14 марта 2012 г.
Районти ял тăрăхĕсенче Хĕл ăсатăвĕн уявне ирттересси анлă сарăлчĕ. Чи малтанах ку юхăма Ильинка ял тăрăхĕн ĕçченĕсем пуçларĕç. Вĕсем халăх йăли-йĕркине çирĕп пăхăнни чылай ĕç-хĕлтен курăнать. Акă Хĕл ăсатăвĕн уявне йĕркелессипе те маттур пулчĕç вĕсем. Мартăн 4-мĕшĕнче иртнĕ уява республика представителĕ В. Димитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хутшăнчĕç. Çăварнипе пĕр килнĕ уявра кашниех техĕмлĕ икерчĕпе сăйланма, çунапа ярăнма, хавасланма пултарчĕ. Вăй хурса ĕçленипе пĕрлех кану самантне те тĕрĕс йĕркелеме пĕлмелле-çке. Йăлана кĕнĕ тăрăх вĕсем хĕл мĕлкине çунтарса сыв пуллашрĕç, савăк çуркуннене хапăл турĕç.
Мартăн 8-мĕшĕнче вара Хĕл ăсатăвĕ Юнкă ял тăрăхĕнче пулчĕ. Уява ирттерни кăна мар, халăха ытларах явăçтарни пĕлтерĕшлĕ. Тĕп урама пухăннă кÿлнĕ 15 – 20 лаша, кулленхи ĕçрен самантлăха уйрăлнă ял ĕçченĕсем, ача-пăча, ватти-вĕтти, вăй питти шурă кавирлĕ хĕл кунне ăсатма, çуркуннене кĕтсе илме хатĕр пулчĕ. Çак вăхăтра йăлана кĕнĕ тăрăх катаччи чупаççĕ. Çавна май Н. Чернов питĕ тăрăшни курăнчĕ, хăй шăнкăравлă янаварĕпе ача-пăчана хаваслантарчĕ, ун тавра сас-чÿ чылайччен илтĕнме пăрахмарĕ. Н. Ермаков вара уява илемлетнĕ хурçă утпа тухрĕ. Пĕринчен тепри маттур вĕт! Аякран килсе çитнĕ хисеплĕ хăнасем вара Юнкă ĕçченĕсем валли çуркунне ăшшине систерекен хĕрÿллĕ салампа килсе çитрĕç. Уйрăмах çак кун ăшă кăмăллă аннесемпе хисеплĕ асаннесене, йăваш йăмăксемпе аппасене, çепĕç инкесемпе мăшăрсене саламлакан йышлă пулчĕ. Кашнин сăн-питĕнче çуркуннехи ăшă кулă палăрчĕ. Уяв самантне вара «Рябинушка» ача садне çÿрекен ачасем пуçларĕç. Аннесене халалласа ытла та савăк юрăсем шăрантарчĕç. Куракансене юрă-ташăпа хавхалантарма çамрăксем кăна мар, хисеплĕ ветерансем те аван пултараççĕ. М. Ягунов ертсе пыракан ушкăн уява хăйне майлă илемлĕхпе чĕрĕлĕх кĕртрĕ.
Мăн Сĕнтĕрте те çак кунах иртнĕ уявра Хĕл мучипе Юр пике хăйсем пирки пурне те аса илтерсе тăчĕç, хутран-ситрен чĕпĕткелерĕç. Ара вĕсем пирĕнтен кăçал уйрăласшăн та мар пулас. Çуркуннехи пĕрремĕш уяв çитнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев кулленхи ĕç-хĕлте уйрăмах палăрнă ку тăрăхри хĕрарăмсене Тав çырăвĕ тата асăнмалăх тутăр парнелерĕ. Мăнсĕнтĕрсем спортпа ытларах туслă пулни курăнчĕ. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçме пултарчĕç. Уява пухăннисем савăк юрă-кĕвĕпе киленме, выляма, ярăнма, тĕрлĕ ĕçме-çиме астивме пултарчĕç.
Тепĕр кунне вара, мартăн 9-мĕшĕнче, Муркаш салинчи «Сывлăх» ФСК умĕнчи анлă лаптăкра Хĕл ăсатăвĕн уявĕ пулчĕ. Хĕл кунĕ пирĕнтен чăннипех те уйрăласшăн марри тепĕр хут çирĕпленчĕ. Лапка-лапка çăвакан юр, кассăн-кассăн килекен сивĕ çил хĕл кунĕ пирки аса илтерсех тăчĕ.
Информаципе культурăн Ваçкассинчи центрĕ çумĕнче йĕркеленĕ художество пултарулăх ушкăнĕн ăсталăхĕпе пирĕнтен чылайăшĕ киленме ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Хĕл ăсатăвĕн уявне пуçлама тивĕçлисем те Ваçкассисемех пулчĕç. Çакă вара ыт ахальтен пулмарĕ, пултарулăхĕ вĕсен вĕçсĕр-хĕрсĕр пулнинчен килчĕ. Уява официаллă пуçланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев кунта пухăннисене саламларĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçу тата телей сунчĕ. Çавăн пекех ытти хăнасем те хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртрĕç.
Хĕл ăсатăвĕн уявĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕпе пĕр вăхăтра пулнă май меллĕ самантпа усă курса ĕçре уйрăмах палăрнă, обществăлла ĕçре тăрăшулăх кăтартнă хĕрарăмсем район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
Уяв саманчĕ вара, тем тесен те, юрă-ташăпа илемлĕ. Çавна май художество пултарулăхĕн районти ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ кĕвĕ янăратрĕç, такмакларĕç, куракансене те хăйсемпе пĕрле ташлаттарчĕç, юрлаттарчĕç. Çапах та куракансем Ваçкассинчи артистсене ытларах кăмăллани аван курăнчĕ. Çавăнпа та конкурсра вĕсем малти вырăна тивĕçрĕç. Паллах, ытти ушкăнсене те хурлаймăн – кашниех маттуртан та маттур!
Хĕл ăсатăвĕн уявĕ, паллах, катаччи чупнисĕр çителĕксĕр те кичем пулнă пулĕччĕ. Тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ янаварсем патĕнче ытларах ача-пăча сасси илтĕнчĕ. Хăшĕ-пĕри вара лашана ÿкерчĕк çинче кăна курма ĕлкĕрнĕ пулсан, уявра унăн илемлĕ çилхине тытса пăхма тата çил кăларса ярăнма та пултарчĕ. «Свобода» хуçалăх янаварсене уява хатĕрлес тĕлĕшпе маттуртарах пулчĕ.
Уяв кĕрекине хушма хуçалăхри, обществăлла апатлану предприятийĕсенчи продукци пуянлатрĕ. Мĕн кирлине кунта йăлтах туянма май пулчĕ.
Р. Илларионова.