Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх тĕнчинче

17 марта 2012 г.

Ачасем хăвăрт ÿсеççĕ. Ĕнер кăна эсир ывăлăра шкула пĕрремĕш хут алăран çавăтса илсе кайнăччĕ, хĕр ача та кушак çинчен тăватă йĕркеллĕ сăвă кăна пĕлетчĕ... Паян вара вĕсен компьютерĕнче аслисен сайчĕсенчен илнĕ сăн ÿкерчĕксем куратăр е тата хаяр коктейль хатĕрлемелли рецептсемпе пурнăçра тĕллев çук пирки çырнă йĕркесене вулатăр.

Ача хăйĕн ашшĕ-амăшĕн ăшшине пĕрмаях туять, пĕчченлĕхре ÿсмест, урам та ăна «витĕм кÿмест»... Апла пулсан ача мĕншĕн япăххине вĕренет; Мĕншĕн тесен япăххи сирĕнтен ыйтмасăрах «киле кĕрет». Эпир пĕр-пĕр шанчăксăр çынна киле кĕртместпĕр-çке, çав вăхăтрах ачана Интернет сечĕпе ĕçлеме май парса ăна тĕрлĕ кирлĕ мар информацирен хăтармастпăр.

Интернет вара питĕ пысăк юхăмлă çул тăваткалне аса илтерет. Çак сетре сиенлĕ информаци те тем чухлех. Ку сайтсем çине ăнсăртран та, юри те тухма пулать. Çавăнпа та ача япăх ресурслă сайта ан лектĕр тесен ăна алăран «тытсах тăмалла». Анчах та яланах унпа юнашар ларма май çук. Апла пулсан пулăшакана чĕнмелле.

«Интернет дом» компани тата «Пирĕн ачасем» фонд «Интернет Цензор» программа туса хатĕрленĕ. Çак программăна вара чăн-чăн пулăшакан теме пулать. Вăл ачана кирлĕ мар сайтсем тăрăх çÿреме чарать. «Интернет Цензор» программа wwwĕicensorĕru сайтра пур. Вăл тÿлевсĕр, ăна хăвăр компьютера вырнаçтарма та çăмăл. Программа кĕме ирĕк паракан сайтсене пĕрмаях тĕрĕслеççĕ, вĕсем улшăнса тăраççĕ. «Интернет Цензор» хăйне хăй çĕнелсе пыракан программа. Программа суйлавĕ витĕр тухман хăш-пĕр сайтсене эсир хăрушсăр тетĕр пулсан вĕсене списока кĕртме пултаратăр. Çавăн пекех программăна хушма чарусем те кĕртме пултаратăр. Программа ачан ÿсĕмне тата унăн интересĕсене кура фильтраци шайне суйлама май парать.

«Интернет Цензор» программăна wwwĕicensorĕru сайтра сÿтсе явма хутшăнăр, хăвăр сĕнÿсене хăварăр. Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн пуçарнă ĕç малаллах пырать.

Н. АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика