21 марта 2012 г.
Тĕрлĕрен калаçатпăр пулин те, юлашки çулсенче çĕрпе ĕçлес текенсем йышланчĕç. Ку лайăх, анчах çĕр çинче ял хуçалăх культурисем акса-лартассипе бизнес пуçарса янисем саккунсене тĕплĕн пурнăçласа пы-раççĕ-и? Çак ыйту çине хурав тупма Чăваш Республикипе ĕçлекен Раççейри ял хуçалăх надзорĕн управленийĕ вырăнсене тухса тĕрĕслевсем ирттерсех тăрать. Акă Муркаш районĕпе илсен асăннă управлени специалисчĕсем иртнĕ çул кăна тĕрĕслевпе надзор мероприятийĕсене 15 ирттернĕ.
Надзор ĕçĕ-хĕлĕнче пĕлтĕр ял хуçалăх валли уйăрнă тата ялсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕсене 61,7 пин гектар тĕрĕсленĕ. Вырăнсенче çĕр саккунĕсене пăхăнассипе епле ĕçленине пăхма иртнĕ çул 6 ял хуçалăх предприятине, 3 хресчен (фермер) хуçалăхне, 5 ял тăрăхне тĕрĕслерĕмĕр.
Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн пирĕн çĕр-шывра çĕр унта пурăнакансен пурнăç тата ĕç-хĕл никĕсĕ шутланать. Апла пулсан çĕр – пирĕн пуянлăх. Ăна упрасси тата уншăн тăрăшасси пĕрлехи тĕллев пулмалла.
Тĕрĕслевсем вара çакна кăтартса пачĕç. Районта çĕрпе усă куракансенчен пĕр пайĕ ăна упрассишĕн тата ăна тăван тавралăх объекчĕ тесе сыхлассишĕн тăрăшмасть. Çапла вара Юнкă ял тăрăхĕнче кăна çĕрĕн çиелти сийне никамран ирĕк ыйтмасăр илнин виçĕ фактне тупса палăртрăмăр. Икĕ тĕслĕхĕ «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра тĕл пулчĕç.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çум айне туни тата йăлара усă курмалли хытă каяш тăкса тултарни ялта пурăнакансемшĕн экологи тата санитарипе эпидемиологи хăрушлăхĕ кăларса тăратаççĕ. 2011 çулта Уйкас Янасал, Мăн Сĕнтĕр, Москакасси, Çатракасси, Турай, Шетмĕпуç, Ярапайкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пирĕн управленине граждансем 9 çĕрте ирĕк паман вырăнсене йăлара усă курмалли хытă каяш тăкса тултарни пирки пĕлтерчĕç. Кашнинпех тивĕçлĕ йышăну турăмăр. Айăплисен саккун умĕнче явап тытма та тиврĕ.
Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕпе (13-мĕш статья) çĕр хуçисене, арендаторсене, çĕрпе усă куракансене хăйсем усă куракан çĕр лаптăкĕсенче вараласан, çум айне тусан е вăрман çитĕнтерсен яваплăх тыттарассине пăхнă.
Иртнĕ çул Çĕр саккунне пăснăшăн пирĕн специалистсем Раççей Федерацийĕн КоАПĕн 8.6 статьян 1-мĕш тата 2-мĕш пайĕсемпе килĕшÿллĕн пĕр предприятие, пĕр пуçлăха тата 9 гражданина административлă йĕркепе явап тыттарчĕç.
Çĕрсене ял хуçалăхĕнче усă курма хатĕрлесе çитерме ыйтса пĕлтĕрхи тĕрĕслевсенче 12 предписани тăратрăмăр. Вуннăшĕ пурнăçланчĕç пулсан тепĕр иккĕшĕн пурнăçа кĕмелли тапхăрĕ – кăçалхи çĕртме уйăхĕ.
Районта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе туллин ĕçленине палăртма кăмăллă. Пирĕн тĕрĕслевсем вара кăçал та малалла пырĕç.
Л. СТЕПАНОВА, патшалăх çĕр надзор пайĕн инспекторĕ.