуçланнине ирхине ĕçе кайнă чухне пĕлнĕ. Ĕçрен килнĕ çĕре лавккасенче пĕр япала та юлман иккен. Пĕр каç хушшинче цехри малтанхи станоксене пăсса тухнă, тепĕр кун ĕçе пынă çĕре самолет çунатти пуçтармалли станоксем, сĕтелсем вырнаçтарса тухнă. Пурăнасса пĕр пĕчĕк пÿлĕмре пĕчченех пурăннă, урайĕнче выртса тăнă.
Кĕркунне енне Çĕмĕрлене Анна Михайловна ячĕпе ялтан (колхозран) хут килет. Ăна яла таврăнма ыйтаççĕ иккен. Киле таврăнсан ăна тÿрех бригадира лартаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ялта ватă-вĕтĕ, хĕрарăмсем, çамрăк хĕрсемпе каччăсем кăна пулнă. Кунĕн-çĕрĕн, тăраниччен çывăрмасăр, выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Бригада çыннисем Анна Михайловнăна хисепленĕ, каланине яланах итленĕ. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă Анна Михайловна. Бригадирта вăл 1945 çулхи июнь уйăхĕчченех ĕçлет.
Çав вăхăталла ялсенчи çынсене Мускав облаçне вербовкăпа ĕçлеме илсе кайма пуçлаççĕ. Анна Михайловна хăй ирĕкĕпе тухса каять. Мускава ялтан пĕчченех кайнă, Шупашкарта халăх пуçтарăнасса кĕтсе 10 кун пурăннипе илсе тухнă укçи пĕтнĕ. Килтен пăрçа çăнăхĕ илсе тухнă та çавна типĕллех çисе пурăннă.
Анна Михайловна Мускав облаçĕнче пилорамăра ĕçлесе пурăннă. Пĕр бригадăра 12 хĕр ача ĕçленĕ. Кăнтăрла йывăçне тиеме вăрмана кайнă, каçхине çурнă, хăмине тиесе янă. Тăватă пĕрене тиесен пĕр машина тулнă (мĕн йывăрăш пулнă-ши пĕренисем;..). 12 сехет хушши ĕçленĕ, кунне 650 грамм çăкăр панă. Ĕçленĕшĕн уйăхра икĕ хутчен укçа панă. Ĕç укçи – 250 тенкĕ – çиме çитмен: пĕр буханка çăкăр 30 тенкĕ тăнă.
Мускава çитсен 6 уйăхлăх килĕшÿ тунă, кайран тата тепĕр 6 уйăхлăх. Киле килес умĕн хĕрсене çĕр айĕнче вырнаçнă снарядсем тăвакан завода илсе каяççĕ. Кунта карчăксемпе стариксем ĕçленĕ. Ват çынсен куçĕ курман пирки снарядсене станоксем çине тĕрĕс вырнаçтарма ачасем пулăшнă. Кашни ват çын пуçне – пулăшакан пĕр ача. Çамрăксем завода пынăшăн ватăсем питĕ хĕпĕртенĕ. Килĕшÿ срокĕ тухсан Аннана çавăнтах хăварасшăн пулнă, хваттер пама та шантарнă, анчах Анна юлма килĕшмен: хырăмĕ яланах выçă, тăван ен те килеллех туртнă.
1945 çулта Мускавран лайăх характеристикăпа, лайăх ĕçленине çирĕплетекен справкăпа таврăннă – колхоз тырă чылай панă (тинех тăраниччен çăкăр çиме пуçланă).
Яла таврăнсанах Аннана налук агенчĕ пулса ĕçлеме хушнă. Агентра ĕçлеме йывăр пулнă: çынсен укçи пулман, «çÿлтен» вара хытах ыйтнă.
1947 çулта ака уйăхĕнче салтакран таврăннă Купăрля каччи Илья Арсентьевич Арсентьев ăна вăрласа кайнă. Анна вара унăн мăшăрĕ пулма килĕшнĕ. Вĕсем питĕ чухăн пурăннă: пÿрт (ăна Илле ашшĕ хăй уйрăлса тухнă чух лартнă), хăрăк-харăк ампарпа вите пулнă. Урăх нимĕнле çурт та пулман, вутти-шанки те. Йĕри-тавра – вĕрлĕк карта. Илья Арсентьевичăн амăшне Анастасия Федоровна Федорова тесе чĕннĕ. Питĕ ăслă хĕрарăм пулнă. Анна Михайловнăпа иккĕшĕ вĕсем килĕштерсе пурăннă. Вĕсен малтанах качака, сурăхсем тата чăхсем пулнă. Ĕнене Анна Шарпашран хăйпе пĕрле илсе пынă. Качча килсенех колхозра ĕçлеме пуçланă та Анна Михайловна, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та тепĕр 15 çул хушши Ильич ячĕпе хисепленекен колхозра тăрăшса вăй хунă. Ямоса, Выльскине (40 çухрăм) тырă тата çĕр улми тиенĕ лавсемпе лашапа тухнă. Хăш-пĕр çул 30-40 хутчен кайма та тивнĕ. Колхозра ырми-канми тăрăшса ĕçленĕшĕн ырă ята тивĕçлĕ пулнă вăл.
Илья Арсентьевич вăрçă хирĕнче 3 хутчен йывăр аманнă. Тен çавăнпа та пулĕ Илья Арсентьевичпа Анна Михайловнăна хăйсен ачине алла тытма пÿрмен. Вара вĕсем Илле йăмăкĕн (Варвара Арсентьевна) хĕрне усрава илсе çитĕнтернĕ, аслă шкултан вĕренсе тухма пулăшнă. Тамара Григорьевна вĕренсе тухнă хыççăн 28 çул хушши шкулта ачасене вĕрентсе пурăннă. Çав хушăра çемьеленсе упăшкипе тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ.
Анна Михайловна 89 çул тултарчĕ. Çав хушăра вăл виçĕ хутчен кăна больницăра пулнă. Пĕрремĕш хут туя кайсан аварие лексе аманнă, вилĕмрен юлнă, тепре пÿрнине касса пăрахнă хыççăн больницăна кайма тивнĕ. Виççĕмĕшĕнче вара ура хуçсан больницăра выртнă.
Халĕ юлашки 5 çулне хĕрĕ патĕнче пурăнать. Хĕрĕн 3 хĕрĕ, 2 кĕрÿшĕ, 4 мăнукĕ ăна питĕ юратаççĕ. Кашни килмессерен çирĕп сывлăх, канлĕ пурнăç сунаççĕ. Анна Михайловна паян кун та ĕçсĕр лармасть, хăй тума пултарнă ĕçсене туса пулăшать. Ытларах кивелнĕ япаласене сÿтсе алса-чăлха çыхать.
Анна Михайловнăн малалла та пурăнас ĕмĕчĕ питĕ пысăк. Хăйне юратакан, хăй юратакан çынсенчен халех уйрăлса каясшăн мар-ха.
Е. Михайлова, вĕрентекен.