Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе тивĕçтерекен центр: пирĕн пулăшу тĕрлĕ енлĕ

24 марта 2012 г.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕлтĕртенпе Ираида Николаевна Димитриева ертсе пырать. Центрта унччен чылай вăхăт ĕçленĕскер ĕçе тĕплĕн те туллин пурнăçлама хăнăхнă вăл. Туслă та хастар коллективра яланах килĕшÿ тата пĕр-пĕрне ăнланни пур. Елена Семеновна Егорова кунта чылай ĕçлет: ăста бухгалтерăн ĕç опычĕ пысăк. Нина Геннадьевна Сафиулинăпа Надежда Владиславовна Волкова центрти ертсе пыракан инспекторсем. Надежда Владиславовна профориентаци ĕçĕпе тимлет пулсан, Нина Геннадьевна ытларах çынсене йышăнассипе, предприятисемпе çыхăну тытассине пурнăçлать. Татьяна Михайловна Иванова аслă инспектор (сăн ÿкерчĕкре хыçалта) ĕçпе тивĕçтерекен центрта пĕрремĕш çул кăна вăй хурать пулин те ĕçтешĕсемпе тан пыма тăрăшать.

Ĕç тупса параççĕ

Иртнĕ çул пирĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр 2011–2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомство программипе килĕшÿллĕн ĕçлерĕ, унпа пăхса хунă ĕçсене ăнăçлă пурнăçларĕ. Çулталăк тăршшĕпе ĕç паракансем 1133 ваканси пуррине пĕлтернине шута илсен центр районта пурăнакансене пысăк пулăшу панă. 833 çынна хăйсене юрăхлă ĕç тупса панă, 126 çынна обществăлла ĕçсене явăçтарса тупăшлă тунă. Обществăлла ĕçсене пурнăçлама пĕлÿ е квалификаци шайĕ кирлĕ мар, анчах та вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен ку ĕç ытларах тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă.

Ĕç тупасси пурин те пĕр тикĕс пулса пымасть, хăшĕсем чылай вăхăт ĕç тупаймаççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр кун пек 5 çынна пулăшнă. Çул çитменнисене вăхăтлăх ĕç тупса парасси çине те кунта яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр 14–18 çулсенчи 672 çамрăка (14 çултан пуçласа 18 çул тултарманнисем) вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме пултарнă. Çакă пĕтĕмпех саккунпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Çамрăксем вĕренÿрен пушă вăхăтра, каникул вăхăтĕнче территорие тирпей-илемпе хăт кĕртме, вак-тĕвек юсав ĕçсене, хушма ĕçсене пурнăçлама пултараççĕ.

Шкул хыççăнхи пĕлĕве илнĕ хыççăн та пур чухне çамрăксен ĕçе часах вырнаçма май тупăнмасть. Центра пулăшу ыйтма пынă пĕр çамрăка малтанлăха тесе ĕçе вырнаçтарма май тупнă.

Çынсене ĕçлĕ тăвас тесе вĕсене Раççейĕн ытти регионĕсене ĕçлеме ярассине те практикăлаççĕ. Акă пĕлтĕр районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 23 çын республика тулашĕнче ĕçленĕ. Харпăр хăй ĕçне пуçарса яма кирлĕ документсем хатĕрлеме тăкакланă укçа-тенкĕне саплаштарма икĕ çын финанс тĕлĕшпе пулăшу илнĕ.

Çыннăн хальхи вăхăтра уйрăмах хăйĕн аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ĕçсĕррисен ретĕнчи 76 çынна та центр вĕренме янă пулнă: хăшне – ăсталăха ÿстерме, хăшне – çĕнĕ професси алла илме. Вĕсем пурте вĕренсе пĕтернĕ.

Ĕç шыракансене кунсăр пуçне тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ кунта: профориентаци тĕлĕшпе те, психологи пулăшăвне те, ĕç рынокĕнче условисене хăнăхтараççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăнисенчен (429 çын) ытларахăшĕ – 230 çын – хĕрарăмсем пулнă. Çамрăксем – 16–29 çулхисем – 250-ăн.

Вакансисен ярмăрккин пĕлтерĕшĕ пысăк

Хальхи вăхăтра ĕç тупас ыйту тĕрлĕ професси тата тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене те пырса тивет. Çамрăксемшĕн ку ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Аслă шкулсенчен тата вăтам профессиллĕ пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă яш-кĕрĕм паян тесен паянах ĕçе кÿлĕнме хатĕр. Анчах та ĕç тупма çăмăл мар.

