14 марта 2012 г.
Çак эрне пуçламăшĕ тĕлне республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачри укçа-тенкĕ сумми 190 пин тенкĕрен иртнĕччĕ. Кунсăр пуçне «Лесная сказка» республикăри ача-пăча санаторийĕ 35066 тенкĕлĕх путевкăсем уйăрнă.
Пархатарлă ĕçе кашни предприяти, организаци, кашни çын хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Ку эрнере акă «Çĕнтерÿ ялавĕ» райхаçат редакцийĕ те ыр кăмăллăх марафонĕн счечĕ çине укçа куçарчĕ. Ыттисем те пуçаруллă пуласса шанатпăр.
Н. Николаева.