07 марта 2012 г.
Пурнăç уттипе тан пыма тăтăш вĕренмеллине, ыранхи куна пăхса ĕçлемеллине, малашлăхшăн тăрăшмаллине районти обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем ăнлансах куллен ĕçе тухаççĕ. «Хăвăрт улшăнакан пурнăçра пурăнатпăр. Çĕнĕ технологисем вăй илнĕ май пирĕн паян производствăри çĕнĕ линисем пирки те манмалла мар. Кашни ĕнерен çулталăкне вăтамран 6500 кг сĕт сусан, сыснасем талăксерен 500 грамм ытла, мăйракаллă шултра выльăхсем 900 грамм ÿт хушсан выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă çаврăнса тухать. Ку ÿсĕмпе ĕçлеме вара пирĕн майсем пур. Пурнăç та çавна ыйтать. Çакна пирĕн хуçалăх ĕçченĕсем хăйсем çинче туяççĕ», – терĕ обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекен паттăрсене чысланă хыççăн хамăр хушăри калаçура районти пĕр ертÿçĕ. Çак пĕтĕмлетÿ мана шухăша ячĕ, канашлу ĕçĕ çине тата унта чысланисен ĕç кăтартăвĕсене çĕнĕлле тишкерме ыйтрĕ.
Районăмăрăн экономикине малалла уттарасси – пĕрлехи тивĕç. Юлашки çулсенче ял хуçалăхне çĕнĕ варкăш килсе кĕнине, пирĕн ене те инвесторсем ытларах тимлĕх уйăрма пуçланине куратпăр. Çакă ял çыннисене ку таранччен пурнăçланă ĕçĕсем çине çĕнĕлле пăхма хистет, кашнин умнех çĕнĕ тĕллевсем лартса ăна валли урăхла ĕç мелĕсем алла илме ыйтать.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр çĕнĕлĕхсене алла илессипе тимлени – паян куç умĕнче. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та малашнехи ĕçре çак ырă тĕллевсене çул парса аталану чиккисем палăртма шантарать. Çакна вăл канашлăва пухăннисем умĕнче çирĕппĕнех пĕлтерчĕ.
Çĕнелĕхсем алла илессипе районта «пăр тапраннă» ĕнтĕ. Çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннисен продуктивлăхĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Çакăнта конкретлă ĕçлекен ăсталăхĕ малти вырăнта тăнине те пытарма çук. Вăл çапла пулнă, пур, пулĕ те. Çакна асра тытса тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче чунне парса ĕçлекенсен мал туртăмлăхне аталану çулĕ çинче пурнăçпа тан илсе пырас тĕллевпе ирттерет те район администрацийĕ çак сферăри экономика ăмăртăвне. Кăçал та çак ырă пуçару кун йĕркинчен тухса ÿкмерