Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улма-çырла пахчине тухар-ха

17 марта 2012 г.

Пуш уйăхĕн çурринчен иртрĕмĕр. Хĕвел ăшши сисĕмлĕрех те сисĕмлĕрех. Сивĕ хĕлпе сыв пуллашса çуркуннене кĕтсе илмелли самант. Сисмĕпĕр те – тавралăх кăнтăртан вĕçсе килнĕ кайăксен савăк юрри-кĕввипе тулĕ. Çырманалла юр шывĕ юхса анĕ, йывăçсем кăчăкă кăларса пурнăç илемне ÿстерĕç. Çак вăхăтчен шутлă кунсем юлчĕç тесен те йăнăш мар. Çанталăк ăшăтнă çемĕн килти хушма хуçалăхра сад-пахча тытакансен унта та ĕçсем пуçланнине асра тытмалла. Вĕсем ял çыннишĕн малашне кунсерен хушăнсах пырĕç.

Халĕ, вăхăта кая хăвармасăр, пахчана тухса улма-çырла тăвакан йывăçсемпе тĕмсем патне пырса пăхар-ха. Уйрăмах çамрăк йывăçсем тимлĕх ыйтарах параççĕ.

Нарăс уйăхĕн юлашки кунĕсенчи çанталăк самаях çил-тăманлă пулчĕ. Сад-пахчари хÿтĕ вырăна та шурă кăпăш юр палăрмаллах хулăн тултарчĕ. Ку аван ĕнтĕ. Анчах та хĕвеллĕ ăшă кунсем пуçланнă май юр куç умĕнчех пусăрăнать. Çавна май вăл çимĕç йывăççисен тураттисене те пусăрăнтарать. Вăхăтра пăхмасăн вĕсем хуçăлаççĕ е чĕрĕлсе анаççĕ. Ку вара йывăçсемпе тĕмсен тухăçлăхне чакарать. Çавăнпа та юр йĕпенсе пусăрăниччен йывăç тураттисене юр тыткăнĕнчен чавса кăларни вырăнлăрах.

Çимĕç йывăççисем хальлĕхе хĕл ыйхинчен вăранайман-ха. Апла пулин те вĕсем мĕнле хĕл каçнине, сивĕпе мĕн чухлĕ сиенленнине тĕрĕслемелле. Çав тĕллевпе туратсене аялти вулăсем çинчен касса илмелле. Каснă туратăн хуппипе варри çутă симĕс пулсан – йывăç чиперех хĕл каçнă. Сивĕ тивнин вара каснă вырăнĕ пĕтĕмпех хăмăр тĕслĕ пулать.

Йывăç турачĕсем сиенленнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Вĕсенчен пĕри çуркунне пуçламăшĕнче сывлăш температури хăвăрт улшăнса тăнипе пулать. Кăнтăрла хĕвел питĕнче йывăç хуппи 5 – 10 градус таран ăшăнать. Çĕрле вара сывлăш температури самай чакнăран вăл та палăрмаллах сивĕнет. Сывлăш температури çавăн пек хăвăрт улшăнса тăни йывăçа пысăк сиен кÿрет те. Кун пек чухне унăн хупписем пиçсе каяççĕ. Çакăн пек ан пултăр тесен сад-пахчари çимĕç йывăççисен вуллисемпе шултра тураттисене çăра известь ирĕлчĕкĕпе шуратмалла. Чир-чĕртен тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлеме унта ешĕл сенкер (10 литр шыв пуçне 300 грамм) хушни те ытлашши пулмасть.

Юр ирĕлнĕ май садри çамрăк улмуççисене те тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Вĕсене шăшисем кăшласа сиенленине тĕрĕслемелле. Енчен те йывăçсене шăшисем кăшланă вырăнсем курăнаççĕ пулсан ыранхи кунпа пурăнакан пахчаçăн çав вырăна пĕр тăхтаса тăмасăр сад варĕпе сĕрсе лартмалла.

