Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Обществăлла организацисем тимлĕхсĕр мар

17 марта 2012 г.

Çак кунсенче Раççейри куç курманнисен пĕрлешĕвĕн районти обществăлла организацийĕн отчетлă конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне районти социаллă пулăшу пайĕн ертÿçи Н. Петрова ертсе пычĕ. Конференци ĕçне республика, Муркаш, Элĕк тата Вăрнар районĕсен представителĕсем, ытти хăнасем хутшăнчĕç. Чи малтанах пухăннисене асăннă организаци ертÿçи, республикăри организацин правлени членĕ, хĕрарăмсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правлени çумĕнчи канашĕн ертÿçи, ветерансен районти канашĕн членĕ А. Михайлова çулталăкри ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Организацире Элĕк (65) тата Муркаш (146) районĕсенчи 211 çын учетра тăрать, учетрисем ытларах пенси çулĕнчи çынсем. Куç япăх куракан çынсене организацие явăçтарасси, вĕсене малашнехи ĕç-хĕлте тĕрлĕ енлĕ пулăшасси уставра пăхнă тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Çак ĕçе вăя кĕртес енĕпе вара чи малтан окулистсемпе тачă çыхăнса тăрăшнине палăртса хăвармалла. Кирек епле ĕç ăнăçлăхĕ те кадрсен ăсталăхĕнчен килет. Çакна тĕпе хурса асăннă организаци тĕрлĕ комисси йĕркеленĕ. Районти библиотекăра «Милосерди» клуб ĕçлет. Палăртма кăмăллă, çак организаци членĕсем К. Павлова тата А. Николаев Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тивĕçнĕ.

Организацинчи çынсем сывлăх кăлтăкне пăхмасăр хăйсене тĕрлĕ енлĕ аталантараççĕ: çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, йывăçран эрешсем ăсталаççĕ тата ытти те. Конференцие хутшăнакансем вĕсем ăсталанă тĕрлĕ япаласемпе паллашма пултарчĕç. Харпăр хăйне пĕчченлĕхре туйни никама та хавхалантармасть. Çавна май организаци ĕçченĕсем ыттисене тăватă стенари кичемлĕхрен хăтарассишĕн те сахал мар тимлеççĕ: районти, республикăри паллă вырăнсенче пулаççĕ, тĕрлĕ концерт программипе паллашаççĕ. Вĕсем спорт ăмăртăвĕсенче те питĕ маттур. Е. Осипов, А. Николаев Раççей чемпионатĕнче ырăпа палăрчĕç. Чылайăшĕ республикăра, районта иртекен мероприятисенче ăмăртаççĕ, малти вырăнсене тивĕçеççĕ. Организаци членĕсен тăтăшах обществăлла транспортпа усă курма тивет, иртнĕ конференцинче вара тÿлевсĕр талонпа тивĕçтерес ыйтăва çĕкленĕччĕ. Çакна тĕпе хурса И. Никитин индивидуаллă предприниматель организаци членĕсене тÿлевсĕр талонсемпе тивĕçтернĕ. Паллах, ытти транспорт хуçисем те çакăн пек ырă кăмăллăхпа палăрсан аван пулмалла. Ырă туни ырăпах таврăнать теççĕ халăхра.

Кирек епле ыйтăва та пĕччен татса пама йывăр, чылай çын ĕç-хĕлĕпе çыхăннă пулсан вара – пушшех те. Çакна тĕпе хурса организацин чылай чухне район администрацийĕнчен пулăшу ыйтма тивет.

– Обществăлла организацисене пулăшас тĕллевпе район бюджетĕнче ятарлă йĕркепе укçа-тенкĕ пăхса хăварнă, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова çын ыйтăвĕсене аякка хăварманнине палăртса.

Конференцинче çавăн пекех ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç, кулленхи ĕç-хĕлте хисепе тивĕçнисем Тав çырăвĕсем илчĕç.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика