Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентеше манса каймаççĕ

14 марта 2012 г.

Мартăн 10-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти вăтам шкулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Геннадий Ефимович Ильина халалласа волейбол турнирĕ улттăмĕш хут иртрĕ.

Геннадий Ефимович – пирĕн ентеш, вăл 1952 çулта Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Хупахушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чуманкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан Шуршăлти вăтам шкулта физкультура учителĕнче чылай çул ĕçленĕ. Унăн вĕренекенĕсем хушшинче спорт маçтăрĕсем нумай, Раççей тата Европа ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем те.

Çут тĕнчерен вăл 2003 çулта уйрăлса кайнă. Вĕренекенĕсем Геннадий Ефимовича манса каймаççĕ.

Эпир, Чуманкассинчи вăтам шкулти учительсен коллективĕ, çак турнира кашни çулах хутшăнатпăр. Кăçалхи ăмăртăва 8 команда хутшăнчĕ. Шуршăлсен командине парăнтарса кăçал та пĕрремĕш вырăн йышăнма пултартăмăр, кубока тивĕçрĕмĕр.

Шкул коллективĕ пирĕн ентеше манса кайманни пире савăнтарать, малалла та туслă çыхăнăва тытса пыма хистет.

В. Васильев,

Чуманкассинчи вăтам шкул

директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика