Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тракторсем туянчĕç

14 марта 2012 г.

Хĕвел ăшши вăйланнăçемĕн хресченĕн шухăшĕ çур аки пиркиех. Паянхи уй-хир ĕçĕнче вара тухăçлă ĕçлекен тракторсемсĕр кун ыйтăвĕпе тан пыма майĕ çук. Çакна пĕрлешÿллĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе пĕрлех хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те, килти хушма хуçалăх тытса пыракансем те лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та вĕсем май пур таран техника паркне çĕнетсех тăма тăрăшаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Кашмашри П. Толикинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тата Уйкас Турайри В. Ивановăн килти хушма хуçалăхĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене тирпейлĕ те вăхăтра пурнăçлама çĕнĕ «Беларус-892» тата «Беларус-82» тракторсем туянчĕç. Çĕнĕ техника хуçисем вĕсене саккунпа пăхнă вăхăтра патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕнче регистрацилерĕç те.

Сăмах май. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче 219 тракторпа 134 прицеп пулнă пулсан, уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче 518 трактор тата 155 прицеп шутланнă. Çак пĕтĕмĕшле вăй çывхаракан çур акире тĕп вырăнта пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика