17 марта 2012 г.
Пирĕн районта çуралса ÿснĕ, халĕ ытти вырăнсенче вăй хуракан пултаруллă ентешсемпе Муркашсем чăнах та мухтанма пултараççĕ. Ситуккассинче çуралса ÿснĕ Станислав Порфирьевич Григорьевпа та пирĕн мăнаçланма май пур.
Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпах Станислав Порфирьевичăн пурнăçĕ ачасемпе, çамрăксемпе çыхăннă. Унăн ĕç биографине тишкерсен ăна тĕрлĕ вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçи пулма шанни тÿрех курăнать: ялти шкул директорĕнчен пуçласа тĕрлĕ лицей-техникум директорĕ таранах. Лебедев ячĕллĕ лицей, сăмахран, Станислав Порфирьевич ертсе пынă вăхăтра пысăк ÿсĕмсем тума пултарнă. Çакă вăл хастар педагог, ертÿçĕ хăй вĕренме юратнипе те, ачасен вĕренĕвне мала хунипе те çыхăннă.
Ку вĕренÿ çулĕнчен Станислав Порфирьевич Шупашкарти механикăпа технологи техникумне ертсе пырать. Техникумăн сумне хăпартассипе, унăн пурлăх базине пуянлатассипе нумай тăрăшать вăл. Пултаруллă студентсемпе тарăнрах ĕçлесси, воспитани шайне ÿстересси, çĕнĕ, вăхăт ыйтакан специальноçсем уçасси – çакă тата ытти те техникум директорĕ хăйĕн умне лартнă тĕллевсем. «Кашни студент хăй мĕншĕн çакăнта вĕреннине, пурнăç çулĕ çине çакăнтан тухнине ăнлантăр», – тет Станислав Порфирьевич.
Тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыма пуçланă темелле. Ку вĕренÿ çулĕнче Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕ Раççейри пуçламăш тата вăтам профессиллĕ пĕлÿ паракан чи лайăх 100 вĕрентÿ учрежденийĕн йышне кĕме пултарчĕ, «Европа пахалăхĕ» ылтăн медале тивĕçрĕ. Станислав Порфирьевича «Çулталăк директорĕ – 2011» Раççей конкурсĕнче лауреат пулса тăнăран «Çулталăк директорĕ» Хисеплĕ паллăпа наградăларĕç.
Çак пысăк чыса тивĕçнипе ентеше саламласа ăнăçусем сунатпăр. Районти çамрăксен вара ăна тĕслĕх вырăнне илсе хастар та пуçаруллăрах пуласчĕ.
Н. Николаева.