17 марта 2012 г.
Пахча ĕçĕсем пуçăниччен те нумаях вăхăт юлмасть. Çакна шута илсе пахчаçăн уйăх календарне çитес шăмат кунран пуçласа малалла тăсатпăр. Пуш уйăхĕ пирки халăхра çапла каланисем пур: «Март пуçламăшĕ ăшă килсен çуркунне вăрăма каять», «Мартра шыв пулмасан апрельте курăк кураймăн»
Пуш уйăхĕн 17–20-мĕшĕсем. Акма-лартма юрăхсăр кунсем. Теплицăсемпе парниксене сезона хатĕрлемелле. Пулас йăрансене хăвăртрах ăшăнса çитме полиэтиленпа витмелле. Унччен акнă культурăсене сайралатма, çумран иртме юрать. Сад-пахчари улма-çырла йывăççисене касса çамрăклатмалла, вĕсен формисене йĕркелемелле.
Пуш уйăхĕн 20–21-мĕшĕсем. Йывăçсемпе çырла тĕммисене касмалла мар. Калчасене органикăллă удобренисен шывĕпе шăвармалла. Ăшă теплицăсене ир пулакан редис акма юрать. Ÿсен-тăрансене ÿсме пулăшакан тата хÿтĕлекен препаратсене туянмалла.
Пуш уйăхĕн 21–23-мĕшĕсем. Çĕнĕ уйăх. Нимĕн те акма-лартма, куçарса лартма, касса сайралатма юрамасть. Пÿлĕмри ÿсен-тăрансене шăварассипе те тăхтамалла. Кишĕр акма пăхнă йăран часрах ăшăнтăр тесе ăна полиэтиленпа витмелле. Вăрлăхпа удобренисем, хÿтĕлев хатĕрĕсем туянмалла.
Пуш уйăхĕн 23–25-мĕшĕсем. Чÿрече умĕнче ÿстермелли хăярсене акмалла. Томат, пăрăç, баклажан калчисене пысăкрах шăнăçсене куçарса лартса сайралатмалла. Йывăçсене сыпмалла.
Пуш уйăхĕн 25–27-мĕшĕсем. Калчасене, пÿлĕмри чечексене шăвармалла тата органикăллă удобренисемпе апатлантармалла. Çĕре кăпкалатмалла. Калчасене сайралатмалла. Томат, пăрăç, баклажан калчисене пысăкрах шăнăçсене куçарса лартса сайралатмалла. Çĕр улми вăрлăхне сăмсаланма кăларса хумалла. Çурхи ыхрапа севок сухана ăшă пÿлĕмсене кĕртсе вăй илме сарса хумалла. Чечексене калчалăх акмалла. Улмуççисене сыпмалла.
Пуш уйăхĕн 27–30-мĕшĕсем. Çак кунсенче ÿсен-тăрана ан шăварăр. Çĕрĕн çиелти сийне кăпкалатма юрать. Упрама хунă георгинсемпе гладиолуссене тĕрĕслесе пăхăр. Çуркунне чечек çуракан пÿлĕмри чечексене лартма, пайлама, куçарса лартма меллĕ вăхăт. Вăрлăх сухана акма юрать. Çĕр улмине яровизацилеме кăларма меллĕ.
Пуш уйăхĕн 30–31-мĕшĕсем. Улмуç
Хĕвел ăшши васкатать

Пуш уйăхĕн 30–31-мĕшĕсем. Улмуççисемпе çырла тĕммисене касма юрамасть. Ÿсен-тăрана шăварма тата минераллă удобренисемпе апатлантармалла. Улмуççисене сыпма юрать тата сивве тÿсĕмлĕ чечексене пленка айне калчалăх акмалла.
çисемпе çырла тĕммисене касма юрамасть. Ÿсен-тăрана шăварма тата минераллă удобренисемпе апатлантармалла. Улмуççисене сыпма юрать тата сивве тÿсĕмлĕ чечексене пленка айне калчалăх акмалла.