Ĕçе вырнаçас ыйту йывăррисен шутĕнче пулнине тĕпе хурса районти ĕçпе тивĕçтерекен центр тĕрлĕ майсем шыраса ĕç шыраканпа ĕç паракана тĕл пултарать. Вакансисен ярмăркки çак ĕçре палăрăмлă вырăн йышăнать. Çапла вара ĕçпе тивĕçтерекен центр хăйĕн ĕçĕпе тĕплĕнрех паллаштарнипе пĕрлех çамрăксене те пулăшать.

Вакансисен ярмăрккин лайăх енĕ чылай. Ĕçпе тивĕçтерекен хăйĕн организацинче вакансисене палăртать, ĕç шыракан хăй пурнăçлама пултаракан ĕç пирки тĕплĕнрех пĕлет. Ĕç шыракан çын ярмăрккă вăхăтĕнче пирĕн центрти ĕçченсенчен ятарлă консультаци, профинформаци илме пултарать, е тата – ĕçе направлени те. Çапла вара ĕç шырас вăхăт та перекетленет.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç вырăнĕсен ярмăрккисене йĕркелени çамрăксене вăхăтлăх е яланлăх ĕç вырăнĕ тупма пулашать. Ĕçпе тивĕçтерекен центр йĕркелекен ярмăрккăсем яланах тÿлевсĕр иртеççĕ. Акă 2011 çулта çеç пирĕн районта вакансисен 6 ярмăркки иртнĕ.

Практика çакна кăтартса парать: пĕчĕк ярмăрккăсен – уйрăм ĕç параканăн е пĕр йышши сферăри предприятисен интересĕсене шута илсе хатĕрленĕскерсен – усси те пысăкрах. Çапла вара граждансен пĕр-пĕр категорийĕ, сăмахран, çул çитмен çамрăксем те, ĕç тупма пултараççĕ.

Пĕлтĕр ирттернĕ ярмăрккăсене пурĕ 460 çамрăк тата районти 19 организаци хутшăннă. Ярмăрккăсене хутшăннă 391 çын ĕç тупнă.

Профориентаци. Е рабочисем ытларах кирлĕ

Профессие суйласа илесси малашлăхшăн пысăк пĕл-терĕшлĕ. Çавăнпа та ĕçпе тивĕçтерекен центрта ку тĕлĕшпе те пулăшу парассине тĕп ĕç вырăнне хураççĕ. Пĕлтĕр çакăн пек пулăшу панă 1160 çынран 83,5 проценчĕ çамрăксем пулнă. Çул çитменнисене професси тĕнчипе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе ĕçпе тивĕçтерекен центр волонтерсемпе те тачă çыхăну тытса ĕçлет: районти пур шкулта та, библиотекăсенче те ку ĕç ăнăçлă иртнĕ. Çамрăксене пулăшас тĕллевпе «Манăн пулас професси», «Паян – ĕмĕт, ыран – професси», «Професси компасĕ» тата ытти акцисем ирттернĕ. Ачасем валли тĕрлĕ конкурс-викторина йĕркеленĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕпе кăна мар, республикăри аслă шкулсемпе те тачă çыхăнса ĕçлет.

Çамрăксене профессисемпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе ятарлă экскурсисем те ирттернĕ, хуçалăхсемпе предприятисенче пулнă.

Профессисемпе, ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă чухне хальхи вăхăтра ытларах рабочи профессийĕсем кирлине палăртмалла. Акă кăçал та ĕçпе тивĕçтерекен центрта çĕвĕç, тракторист, бульдозерпа, экскаваторпа ĕçлекенсем, çĕвĕç, сварщик, парикмахер тата ытти рабочи специальноçне алла илнĕ çынсем кирли паллă.

Кашни кварталтах «Ăнăçуллă хĕрарăм» ятпа иртекен профориентаци кунĕсенче пурĕ 22 ĕçсĕр хĕрарăм хутшăннă. Вĕсем вĕренме май пуррине, ĕçе вырнаçас тенĕ чух резюме çырассине, ĕç параканпа мĕнле калаçмаллине тата ыттине те вĕреннĕ.

Пулăшу парас тĕллевпех ĕçсĕррисемпе тĕрлĕ тренингсем, информаци кунĕсем ирттереççĕ. Вырăнти специалистсем кăна мар, Шупашкарти психологсем те кунта час-часах пулса ĕçсĕррисене сĕнÿ-канаш параççĕ.

Хевтесĕррисене – пулăшу

Инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси Чăваш Республикин «О квотировании рабочих мест для инвалидов» саккунпа килĕ-шÿллĕн пулса пырать. Çакна тĕпе хурса районти ĕçпе тивĕçтерекен центр инвалидсене ĕçе вырнаçтарассине пысăк тимлĕх уйăрни палăрать. Центр ертÿçи И. Димитриева каланă тăрăх ĕç тупас ыйтупа пыракан инвалидсем çулсеренех йышланса пыраççĕ.

Асăннă саккунпа килĕ-шÿллĕн 2011 çулта районти 14 предприятире квота палăртса хунă пулнă. Çав ĕç вырăнĕсене пурĕ 6 инвалида ĕçе илнĕ, вĕсенчен тăваттăшне – районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă.

Харпăр хăй ĕçне пуçарма

Чăваш Республикинче 2011 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программăпа пурĕ 66 ĕçсĕр çынна хăйсен ĕçне пуçарса яма 58,8 пин тенкĕ чухлĕ субсиди панă. Районти пĕчĕк бизнес аталанăвĕнче çак тĕкĕ вырăнĕ те пĕлтерĕшлĕ. Харпăр хăй ĕçне пуçарас текенсем ытларах мăйракаллă шултра выльăх усрассипе, хурт-хăмăр, кроликсем, сурăхсем ĕрчетессипе интересленеççĕ. Çĕр улми, ытти пахча çимĕç туса илес текенсем те пур вĕсем хушшинче, çĕвĕ ĕçне пуçарса ярас текенсем те, парикмахер ĕçне кÿлĕннисем те, автотранспорта пăхса тăрассипе услугăсем паракансем те..

2012 Çул пуçланчĕ

Çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупас тĕллевпе 180 çын килнĕ те ĕнтĕ. Вĕсене пурне те учета илнĕ. Ĕç тупса пама ыйтнисен шутĕнче 14–18 çулхисем те пур.

Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне центрта пурĕ 60 ĕçсĕр çын шутланнă. Каллех хĕрарăмсем тата çамрăксем ытлараххи палăрать.

Вакансисем пирки калас пулсан вара икĕ уйăхра пурĕ 192 ваканси пулнă, 100-шĕ – çул çитменнисем валли. Ĕçпе тивĕçтерекен центр тата предприятисем хăйсем пĕрле пурĕ 168 ваканси тултарнă ĕнтĕ.

Ĕçсĕррисен шутĕнче тăракан граждансен çук специальноçсемпе те районта ĕç вырăнĕсем пур: зоотехник, ветеринари врачĕ, электрогазосварщик, электромонтер, тĕрлĕ специализациллĕ врачсем, бухгалтер. Маларах асăннă рабочи специальноçĕсене алла илнисен те ĕç тупма майсем пур.

Икĕ уйăхра пурĕ 141 çынна ĕç тупса панă, вĕсенчен 100-шĕ – çул çитменнисем. Март уйăхĕ валли те вĕсене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе 5 килĕшÿ тунă. Ытларах нумай ачаллă çемьесенче, тулли мар çемьесенче тата пĕчĕк тупăшлă çемьесенче ÿсекен çамрăксене ĕçе явăçтарас тесе тăрăшаççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа 19 çынна обществăлла ĕçе хутшăнтарнă. 11 çынна (вĕсенчен 9-шĕ хĕрарăмсем) вĕренме янă. Ачи 3 çула çитмен тăватă хĕрарăм та вĕренме кайма килĕшнĕ.

Шкултан вĕренсе тухакансене пулăшу парас тĕллевпе пĕр уйăх хушши акă «Манăн суйлав» профориентаци уйăхлăхĕ иртрĕ. Çак вăхăтра ĕçпе тивĕçтерекен центрти специалистсем çамрăксемпе чылай тĕл пулу, викторина-конкурссем, калаçусем ирттерчĕç.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр ку çул ĕçе хавхаланса тата пысăк хăвăртлăхпа пуçăнчĕ. Апла пулсан ума лартнă кашни тĕллеве пурнăçласси те иккĕлентермест.

Н. Николаева.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика