14 марта 2012 г.
Муркаш тата Етĕрне районĕсен Хисеплĕ гражданинĕ Крета Лазаревна Валицкая ячĕпе ирттернĕ волейбол ăмăртăвĕ кăçалхипе иккĕмĕш хут кăна иртрĕ-ха, анчах та вăл районти хĕрарăмсене килĕшнине çирĕплетсе калама пулать. Мартăн 9-мĕшĕнче физкультурăпа спорт комплексне пĕлтĕрхи пекех 14 команда пухăнчĕ. Малтанхи кун уяв пулнăран спортзала килнĕ кашни хĕрарăм савăнăçлă кăмăллă пулни сисĕнчĕ.
Вăйăсем виçĕ залра иртрĕç. Пур çĕрте те – хĕрÿ кĕрешÿ. Финала, паллах, чи вăйлисем тухрĕç. Мăн Сĕнтĕрти райпошăн вылянă пикесем çĕнтерÿçĕ пулма тивĕçрĕç, кубок çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене «Оринино» тата «Передовик» хуçалăхсемшĕн вылянă командăсем йышăнчĕç.