21 марта 2012 г.
Çурхи ейÿ – çулленех пулакан çут çанталăк пулăмĕ. Акă çак кунсенче те çанталăк ăшăтма пуçларĕ çеç, хулăн çунă юр шывланчĕ, унăн йывăрăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çакă çурт-йĕрсемшĕн пысăк йывăрлăх кăларса тăратать: йĕпе юр йывăрăшĕпе вĕсем ишĕлес хăрушлăх пур. Çавăнпа та паян пурин те – килте-и е производство объекчĕсенче – çурт-йĕр çивиттийĕсем çинчи юра илсе пăрахассипе ĕçлемелле. Çак тĕллевпе районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче фермăсенчи сарай çивиттийĕсене юртан тасатассине пушшех ыранхи куна хăвармалла мар.
Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва хак парса район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев иртнĕ кунсенче çурхи шыв-шура йĕркеллĕ ирттересси пирки 84-мĕш номерлĕ йышăну кăларчĕ.
Çурхи шыв çырмасене ансан унти плотинасемшĕн пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Вĕсем татса каясран сыхланасси ял тăрăхĕсемпе вырăнсенчи хуçалăхсен пĕрлехи тăрăшулăхĕ пулмалла. Çакна палăртатăп, район территорийĕнче тĕрлĕ çулсенче тунă шыв плотинисем 71. Чи пысăкки – Турай плотини. Ун хыççăн – Анатри Панклири плотина. Плотинасемпе пĕвесем уйрăмах Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче йышлă. Иртнĕ çулсенче уйрăм çынсем харпăрлăха илсе тунă ял пĕвисем те паян тимлĕх ыйтаççĕ.
Юр ирĕлнĕ май сĕрмелли-çунтармалли материалсем, минераллă удобренисемпе ытти наркăмăшлă им-çам упранакан складсем тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк пулмалла. Шыв плотинисем таврашĕнчи пекех кунти лару-тăрупа та тăтăш паллашса тăмалла.
Çурхи ейĕве йĕркеллĕ ирттерсе ярассинче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе ытти предприяти-организаци ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ялти старостăсемпе вырăнсенчи депутатсем килĕшÿллĕ ĕçлени кĕтмен-туман йывăрлăхсенчен пăрăнса иртме май парĕ.
Н. МИЛЮТИН,
район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру секторĕн ертÿçи.