Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене пăхмасăрах

17 марта 2012 г.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха малалла аталантарассинче, пурнăçлакан услугăсен пахалăхне ÿстерсе пырассинче йывăрлăхсем çук мар ĕнтĕ. Апла пулин те ку ĕç-хĕлте палăрăмлă ырă енсем пур.

Пирĕн район территорийĕнче коммуналлă хуçалăхăн 16 предприятийĕ хуçалăх ĕçне-хĕлне пурнăçлать. Вĕсенчен 2-шĕ – нумай отрасельлĕ предприятисем, 13-шĕ шывпа тивĕçтерессипе ĕçлеççĕ тата пĕри – ертсе пыракан компани.

2011 çулта нумай отрасельлĕ «Моргаушское» ЖКХ» МУП услугăсемпе тĕрлĕ ĕçсене пĕтĕмпе 322201 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Ку вăл 2010 çулхинчен 7498 пин тенкĕ нумайрах. Услугăсем пама тата ĕçсем пурнăçлама иртнĕ çул 33357 пин тенкĕ тăкакланă. Вăтамран предприятире иртнĕ çул 59 çын ĕçленĕ. Сотрудниксен ĕç укçин виçи унчченхи çулхинчен 13 процент ÿснĕ.

Иртнĕ çул 16000 Гкал ăшă, 178000 кубла метр шыв парса тăнă, канализаци витĕр 69000 кубла метр шыв тухнă, тĕрлĕ таса марлăха 9000 кубла метр тиесе тухнă. Хальхи вăхăтра Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсене пĕрлештерессипе реорганизаци ĕçĕсем пыраççĕ.

РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн Муркаш районĕнче заочнăй сасăлав ирттернипе 2008 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрассипе ертсе пыракан компани тесе «Управляющая компания ЖКХ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна палăртнă. Çавăн пекех вăл пурăнмалли çурт-йĕр хуçисен йышăнăвĕпе нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме уйăракан укçа-тенкĕне централизацилет. Кунсăр пуçне районта «Надежда» ТСЖ (управленире нумай хваттерлĕ 12 çурт), «Шанчăк» ТСЖ (управленире нумай хваттерлĕ 1 çурт), «Юг ТСЖ (управленире нумай хваттерлĕ 3 çурт) пур.

Нумай хваттерлĕ çуртсем 7 ял тăрăхĕн территорийĕнче пур. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн управленийĕнче паянхи кун пĕтĕмпе 73,1 пин тăваткал метр çурт-йĕр е нумай хваттерлĕ пĕтĕм çуртсен 75 проценчĕ шутланать. Вĕсенчи 1522 хваттерте 3494 çын пурăнать (пĕтĕмпе 1554 лицевой счет). Муниципаллă çурт-йĕр фондĕнче пурăнмалли çурт-йĕрĕн 47 процентне приватизациленĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлесси уйăхне вăтамран 1909 тенкĕпе танлашнă. 2011 çулхи январь–декабрь уйăхĕсенче пĕтĕмпе тÿлев сумми 22905,9 пин тенкĕ пулнă. Çак суммăран 99,6 процентне пухнă. Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисемпе коммуналлă услугăсемпе тивĕçтернĕшĕн парăмсене парса татнă. Шывпа тивĕçтернĕшĕн 1109,2 пин тенкĕ, 2384,6 пин тенкĕ канализацишĕн, 8427,1 пин тенкĕ хутса ăшăтнăшăн, 2409,3 пин тенкĕ каяш тиесе тухса утилизациленĕшĕн уйăрнă.

Хваттерсенче шывпа усă курнине шута илекен счетчиксем вырнаçтарас ĕç пырать. Çак вăхăта харпăр хăйĕн 691 счетчикне вырнаçтарнă ĕнтĕ. Çакă шывпа усă курас тĕлĕшпе тирпейлĕрех те перекетлĕрех пулма май парать.

2011 çулта нумай хваттерлĕ çуртсенче кулленхи юсав тата техника пулăшăвĕн ĕçĕсене 3218,7 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Ытларах ку ĕçсем шалти шыв пăрăхĕсене улăштарассипе, водопровод тата канализаци системисене, отмосткăсене юсассипе, чÿречесем лартассипе тата улăштарассипе, подъезд алăкĕсем лартассипе т. ыт. те çыхăннă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлас енĕпе «О фонде содействия реформированию жилищно-коммунального хозяйства» Федераллă саккун йышăнни пысăк тĕкĕ пулса тăчĕ. Ăна пурнăçлас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2008 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче 283 " «Капитальный ремонт многоквартирных домов, расположенных на территории Чувашской Республики» республикăн адреслă программине йышăнчĕ. Ку программăпа килĕшÿллĕн Муркаш районĕнче «Мера» тата «Фортуна-2» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем çуртсен çийĕсене, путвал пÿлĕмĕсене, электричество, шывпа тивĕçтерессин системисене капиталлă юсанă, нумай хваттерлĕ 8 çуртăн фасачĕсене юсанă. Пĕтĕмпе капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме 7865280 тенкĕ тăкакланă.

Хальхи вăхăтра нумай функци пурнăçлакан çак службăсем хăйсен ĕçне-хĕлне епле пурнăçлани мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине хакламасăр тăма май çук. Отрасль ĕçченĕсем пирĕн çуртсенче яланах шыв, ăшă, газ, çутă пултăр тесе, парксемпе скверсем, урамсемпе çуртсем тата подъездсем пире илĕртчĕр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин ĕçченĕсен пысăк професси ăсталăхĕпе хăйсен ĕçне-хĕлне ответлăха туйса пурнăçлани çынсене лайăх кăмăл, социаллă тăнăçлăхпа обществăри лăпкăлăх парнелеме пулăшĕç.

В. НИКИТИН,

район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика