21 марта 2012 г.
Раççей Федерацийĕн шайĕнче те, Чăваш Республикинче те ял хуçалăх аталанăвĕ çине тимлĕх ытларах уйăрма пуçланине пурсăмăр та яр уççăнах куратпăр. Вăл е ку шайран пăхсан хăш-пĕр пулăшу çителĕксĕртерех пек туйăнать пулсан та, хамăр çанă тавăрса ĕçлемесен патшалăх пулăшăвĕ çине шанса кăна тупăш çулĕ çине тухаймăпăр. Çавăнпа та паян çĕр-шыв ертÿçисем ял хуçалăх аталанăвĕ тĕлĕшпе йышăнакан малашлăх тĕллевĕсене тишкернĕ чух хамăрăнах перекетлĕ пулмалли малти вырăна тухать. Пус çумне пус хушăнать тесе аслă асаттесем ахальтен каламан. Çак каларăша шута хурса ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе инженерĕсене, механизаторĕсене çĕр ĕç техникине ĕçе хатĕрлеме сĕнетĕп. Çак çул ыран хуçалăх кассине тулли укçа енчĕкĕпе таврăнасса шанатпăр.
Çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕсене туллин те пахалăхлăн пурнăçлас тĕллевпе паян юсавра ларакан ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлесе çитерессипе çителĕклĕ вăй хуратпăр-и-ха; Ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама техника çителĕклĕ-и-ха; Ыйтусем нумай. Çĕр ĕçĕн тĕп пайне паянхи хресчен техника пулăшăвĕпе пурнăçланăран ял хуçалăхĕн çак сферинче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси епле пынипе интересленсе паян патшалăх техника надзорĕн районти инспекторне С. НИКОЛАЕВА калаçăва чĕнтĕмĕр.
– Сăмах панăшăн тавтапуç. Юлашки çулсенче ял хуçалăх аталанăвне çĕнетÿ варкăшĕ, инвесторсен пулăшăвĕ килсе кĕчĕ. Ку вăл çĕр ĕçĕнче те малашлăх пуррине, ял хуçалăх бизнесĕ аталанса вăй илессе шантарать. Ырă сăмахсем калама пулать, анчах вĕсене пурнăçа кĕртме пĕр çын пек кар тăрса ĕçлени кирлĕ. Кун вăрăмланни çур аки çывхарнине систерет. Хĕвел кунсерен çÿлтен çÿле хăпарнине пăхса-сăнаса хресчен хире тухиччен ĕçлемелли техникăн техосмотр тăрса ĕçе тухма ирĕк илмелле. Çавна май ку ĕç хĕл вĕçĕнче нихăçанхинчен те ытларах кун йĕркине çывăх тăрать. Чăн çĕр ĕçченĕ паян халĕ каланине хăйĕн кулленхи тĕллевĕ туса çур акине хатĕрленет: ĕç планĕ тăвать, вăрлăх янтăлать, минераллă удобрени тата сĕрмелли-çунтармалли материалсем туянать, хĕл каçнă техникăна юр айĕнчен кăларса юсама пуçлать, киввине çĕннипе ылмаштарать, çĕнĕ технологипе ĕçлекен техникăна туянма тăрăшать т. ыт. те. Пĕр сăмахпа каласан ларса канма та вăхăт çук унăн паян. Пирĕн службăн çак вăхăтри тивĕçĕ – хресчене çур аки ĕçĕсене юсавлă техникăпа тухма ирĕк парасси. Çакна валли РФ Правительствин 2002 çулхи 117-мĕш номерлĕ постановленийĕ пур. Унта тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр тата строительство техникине, вĕсен прицепĕсене патшалăх техника тĕрĕслевне тăратмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Вăл паян пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисемшĕн, инженерсемпе механизаторсемшĕн, харпăр хăй харпăрлăхĕнче техника тытакансемшĕн, тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсемшĕн тĕп саккун пулса тăрать. Унпа килĕшÿллĕн кăçал тракторсемпе вĕсен прицепĕсене пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен тата хăйсен харпăрлăхĕнче трактор тытакан граждансен техника хатĕрĕсене техосмотра ака-çу уйăхĕсенче тăратмалла. Çакна валли Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ тĕслĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ В. Димитриев иртнĕ уйăхра приказ кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе предприятисем тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техникăна тытакан уйрăм граждансем валли кăçалхи техосмотр графикне çирĕплетнĕ. Вăл ял тăрăхĕсенчи пĕрле-шÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрле çав территорисенчи уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи ял хуçалăх техникишĕн те пĕр кунта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен машинăпа трактор паркĕсенче çак кунсенче иртĕ (виççĕмĕш колонкăра регистрациленĕ техника мĕн чуль пурри):
Уйкас Янасал ял тăрăхĕ
Ильич яч. хис. 30.03 23
Уйрăм граждансем 30.03 10
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ
ИП Пихтеров А. Н. 06.04. 8
КФХ Бархаткин В. В. 06.04 6
КФХ Толстов А. И. 06.04 7
Ытти КФХсем 06.04
Уйрăм граждансем 06.04 64
Ильинка ял тăрăхĕ
«Волга» 13.04 2
«Хлебороб» 13.04 11
Уйрăм граждансем 13.04 35
Катькас ял тăрăхĕ
«ВТМ» 16.04 2
«Моргаушская» 16.04 11
Уйрăм граждансем 16.04 64
Муркаш ял тăрăхĕ
Е. Андреев яч. хис. 05.04 16
Уйрăм граждансем 05.04 13
Москакасси ял тăрăхĕ
«Передовик» 09.04 18
Уйрăм граждансем 09.04 53
Оринин ял тăрăхĕ
«Восток» 28.03 12
«Оринино» 28.03 26
Уйрăм граждансем 28.03 16
Çатракасси ял тăрăхĕ
«Свобода» 04.04 40
Уйрăм граждансем 04.04 35
Турай ял тăрăхĕ
Суворов яч. хис. 03.04 21
Уйрăм граждансем 03.04 24
Хорнуй ял тăрăхĕ
«Путь Ильича» АФ 01.04 6
Уйрăм граждансем 18.04 23
Чуманкасси ял тăрăхĕ
Чапаев яч. хис. 02.04 25
Чкалов яч. хис. 02.04 12
Уйрăм граждансем 02.04 40
Шетмĕпуç ял тăрăхĕ
«АПФ «Колос» 17.04 4
КФХ Михайлов А. Н. 17.04 4
КФХ Горбунов В. В. 17.04 4
КФХ Петров А. А. 17.04 5
Уйрăм граждансем 17.04 30
Юнкă ял тăрăхĕ
«ВаСем» 10.04. 6
Уйрăм граждансем 10.04 32
Йÿçкасси ял тăрăхĕ
«Ударник» 11.04 71
Уйрăм граждансем 11.04 35
Ярапайкасси ял тăрăхĕ
«Герой» 29.03 20
Уйрăм граждансем 29.03 46
Ярославка ял тăрăхĕ
Уйрăм граждансем 12.04 30
Уй-хире техника кăлариччен ăна тĕрĕслеттерсе ĕçе хутшăнтарма ирĕк илмелли график хатĕр. Хуçалăхсен ертÿçисемпе инженерĕсем, харпăрлăхра техника тытакан уйрăм граждансем çур аки умĕн çак графика çирĕп пăхăнасса шанас килет. Техникăна ĕçе юрăхлă хатĕрлени – çур акири ăнăçăвăн пĕрремĕш утăмĕ, çĕр ĕçченĕн перекетлĕх туйăмĕ пуррин палли.
Хресчен ĕçĕ çур акире пуçланать кăна. Çавăнпа та çурхи уй-хир ĕçĕсем хыççăн пĕрин çине тепри капланакан ĕçсенче те юсавлă ял хуçалăх техники пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кашни ĕçех вăхăтра та пахалăхлă ирттерес тесен алă айĕнче тăтăшах юсавлă техника пулмалла. Çавăнпа та пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех предприяти-организацисен те, шкулсен те хăйсен тракторĕсемпе прицепĕсене тĕрĕслеве тăратма хатĕр пулмалла. Кун пирки каярах пĕлтерĕпĕр.
Техосмотра хатĕрленнĕ чух мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла-ха;
Малтанах техника çинчи пур механизмсемпе агрегатсен те юсавлă та таса пулмалла. Тракторсемпе ытти хăй тĕллĕн çÿрекен техника çинче пушартан сыхланма огнетушитель, ĕçлекенсене вăхăтра медицина пулăшăвĕ пама медицина аптечки, авари чарăнăвĕн паллисем пулмалла. Техника тĕрĕслевне хатĕрленнĕ чух инженерсемпе механизаторсен хăй тĕллĕн çÿрекен техника паспорчĕ, регистраци свидетельстви тата кашни механизаторăн медицина справки çинчен асрах тытмалла. Кунпа пĕрлех тракторист çумĕнче ирĕк паракан категориллĕ удостоверени – чи кирли. Техосмотра хатĕрленнĕ май тракторсемпе прицепсене тирпейлĕ çуса тасатмалла, сăрламалла.
Кам та кам техникăна техосмотра хатĕрлемелли сĕнÿсемпе предписанисене патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕнче илме ĕлкĕреймен, çав хуçалăхсен ертÿçисемпе инженерĕсен ăна хальтерех килсе илмелле, вĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлемелле.
Юсавлă техника çеç çур аки пахалăхне ÿстерĕ, çĕр ĕçченне пысăк тухăç илме шанчăк парĕ.
А. БЕЛОВ
калаçнă.