Çуркунне вăй илнĕ май садра кашни кун ĕçсен калăпăшĕ ÿссе пырать. Кашнин хăйĕн вăхăчĕ. Хĕл каçнă йывăçсене тĕрĕслесе тухнă май унта хăвăлсем асăрхарăр пулсан вĕсене тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Кусем вĕсем – хурт-кăпшанкăпа чир-чĕр вырăнĕ, вĕсен йăви. Кил хуçин вĕсене кая хăвармасăр тасатмалла. Çавна валли хăвăлсене 1–2 процентлă ешĕл сенкерпе е 5 процентлă тимĕр купоросĕн ирĕлчĕкĕпе пĕрĕхмелле. Хыççăн вĕсене вак чул е хăйăрпа цемент хутăшĕ тултарса çиелтен сад варĕпе сĕрсе лартмалла.

Уйăхăн иккĕмĕш çурринче садри йывăçсен турачĕсене касма пуçăнмалла. Çамрăк улмуççисен турачĕсене сайра, хутлă-хутлă меслетпе касса тирпейлемелле.

Вунă е ытларах çул çимĕç тăвакан улмуççи çине хĕвел çути лайăхрах кĕтĕр тесе чи варринчи çÿлелле ÿсекен туратсене касмалла, айккинелле ÿсекен тĕп туратсене ирĕклетмелле.

Юр пуснипе хуçăлнă е чĕрĕлсе аннă туратсене тÿрех касса пăрахма кирлĕ мар. Вĕсене малтанхи вырăнах вырнаçтармалла та хăма татăкĕсемпе хупласа пăралукпа çыхса çирĕплетмелле. Çакăн пек тусан сок куçма пуçланă вăхăтра вĕсем вăй илессе шанма пулать.

Сивĕпе шăннă йывăçсем пур чухне те хăрмаççĕ. Çамрăкраххисем майĕпен чĕрĕлеççĕ. Çакна валли вĕсен суранĕсене çуркунне пуçламăшĕнче 3 процентлă тимĕр купоросĕн (10 литр шыв пуçне 300 грамм) шĕвекĕпе имçамламалла.

Сливăпа чие йывăççисем те паянах тимлĕх ыйтаççĕ. Вĕсен чăрмантаракан, пĕр-пĕрне сĕртĕнсе шăйрăлакан, шалалла ÿсекен, хуçăлнă тата хăрнă турачĕсене ĕçсем нумайланса кайиччен касса тирпейлемелле.

Пахчаçăн пуш уйăхĕнчех юр ирĕлме пуçланă май улмуççисем сыпма сапансем хатĕрлесе хăварассипе ĕçсене кая хăвармалла мар.

Хĕл пуçламăшĕнче стратификацилеме хунă улма-çырла вăррисем епле упраннине те тĕрĕслемелле. Шăтма пуçланă пулсан вĕсене юр айне шăтăк чавса лартмалла.

Çанталăк ăшăтнă май юр та ирĕлме пуçлать. Сад-пахчари тăпрара çурхи шыв ытларах упранса юлтăр тесен йывăçсем таврашĕнчи юра тислĕкĕн çÿхе сийĕпе витсе тухмалла. Кĕлпе хупласан та аван.

Кăнтăртан хамăр тăрăха вĕçсе килекен туссене – шăнкăрчсене – кĕтсе илме те пурсăмăр та хатĕр пулар. Вĕсем валли сад-пахчасенче шăнкăрч вĕллисем çакса парар. Пире çакăншăн тав туса вĕсем çу каçа улма-çырла йывăççисене сиенлĕ хурт-кăпшанкăран сыхласа пысăк пулăшу парĕç. Сад илемлĕ те пулĕ, çимĕçпе те савăнтарĕ.

Çанталăк условийĕсене кура, вулаканăм, хăш-пĕр ĕçсене пуш уйăхĕнчех пурнăçлама май килмĕ. Анчах паянхи сĕнÿсемпе эсир çитес уйăхра та усă курма пултаратăр.

А. ШАРИКОВ,

пахчаçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика