24 марта 2012 г.
РФ Тĕп банкĕ 2011 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче Раççей территорийĕнче Раççей Банкĕн банкнотисемпе тата укçисемпе касса операцийĕсем ирттерессипе 373-П " Положени çирĕплетнĕ. Вăл 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕчĕ.
Положени юридици вăйĕнчи çынсене, предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă уйрăм çынсене пырса тивет. Çапла вара кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм предпринимательсем Положенипе килĕшÿллĕн касса операцийĕсем ирттерессин йĕркисене пăхăнма тивĕç. Вăл шутра:
– укçа-тенкĕ юлнин лимитне палăртма;
– банксенче банк счечĕсем çинче укçа-тенкĕне наличнăй укçа-тенкĕ юлмалли лимитран ытларах хăварма;
– 0310001 прихут касса ордерĕсемпе, 0310002 расхут касса ордерĕсемпе касса операцийĕсем тума;
– РФ архив ĕçĕсен законодательствинче палăртнă сроксенче касса операцийĕсем туса ирттернĕ чухне кирлĕ касса докуменчĕсемпе ытти документсем пулнине тивĕçтерме;
– 0310004 касса кĕнекине тытса пыма.
РФ Финанс министерствин 2011 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнчи 132н " хушăвĕпе килĕшÿллĕн тĕрĕс-левпе касса техникине тĕрĕслесе тăрассипе, вĕсене регистрацилессипе тата вĕсемпе усă курассипе административлă регламент палăртнă. Вăл 2012 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче вăя кĕчĕ. Ку административлă регламент тĕрĕслевпе касса техникипе усă курнă чухне административлă процедурăсен тапхăрĕпе йĕркисене пăхăннипе, патшалăх функцийĕсене пурнăçланă чухне инспекци организацисемпе тата уйрăм предпринимательсемпе çыхăнса ĕçлессипе çыхăннă.
Налук инспекцийĕн специалисчĕсен патшалăх функцине пурнăçланă чухне çакăн пек право пур:
– тĕрĕслевпе касса техникине пĕр чăрмавсăр тĕрĕслеме;
– тĕрĕслевпе касса техникипе усă курассипе çыхăннă документацие тĕрĕслеме;
– кассăн наличнăй укçа-тенкĕ шутне тата çирĕп отчетлă бланксем пуррипе çуккине тĕрĕслеме;
– тĕрĕслекен объектсем касса чекĕсем, çирĕп отчетлă бланксем панипе паманнине тĕрĕслеме;
– çирĕп отчетлă бланксен автоматизациленĕ системине йĕркелени пирки информаци илме;
– патшалăх функцине пурнăçланă чухне тухса тăракан ыйтусем тĕлĕшпе кирлĕ ăнлантарусем, справкăсем тата сведенисем илме;
– тĕрĕслевпе касса техникин паролĕсене илме;
– РФ шалти ĕçсен органĕсемпе пĕрле çыхăнса ĕçлеме;
– РФ административлă майпа правăна пăснин кодексне пăхăнманнисене административлă майпа ответ тыттарма.
Налук органĕсен специалисчĕсем патшалăх функцине пурнăçланă чухне тĕрĕслекен объектсен хăйсен те уйрăм правăсем пур. Вĕсем çаксем:
– тĕрĕслев ирттернĕ çĕре хутшăнма, тĕрĕслевпе çыхăннă ыйтусем çине хурав пама;
– инспекци специалисчĕсенчен тĕрĕслевпе çыхăннă тата административлă регламентпа пăхса хунă информацие илме;
– тĕрĕслев итогĕсемпе паллашма, ун пирки тĕрĕслев акчĕ çинче паллă тума, вĕсемпе килĕшни е килĕшменни пирки пĕлтерме;
– РФ законодательствипе килĕшÿллĕн инспекци специалисчĕсен ĕçĕсем тĕлĕшпе çăхав пама.
Туллинрех ку информаципе Раççей федераллă налук службин сайтĕнче (www.nalog.ru) тата унăн республикăри управленийĕн сайтĕнче (www.r21.nalog.ru) паллашма, çавăн пекех 24-1-58 телефонпа управление шăнкăравласа пĕлме пулать.
В. ВАСИЛЬЕВА,
вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттерекен пай пуçлăхĕ.