17 марта 2012 г.
Пур ĕç коллективĕсенчи пекех обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕр пур категориллĕ хуçалăхсенче пĕтĕмпе 5,53 пин тонна аш-какай, 41,5 пин тонна сĕт, 70 миллион та 70 пин штук çăмарта туса илнĕ. Çак кăтартусене усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне пăхсан эпир виçĕм çулхинчен тухăçлăрах ĕçлени куç умне тухать. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 55,3 центнер аш-какай (виçĕм çулхин 120 проценчĕ), 284,6 центнер сĕт (98 процент) туса илнĕ. Кунпа пĕрлех «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики çăмарта туса илессине 20,6 процент ÿстернĕ, кашни чăхран пĕлтĕр 330 çăмарта илме хевте çитернĕ. «Фаворит» общество та кайăк-кĕшĕк ашне туса илессипе унчченхи çулхинчен 2 хут малалла кайнă. Çавăнпа пĕрлех асăннă общество халăха хур-кăвакал чĕпписем сутассипе те 2010 çулхинчен 46 процент лайăхрах ĕçленĕ: пĕтĕмпе 11823 чĕпĕ сутнă. Çак кăтартусем вырăнсенче пурте пĕрле кар тăрса ĕçленипе пулнă. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен пĕлтĕрхи ĕçĕсене хакланă пухура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В. Калинин иртнĕ çул ÿсĕмлĕ ĕçленисенчен çаксене ятранах палăртрĕ: Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Герой», «Свобода», «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе Ю. Пушкин, А. Афанасьев, В. Павлов, И. Чернова, Л. Иванов хресчен (фермер) хуçалăхĕсем.
Районĕпе самăртма хупнă мăйракаллă шултра выльăхсем пĕлтĕр талăксерен вăтамран 556 грамм, сыснасем 432 грамм ÿт хушнă. Çав вăхăтрах ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕçлекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ-заводăн Йÿтĕркассинчи мăйракаллă шултра выльăх фермин кăтартăвĕ 912 грамм. Çак кăтарту – асăннă фермăра ĕçлекен Луиза Ивановна Кольцовăпа Владислав Арефьевич Дедов ĕçченсен тăрăшулăхĕ.
Самăртма хупнă сыснасем иртнĕ çул районĕпе вăтамран талăксерен 432 грамм ÿт хушнă. Çакă ĕç чикки маррине «Герой» тата «Оринино» хуçалăхсем çирĕплетсе пачĕç. Кунти ĕçченсен кăтартăвĕсем 543 – 507 грампа танлашаççĕ.
Хуçалăхсенче пĕлтĕр пĕтĕмпе 1984 пăру илнĕ, çав шутра ĕнесенчен – 1725 пуç. Районĕпе 100 ĕне пуçне 80 пăру, е иртнĕ çулхинчен 3 пуç сахалтарах илни кунта кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем пуррине кăтартать. Пăру илессипе Суворов яч. хис. хуçалăхри Фаина Николаевна Максимова, «Путь Ильича» агрофирмăри Калерия Петровна Димитриева, Андреев яч. хис. хуçалăхри Александра Петровна Васильева техник-осеменаторсене ырăпа палăртмалла.
Выльăх-чĕрлĕх патĕнче чи йывăр та кăткăс ĕç вăл – çамрăк пăрусене сыхласа хăварса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстересси. 2011 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе «Ударник» хуçалăхăн Йÿçкасси ферминче ĕнесене пăрулаттармалли уйрăмра ĕçлекен Юлия Алексеевна Плюхинăна чи пултарулли тесе йышăнчĕç. Вăл пĕччен ĕçлесех 196 пăру илсе вĕсене тĕрĕс-тĕкел усраса малалла çитĕнтермелли уйрăма куçарма мехел çитернĕ. Çавăн пекех Суворов яч. хис. хуçалăхри Роза Порфирьевна Добрянская, Клавдия Владимировна Албутова, Елизавета Александровна Алексеева, «Свобода» хуçалăхри Светлана Леонидовна Димитриева, Марина Всеволодовна Федорова та çамрăк выльăхсем патĕнче лайăх ĕçленине палăртмалла.
Сĕт – хуçалăхсене кашни кун чĕрĕ укçа-тенкĕ паракан çăл куç. Тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем иртнĕ çул пĕтĕмпе 8507,8 тонна сĕт туса илнĕ, кашни ĕнерен вăтамран 3959 килограмм сĕт сунă. Танлаштарма: ку вăл малтанхи çулхинчен 348 килограмм сахалрах. 2011 çулта сĕт туса илессипе çителĕклĕ ĕçлейменнин никĕсĕнче – 2010 çулхи шăрăх çанталăка пула выльăх апачĕ çителĕксĕр хатĕрлени. Çапла вара сĕт сăвассине хуçалăхсем пĕтĕмпе 7 процента яхăн чакарни ял хуçалăх предприятийĕсем 612 тонна сĕт туса илейменнипе, укçа çине куçарсан 7 миллион та 300 пин тенкĕ çухатнипе танлашрĕ.
Хуçалăхсем хушшинче сĕт сăвассипе пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе Суворов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн Анаткассинчи сĕт-çу фермин коллективĕ (заведующийĕ В. Николаев) маттуррисен шутĕнче. Иртнĕ çул умри йывăрлăхсене пăхмасăрах коллектив 1 пин те 172 тонна сĕт суса илнĕ. Ку вăл малтанхи çулхипе танлаштарсан – 101 процент. Çулталăк хушшинче Анаткассисем кашни ĕне пуçне вăтамран 5863 килограмм сĕт суса илсе малтанхи çулхи кăтартăва 58 килограмм ÿстерчĕç.
Сĕт сăвассипе пĕлтĕр ăнăçлă ĕçленĕ коллективсем хушшинче «Свобода» хуçалăхăн Кашмашри сĕт фермин (заведующийĕ Ю. Петровский), Ильич яч. хис. хуçалăхăн Уйкас Янасалти сĕт фермин (заведующийĕ В. Аврамова), «Ударник» хуçалăхăн Вăрманкассинчи сĕт фермин (заведующийĕ Л. Васильева) ĕçченĕсем те пур. Çак хуçалăхсенчи ырă тĕслĕх ыттисене те хавхалантарасса шанас килет.
А. ПЕТРОВ.