14 марта 2012 г.
Кăçалхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче пирĕн ентеш, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Александр Артемьевич Быков çуралнăранпа 91 çул çитрĕ. Паллă ентешĕмĕрĕн çуралнă кунĕ ячĕпе унăн çывăх тăванĕсем, Çатракасси ял тăрăхĕн администрацийĕ, Çатракассинчи вăтам шкул коллективĕ тата «Свобода» хуçалăх пĕрле пулса пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Çатракассинчи вăтам шкул базинче ял çыннисен А. Быков ячĕллĕ спорт спартакиадине ирттерчĕç. Сывă пурнăç йĕркине халалларĕç çак куна Кашмашсемпе Çатракассисем. Район шайне кăларнă вĕсен ырă пуçарăвне кăçал тĕрлĕ ĕç коллективĕсен 7 команди хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем: Çатракасси тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсем, Быковсен çемйи, «Оринино», «Путь Ильича» тата «Ударник» хуçалăхсем, «Моргаушская» МСО.
Ял тăрăхĕнче ирттерме пуçланă асăннă ăмăрту вăй илнине кура ăна район шайне кăларни те 4-мĕш çул ĕнтĕ. Çак вăхăтра ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. А. Быков ячĕллĕ спорт уявĕнче кăçал 200 ытла спортсмен пулни çак ăмăртăвăн пĕлтерĕшĕ таврара анлă сарăлнине çирĕплетет кăна.
– 1941–1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен пирĕн ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ А. Быков Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса таврăннă. Унăн ячĕ паян та пирĕн чĕрере. Çакна шута хурса йĕркелерĕмĕр те эпир асăннă спартакиадăна, – терĕ уява уçса тата ăмăртăва чĕнсе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Кожевников.
– Çатракасси ял тăрăхĕнчи Хуракасси выççăлккинче çуралса ÿснĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕн Александр Артемьевич Быковăн паттăрлăхĕ пирĕншĕн асрах. Тăван çĕр-шыва юратасси хамăр юлташсемпе ентешсене хисеплеме-чыслама, атте-аннесен ячĕпе туллин мухтанма пĕлнинчен пуçланать. Кашмашсемпе Çатракассисем çапла тума пултарнишĕн савăнатăп, – терĕ уява уçма ирĕк парса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата архитектура управленийĕн ертÿçи В. Никитин.
Спартакиадăна пухăннисем малтан йĕлтĕр эстафетинче вăй виçрĕç. Ăмăртăва хутшăннă пысăк класлă спорт мастерĕсем хăйсен дистанцийĕсене çил ачисем пек хăвăрт иртнине курма пынисем сывлăш çавăрмасăр тимлесе пăхрĕç. «А. Быковăн ентешĕсем те пултараççĕ иккен маçтăрла ăмăртма», – пăшăлтатрĕç курса тăракансем. Вĕсен хушшинчех Александр Артемьевич Быковăн хĕрĕ Галина та.
– Пирĕн аттене манманшăн, ăна чыслассине яланах малта тытнăшăн район администрацине, Çатракасси ял тăрăхне, ял-йыша тăвансен ячĕпе чĕререн тав тăватăп, – терĕ вăл ăмăртăвăн кашни саманчĕпе интересленсе тăма тăрăшса.
Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче малти вырăнсене Ярапайкасси ял тăрăхĕн, «Оринино» хуçалăхăн, Çатракасси ял тăрăхĕн командисем йышăнчĕç.
Ытти çĕрти пекех кире пуканĕ ывăтассипе те спортсменсем йышлă пулчĕç. Кунта пĕрремĕш вырăна (8 метр та 20 сантиметр) Çатракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Кожевников çĕнсе илчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче Быковсен çемье командин тата «Оринино» команда участникĕсем.
Сĕтел çи теннисла выляссипе те юлашки самантченех хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче: Çатракасси ял тăрăхĕн, «Оринино» хуçалăхăн, Ярапайкасси ял тăрăхĕн командисем.
Волейболла тата шашка-шахматла вылянă çĕрте вара халăх хĕвĕшрĕ кăна. Кашни очко, кашни вăйă куракансен пăшăрханăвĕ витĕр тухрĕ. Шахматла выляссипе «Моргаушская» МСО «Оринино» хуçалăх командине 2-мĕш вырăна хăварчĕ пулсан, шашкăлла выляссипе вĕсем Орининсене пĕрремĕш пулма чараймарĕç.
– Эпир çулсенче ĕнтĕ, анчах çамрăксем аслисене манманни пире те ăмăртăва «хăваласа» килчĕ. Тавах Çатракассисене, – терĕç шахмат вăййи вăхăтĕнчех манпа калаçма вăхăт тупса Лев Красновпа Петр Пушкарев ăстасем.
Кăнтăрла пуçланнă ăмăрту 22 сехетченех тăсăлчĕ. Орининсемпе Быковсен командисем хушшинчи волейбол вăййи чи интересли пулчĕ. Очко – унта, очко – кунта вăйăпа тавлашса Орининсем маттуртарах пулчĕç. Унччен виçĕ çул А. Быков кубокне хăйсенче тытса положенипе килĕшÿллĕн ăна вĕсем яланлăха хăйсенче хăварнăран Быковсем кăçалхи ăмăртăва çĕнĕ кубок кăларчĕç. Пĕтĕмлетÿсем тусан кăçалхи çĕнĕ кубок хуçисем те Орининсемех пулса тăни паллă пулчĕ. 2-мĕш вырăнта Çатракасси ял тăрăхĕ, 3-мĕшсем – «Моргаушская» МСО.
Ял çыннисен А. Быков ячĕллĕ спартакиади çамрăксем ĕçре кăна мар, канупа спортра та хастар пулнине çирĕплетсе пачĕ.
– Çемье таврашĕнче паттăр пур пулсан, унăн ятне тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси – питех те яваплă ĕç. Çакна эпир кулленхи пурнăçра туйсах тăратпăр, – терĕ Быковсен кинĕ Елена спартакиадăна вĕçлеме хăйне сăмах парсан.
А. БЕЛОВ.