Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Россельхозбанк» – пирĕн банк!»

14 марта 2012 г.

Çапла калаççĕ Муркашсем Раççей ял хуçалăх банкĕ пирки. Раççей ял хуçалăх банкĕ («Россельхозбанк») çынсемшĕн, ялта пурăнакансемшĕн питех те çывăх пулса тăчĕ. 5 çул каялла унăн офисне Муркашра савăнăçлă лару-тăрура уçнине хăшĕ-пĕри ас тумасть те пулĕ. Ун чухне ку событи паллă шайри чылай çынна пуçтарчĕ. Вăл шутра акционерсен «Россельхозбанк» уçă обществин Правленийĕн председателĕ те, Чăваш Республикин Президенчĕ те пулчĕç.

Пĕрре пăхма ун пекех нимĕнпе те палăрса тăман хушма офис уçăлнине мĕн пирки ун пекех чыс-ха; Мĕншĕн тесен «Россельхозбанкшăн» ял вăл – тĕп приоритет, тĕп пĕлтерĕш. Çакна асăнни те ытлашши мар. Банка 2000 çулта Раççей Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн хушăвĕпе йĕркеленĕ. Ку вăл çĕр проценчĕпех патшалăх капиталĕпе йĕркеленнĕ организаци, çавна май агропромышленноç комплексне аталантарассишĕн ответлăха та самай хăй çине илет. Тĕрĕссипе «Россельхозбанкăн» республикăн районĕсемпе хулисенчи офисĕсене ним çук çĕрте йĕркелеме тивнĕ. Халĕ вара «Россельхозбанк» Раççейри чи пысăк 4 банк шутне кĕрет, шанчăклăх енĕпе рейтингра малти 3 банк хушшинче.

Пĕрлехи ÿсĕме Муркашри офис та хăйĕн тÿпине хывать. Вăл 5 çул хушшинче йĕркеленсе çирĕпленсе çитрĕ кăна мар, активлă аталану çулĕ çине тăчĕ. Паллă ĕнтĕ, «Россельхозбанкăн» ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕ вăл ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программине пурнăçлас ĕçе хутшăнасси пулса тăрать. Çавна май хушма офис ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене тата районти ялсенче пурăнакансене финанс тĕлĕшпе пулăшассипе пысăк вырăн йышăнать. Пилĕк çул итогĕсене пăхса тухсан çавна калама пулать. Ял хуçалăх предприятийĕсене тата районти ял территорийĕсене аталантарма кредитсем тĕлĕшпе укçа-тенкĕ ытларах чухне «Россельхозбанк» хывать. «Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене, хушма хуçалăх тытакансене тата фермерсене кредитлассипе сумлă кăтартусем тума пултарни, кунпа пĕрлех хамăр тивĕçтерекен кредит ресурсĕсен калăпăшĕ ÿссе пыни – çакă вăл пĕтĕмпех коллективăн анлă та кăткăс ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă», – каласа парать хушма офис управляющийĕ Ирина Павлова.

«Агропромышленноç комплексне аталантарасси» наци проектне, ял хуçалăхне аталантарассин тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварăн тата апат-çимĕç рынокне йĕркелессин патшалăх программине пурнăçласа хушма офис 2007–2012 çулсенче пĕтĕмпе 1500 ытла кредит панă, вăл шутра 1100 ытла кредит – килти хушма хуçалăха аталантарма.

Çултан-çул юридици вăйĕнчи лицосем те пирĕн банк услугисемпе ытларах та ытларах усă курма тытăнни палăрать. 2011 çулта кăна районти предприятисене 32 кредит панă, вăл шутра агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсене – 28 кредит. Иртнĕ çул ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем çăмăллатнă кредитсемпе усă курса çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем, запас пайсем, выльăх апачĕ 45 миллион тенкĕлĕх туянма пултарнă, инвестици кредичĕсемпе усă курса хăй тĕллĕн çÿрекен 12 техника хатĕрĕ, груз турттармалли 3 автомашина, тĕш тырă пухса кĕртмелли 1 комбайн, 25 единица прицеп, çакса усă курмалли тата ытти оборудовани, тырă тасатмалли 4 оборудовани, сĕт сумалли пĕр установка, сĕт сивĕтмелли 2 установка туяннă. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче икĕ цеха тата çăмартасем упрамалли складăн çуртне реконструкцилес ĕçсем пыраççĕ. «Путь Ильича» агрофирмăра 1000 пуç вырнаçмалăх сĕт фермине ĕçе ярассипе тимлеççĕ. Кунтах сĕт сумалли блок тата пăрулаттармалли уйрăм та пулать. Çакă вăл пĕтĕмпех банк район экономикине аталантарма тÿпе хывни пулса тăрать.

Паян «Россельхозбанк» чăннипех те универсаллă финанс кредит организацийĕ пулса тăчĕ. Вăл организацисене те, уйрăм çынсене те банк услугисен пĕтĕм комплексĕпе тивĕçтерме пултарать.

Иртнĕ çул банкăн Чăваш регион филиалĕ тата унăн Муркашри хушма офисĕ çĕнĕ информаци технологийĕсене, банк клиенчĕн онлайн системине, тÿлев карттисен эмиссине пурнăçа кĕртессипе, республикăн яллă районсенчи банкоматсен сетьне анлăлатассипе çине тăрса ĕçлерĕç. Çапла вара тÿлев карттисен шучĕ кăна 2011 çулта 69 процент ÿсрĕ. Банкоматсен шучĕ 47-е çитрĕ. Муркашра банкоматсем районти тĕп больницăра тата «Центральный» магазинта вырнаçнă. Муркаш районĕнче ĕç укçи тÿлевĕн 13 килĕшĕвне çырнă, 1220 пластик картти кăларнă. Енчен те нумай пулмасть кăна ял çыннине расчетсем тунă чухне тĕнчери тÿлев карттипе усă курасси тĕлленмен те пулсан, халĕ унран тĕлĕнекен çук ĕнтĕ. Предприятисенчен çурри ытла клиент-банк системăпа усă курать тата вырăнтанах хăйĕн счечĕпе усă курма пултарать. Ку вăл агропромышленноç комплексĕн финанс сферинче чăннипех те технологи тата информаци революцийĕ пулса тăрать.

Шанса тăрас килет: ял çыннисем – питех те ответлă заемщиксем. «Россельхозбанкăн» парса татман парăм шайĕ регионта чи пĕчĕккисенчен пĕри. Банк та хăйĕн клиенчĕсем тĕлĕшпе ăнланса ĕçлет: вăл кризис вăхăтĕнче те унччен панă кредитсем тĕлĕшпе процент ставкисене пĕр хут та ÿстермен, пролонгацишĕн нимĕнле комисси тÿлевĕсем те тытса юлман.

Хальхи вăхăтра банкăн ял çыннисем валли усăллă сĕнÿсем сахал мар. Акă мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăл ятарлă акци ирттерет. Унпа килĕшÿллĕн «Надежный клиент» кредитăн процент ставкине пĕчĕклетнĕ. Ку вăл банкăн тĕрĕсленĕ шанчăклă заемщикĕсем валли ятарлă условисем туса пама май парать. Асăннă акци пирки республика хаçачĕсенче пĕлтерĕç, халĕ вара ун пирки хушма офис сотрудникĕсем урлă пĕлме пулать.

Çавăн пекех килти хушма хуçалăха аталантарма, ипотека тата потребительсен кредичĕсене илекенсем те йышлă. Вкладсем енĕпе те банкăн условийĕсем япăх мар. Çынсенчен ытларахăшĕ хальхи вăхăтра «Агро-Классика» тата «Пенсионный» вкладсемпе усă курма кăмăл тăваççĕ.

«Россельхозбанкăн» Муркашри хушма офисĕ вара пырса çÿрекенсемшĕн питех те меллĕ вырăнта вырнаçнă: федераллă казначействăн уйрăмĕн çуртĕнче. Адресĕ: Муркаш ялĕ, Мир урамĕ, 5-мĕш çурт (район администрацине хирĕçле). Çыхăнмалли телефонсем: 6-22-15; 6-31-35; 6-25-32.

Хушма офис ертÿçи Ирина Павлова  районта пурăнакансене пурне те çапла чĕнсе калать: килĕр пирĕн банка, эпир вара сирĕн пурнăçри ыйтусене татса парассипе пулăшуçă та, консультант та, финанс посредникĕ те пулăпăр. Эсир пирĕн банкри кăмăллă лару-тăрăва, черетсем çуккине тата кашни клиент тĕлĕшпе ыйтăва уйрăм татса панине хакламсăр тăма пултараймăр.

«Россельхозбанк» чикĕллĕ яваплăхлă общество. Генеральнăй лицензи ЦБ РФ " 3349.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика