Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх çĕнетрĕç

21 марта 2012 г.

Çур аки ăнăçăвĕн никĕсĕнче пĕрремĕшĕ вăл – пысăк репродукциллĕ вăрлăх. Паянхи ĕçе ырана хăварма хăнăхманнисем çĕнĕ вăрлăх туянассипе те кĕркуннех ĕçлеме пуçларĕç. Паянхи куна «Путь Ильича» агрофирма хамăр районти Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнчен 40 тонна урпа тата 20 тонна çурхи тулă туяннă. И. Петрова хресчен (фермер) хуçалăхĕ те паха вăрлăх туянма патшалăх паракан пулăшăва илессинчен пăрăнмарĕ. Çакна валли асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕ 10 тонна урпа тата 3 тонна çурхи тулă вăрлăхĕ туянма пултарчĕ.

Патшалăх пулăшăвĕ тенĕрен. Пысăк репродукциллĕ вăрлăх туяннăшăн патшалăх Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин бюджечĕсенчен кашни тонна пуçне 12150 тенкĕ субсидилет.

А. БЕЛОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика