Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ăмăртура кашниех çĕнтерÿçĕ пулчĕ»

21 марта 2012 г.

Хĕллехи çанталăк спорта юратакансене кăçал пĕрре мар тĕрĕслерĕ. Акă иртнĕ шăмат кун та район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăрту умĕн асар-писер çил-тăман йăтăнса анчĕ. Анчах та йĕлтĕр базине пухăннă 59 командăшăн та, старта тухма хатĕрленнĕ 50 ытла ертÿçĕшĕн те, вĕсене курма пухăннисемшĕн те вăл чăрмав пулмарĕ.

1999 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Вязов пуçарса янă ăмăртăвăн сумĕ, пĕлтерĕшĕ паян та чакмасть. Кăçал та акă спортсменсем кăна мар, спонсорсем те активлă пулчĕç: мала тухнă командăсем хаклă парнесене тивĕçрĕç. Апла ăмăртăвăн малашлăхĕ пур.

ЧР патшалăх тĕп инженер инспекторĕ В. Димитриев та хăйĕн ячĕпе ятарлă парне хатĕрленĕ. Ăна ертÿçĕ-арçынсем ретĕнче ăмăртнă Александр Федоров («Строитель» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи) тивĕçрĕ. Ятарлă парнесене тивĕçнисем татах та пулчĕç. «Путь Ильича» агрофирма специалистне А. Блинова, виçĕ ача ашшĕне, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем хатĕрленĕ пысăк парне пачĕç. Ăмăртура ветерансене те чысларĕç: Т. Александрова (Хорнуй ял тăрăхĕ), Р. Сафонова (Юнкă ял тăрăхĕ), А. Васильев (Тойкилтĕри тĕп шкулта вăй хурать) тата В. Федоров (Муркаш ял тăрăхĕ) киле парнесемпе кайрĕç.

Районти йĕлтĕрçĕсем умĕнче тепĕр пĕлтерĕшлĕ савăнăçлă самант та пулса иртрĕ: В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн преподаватель тренерне И. Смирнова РФ Спорт, туризм тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев каланă пек ăмăртура кашниех çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Асар-писер çанталăкран хăрамасăр йĕлтĕр сырса тухни – хăй çĕнтерÿ. Стартри çĕнтерÿсене вара чăн та пысăк çĕнтерÿсем теме пулать.

Ертÿçĕсем пурĕ 52-ĕн ăмăртрĕç: кашни – хăйĕн вăйне, хăйĕн тĕллевне кура, анчах та йĕлтĕр йĕрĕ пурне те киленÿ, хаваслăх парнелени уççăнах курăнчĕ. Икĕ çухрăмлă дистанцие «Ударник» хуçалăхăн тĕп агрономĕ А. Васильев, Муркаш почтамчĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Григорьев тата Романов ИП ертÿçи М. Романов ыттисенчен маларах вĕçлеме пултарчĕç. Ертÿçĕсемпе пĕрле ЧР патшалăх тĕп инженер инспекторĕ В. Димитриев, район пуçлăхĕ И. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та ăмăртрĕç.

Хĕрарăм-ертÿçĕсенчен Л. Плечовăна çитекенни пулмарĕ (Раççейри федераллă миграци службин управленийĕн районти пункчĕн ертÿçи). Ун хыççăн Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Колесникова, Атапайри тĕп шкул директорĕ О. Петрова çитрĕç.

Хыççăнах учительсен командисем старта тухрĕç. «Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК» хушма пĕлÿ паракан учрежденире вăй хуракансем хăйсен вăй-халĕ çирĕпреххине кăтартса пачĕç – мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Çатракассинчи вăтам тата Москакассинчи вăтам шкулсен командисем.

Ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен 15 команди ăмăртăва хутшăнчĕ. «Свобода» – малта, хыççăн – «Оринино» тата «Ударник». Мăн Сĕнтĕр райпо команди вара кăçал активлăхпа палăрнăшăн парнене тивĕçрĕ.

Ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн пайĕсен, республика тата федераллă структурăсем хушшинче Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕ çĕнтерчĕ. Çатракасси тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсен командисем те дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ Н. Ванеркин ăмăртăва пухăннисене саламласа каланă сăмахсене кашни вулакан патнех çитерес килет: «Кам спорта килĕштерет, çав нумайрах пурăнать». Чăн та çакна шута хуракан кашни коллективах кирек епле ăмăртăва та хавасланса, киленес, çĕнтерес кăмăлпа тухать. Анчах та çĕнтерÿрен ытла ăмăртусене хутшăнни паха. Çĕнтерÿ вара тивĕçлипе çĕнтерсен кăна «пылаклăрах» пуль çав. Шел пулин те, шăмат кунхи ăмăртура «тăварлăрах» çĕнтерÿсем те пулчĕç. Çак çитменлĕхе малашне ăмăртăва хутшăнакан командăсем шута илессине шанас килет. Мĕншĕн тесен массăллă спорт тени районти ăмăртусене хамăр хутшăннинчен пуçланать. Ку тата коллективсенчи хутшăнусене те çирĕплетет, Муркашсен ентешлĕхĕн ертÿçи А. Федотов калашле çĕнĕ «çăлтăрсене» те тупма пулăшать.

Н. Николаева.

Сăн ÿкерчĕкре: ăмăртури пĕрремĕш старт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика