Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче – паха вăрлăх

14 марта 2012 г.

Тыр-пул тухăçне ÿстерессинче пысăк пахалăхлă вăрлăх тĕп вырăнта пулнине уй-хир ĕçченĕ аван пĕлет. Пĕлет те ăна тивĕçлĕ шая çитерессипе хĕл кунĕсенчех çанă тавăрса вăй хурать. Çанталăк сивĕ, анчах йĕпе-сапаллă тăманран паян вăрлăх алама питех те меллĕ тапхăр.

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне «Россельхозцентр» филиалăн районти пайĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен 28780 центнер вăрлăхне тĕрĕсленĕ. Хальлĕхе вĕсенчен 60 проценчĕ кăна (17105 центнер) ака кондицине тивĕçтерет.

Паянхи куна хуçалăхсенче супер элитăллă тата аталану питомникĕнчи вăрлăх 2,3 процент шутланать. Çавăн пекех элитăллă вăрлăх 14,2 процент, 1–5 репродукцилли 58,5 процент пур.

Ака кондицине 100 проценчĕпех тивĕçтерекеннисем: «Путь Ильича» агрофирма, «Передовик» тата Чапаев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕсем, «Колос» АПФ тата А. Трепневăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ.

Хуçалăхсенче вăрлăх аласа кондицие лартассипе ĕçсем анлăн пыраççĕ. Ку енĕпе хальхи вăхăтра пурĕ 10 звено ĕçлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика