24 марта 2012 г.
Культура ĕçченĕсем ыран хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Пире илемлĕхе, чун ăшшине туйма, ăс-хакăла пуянлатма, пĕлÿ шайне ÿстерме, вăхăтпа тан пыма, пушă вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме пулăшакансем тата май туса паракансем хăйсен уявне мĕнле кĕтсе илни пирки район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхне Алевтина АНДРЕЕВĂНА каласа пама ыйтрăм:
– Хальхи вăхăтра культура ĕçне-хĕлне районта 47 культурăпа кану учрежденийĕ, 30 библиотека, 3 музей, ачасен Муркашри искусство шкулĕ, муниципаллă архив пурнăçлаççĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене вăхăт ыйтнă пек пурнăçласа пыни район пурнăçĕпе, унăн экономика аталанăвĕпе уйрăлми çыхăннă.
Культурăпа кану ĕçне-хĕлне районти çынсен 80 процентне явăçтарнă. Вăл шутран 16 проценчĕ (6 пин çын ытла) 463 кружокпа секцие çÿрет.
Çынсен пултарулăх шайне ÿстерес тĕллевпе культурăпа кану учрежденийĕсем çумĕнче пултарулăх коллективĕсем ĕç-леççĕ. Вĕсенчен 11-шĕ «халăх коллективĕн» чыслă ятне тивĕçнĕ. Художество пултарулăх коллективĕсен çулленхи фестиваль-конкурсĕсем яланах çÿллĕ шайра иртеççĕ. Иртнĕ çул тĕрлĕ жанр енĕпе вĕсене 44 коллектив хутшăнчĕ.
Художество пултарулăх коллективĕсене хăйсене кăтартма тата ыттисен опычĕпе паллашма республика тулашне тухса çÿреме майсем туса пама тăрăшатпăр. Акă Ярапайкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Екрем» халăх фольклор ансамблĕ тата Оринининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ (ертÿçисем В. Романовпа В. Александров) Ульяновск хулинче иртнĕ пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявне хутшăнма тивĕçрĕç. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи Ю. Жуков) Чул хула облаçĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Хрустальный ключ» фольклор фестиваль-конкурсне хутшăнчĕ. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи эстрада юррисен «Расна» халăх ансамблĕ (ертÿçи В. Ильдяков) Чăваш культурин эрнинче Пушкăрт Республикин Шаранск районĕнче пулса курчĕ. Москакассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă «Шуçăм» халăх ансамблĕ (художество ертÿçи Р. Семенов) Чул хулара пулчĕ, кунта халăх пултарулăхĕн «Душа России» фестивальне хутшăнчĕ.
Çынсене информаципе вĕрентÿ, ăс-хакăлпа культура ыйтăвĕсемпе тивĕçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе районти библиотекăсене периодика изданийĕсем 157 пин тенкĕлĕх çырăнса панă. Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра вăл 60 тĕрлĕ хаçат-журналпа, ялсенчи библиотекăсенче 12–13-пе танлашать.
30 библиотекăн кĕнекесен фончĕ 332038 экземпляр шутланать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ информаци ресурсĕ пулса тăнине шута илсе ăна çуллен çĕнетсе пыратпăр. Иртнĕ çул кăна кĕнекесен фондне комплектлама федераллă тата республика бюджечĕсенчен 436 пин тенкĕ, район бюджетĕнчен 20 пин тенкĕ уйăрнă.
Шел пулин те хальлĕхе библиотекăсен фондне кашни 1000 çын пуçне шутласан çĕнетсе пырасси тивĕçтереймест-ха. Ăна эпир республика шайне – 250 кĕнекене çитерме планлатпăр.
Районта музей ĕçĕ-хĕлĕ те аталанура. Пур музейсене те çÿрекенсен шучĕ çултан-çул ÿссех пырать. Халĕ 7300 çынпа танлашать. Сăмахран, 2005 çулта ку кăтарту 3418 çынпа кăна танлашнăччĕ. 2010 çулта Йÿçкасси ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкассинче Ф.В. Васильев, Ильинка ял тăрăхĕнче Б.И. Гузовский музейĕсене, Н.В. Никольский музейĕнче «Хурт-хăмăр ĕрчетесси – сывлăх çулĕ» экспозици уçнă. Пыл уявĕ тĕлне 2011 çулхи августăн 12-мĕшĕнче районти историпе краеведени музейĕнче «Пыл парнелекен хурт-хăмăр тĕнчинче» экспозици йĕркеленĕ.
Ачасен Ф.С. Васильев ячĕпе хисепленекен Муркашри искусство шкулĕнче тата унăн 5 структура подразделенийĕнче пĕтĕм вĕренекенсен 9,5 проценчĕ хушма вĕренÿ ĕçне хутшăнать. Çулталăк хушшинче ачасен Муркашри искусство шкулĕн вĕренекенĕсем конкурссемпе фестивальсене хутшăнса тĕнче шайĕнче 2 хут, регионсем хушшинчи шайра 1 хут, регион шайĕнче 7 хут дипломантсемпе лауреатсем пулса тăчĕç.
Муниципаллă архив районăн архив фондне упрас тата сыхлас, ăна пуянлатса пырас тата унпа активлă усă курас ĕçе пурнăçлать. Иртнĕ çул кăна 2446 запроса пурнăçланă, 853 единица документ управа илнĕ. Документсем йышăнаслăх шайĕ 95 процентпа танлашать. Çавăнпа та архив фончĕн лаптăкне пысăклатас, çĕнĕ информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртес задача тăрать.
2010 çулхи майăн 8-мĕшĕнчи 83-ФЗ " Федераллă саккуна пурнăçласа пырса юлашки çулсенче кăна хăйсен филиалĕсемпе пĕрле информаципе культура центрĕсем 15, ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ 1, тĕп библиотека 1 тата тури чăвашсен тепĕр музейне йĕркеленĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех çынсен канăвне тата пушă вăхăтне усăллă ирттерессипе, пултарулăха ÿстерме майсем туса парассипе, библиотека, музей, архив услугисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.