17 марта 2012 г.
Хуçалăх экономики, предприяти аталанăвĕ, пĕрле пулса ыранхи куна пăхни – пурин хыçĕнче те ĕç тăрать. Çĕр-шыв рынок хутшăнăвĕсен çулне суйласа илнĕ май юлашки çулсенче районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство хăйне туллин кăтартма пуçларĕ. Килти хушма хуçалăхсенчи ăстасем те хăйсен пултарулăхне анлăрах кăтартас ĕçе кÿлĕнчĕç. Анчах экономика хутшăнăвĕсен çĕнĕ тытăмĕнче те татса паман ыйтусем, пĕрле пулса малашлăха пăхса тумалли йышăнусем çук мар-ха. Çакна курса-пĕлсе тăракан Феликс Геннадьевич Васильев ăстаçă тăтăшах шыравра.
– Малашлăха пăхса пурăнакан ял çыннин алă усса ларма юрамасть. Çуркуннерен кĕркуннеччен пахчара тата выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăхăт иртет пулсан, хĕл кунĕсене мĕншĕн усăсăр ирттерес; – ыйтуллăн тинкерчĕ мана çĕнĕ пĕлĕшĕм тин кăна ăсталанă çунашкасем енне кăтартса.
Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. Москакассинче пурăнакан Феликс Геннадьевич аллисем вара кирек епле ĕçе те парăнтараççĕ. Юлашки çулсенче вăл полиэтилен пăрăхсене такан вырăнне хурса çунашкасем ăсталама пуçларĕ. Ку çĕнĕлĕх ял çыннисене килĕшрĕ пулас. Килти хушма хуçалăхра усă курма ăна туянас текенсем киле те пыраççĕ, Феликс Геннадьевич Мăн Сĕнтĕр пасарне тухасса та кĕтеççĕ.
– Пĕр çунашка туянтăм та усă курма питех те меллĕрен тепре туянма пасара антăм, – пĕлтерчĕ çĕнĕ çунашкапа киленсе Маргарита Проворова. Унăн тусĕ Нина Васильева та юлташĕн сăмахне итлесех эпĕ пасара çитнĕ кун çунашкаллă пулчĕ иккен.
– Йывăç тупанлă мар кунашкал çунашка йĕпе юр çийĕн те, шывлăрах вăхăтра та килти хушма хуçалăхра усă курма меллĕ. Тислĕк кăларма та çак çунашкапах ĕçлетпĕр эпир, – малалла калаçрĕ Маргарита ăстаçăна тав туса.
– Ĕç вырăнĕ çук тенине илтсен тĕлĕнетĕп паян эпĕ. Ĕçле, ан ÿркен кăна. Пĕлтĕр эпĕ акă çакăн пек формăллă 20 çунашка сутнăччĕ пулсан, кăçалхи кăтарту 30 çывхарать. Акă сана ĕç вырăнĕ, – кăмăллăн калаçать 10 çул çак ĕçпе аппаланакан ялти ăста.
А. БЕЛОВ.