Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагере кайма вăхăт

24 марта 2012 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн «Об организации отдыха, оздоровления и занятости детей в Чувашской Республике» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районта та 2012–2020 çулсене тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ.

Ачасен канăвне, çуллахи вăхăтра сывлăхне çирĕплетес тапхăра хĕллех хатĕрленме пуçланă: ашшĕ-амăшĕсене анкета ыйтăвĕсене хуравлама ыйтрăмăр. Пурĕ 28 вĕрентÿ учрежденийĕнчи 2667 ачан ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕ. Çапла вара хăш лагерьсене кăмăлланине пĕлтĕмĕр. Ытларахăшĕ çуллахи вăхăтра «Чайка» лагере каяс кăмăллă – 579 ача. «Лесная сказка» лагере килĕштернисем – 328 ача, «Солнышко» – 197, «Белые камни» – 196.

2012 çулта ачасен канăвне йĕркелеме пурĕ 4 миллион çурă тенкĕне яхăн уйăрнă.

Кăçал шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем йĕркелесси пирки те шкулсем заявкăсем тăратнă ĕнтĕ. Кунне пĕр ачана апатлантарма 65 тенкĕ чухлĕ палăртса хунă.

Хула тулашĕнчи лагерьсенче канмалли путевка хакĕ 10000 тенкĕ. Пĕр смена 21 куна тăсăлать. Ашшĕ-амăшĕсем путевка хакĕн пĕр пайне тÿлесси пирки пĕлеççĕ. Кăçал вара улшăнусем пур: путевка хакĕн миçе проценчĕ чухлĕ укçа тÿлесси ашшĕ-амăшĕн тупăшĕнчен килет. Тупăш çемьери кашни çын пуçне пурăнмалли минимумăн 150 процентĕнчен иртмест пулсан путевка хакĕн 10 процентне кăна тÿлемелле, 150 процентран иртет пулсан – 20 процент чухлĕ. Çавăнпа та кăçал ашшĕ-амăшĕсен тупăша çирĕплетекен справкăсем те кирлĕ.

Нумайрах ачана канăва явăçтарас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес тĕл-левпе ведомствăсем хушшинчи ятарлă муниципаллă комисси ачасене çуркуннехи каникул вăхăтĕнче те хула тулашĕнчи лагерьсене канма каяссине йĕркелерĕ. Çапла вара шăпах паян ачасен пĕр ушкăнĕ – 33 ача – «Чайкăна» пĕр эрнелĕх канма тухса кайрĕ. Путевка хакĕ 3330 тенкĕ. Ашшĕ-амăшĕсем «хăйсен» проценчĕсене кăна тÿлеççĕ: маларах каланине шута хурса кам 10 процент – 330 тенкĕ, кам 20 процент – 660 тенкĕ. Çакăн пек тепĕр ушкăн апрелĕн 2-мĕшĕнче канма каять. Вĕсем те апрелĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа «Чайкăра» пĕр эрне канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ.

Кану вăхăтне икĕ тапхăра уйăрни шкулсенче ачасем çуркуннехи каникула тĕрлĕ вăхăтра кайнипе çыхăннă: кашни шкул хăйĕн календарь графикне пăхăнать.

Апрелĕн 2-мĕшĕнчен вара ачасене çуллахи вăхăтра канма хула тулашĕнчи лагерьсене яма ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнма пуçлатпăр. Кун пирки район хаçачĕн çитес номерĕсенче тĕплĕнрех пĕлтерĕпĕр.

Çуркуннехи каникул вăхăтĕнчи кану пирки ыйтусем пур пулсан 62-0-92 е 62-4-33 номерсемпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

З. Дипломатова, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата

физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика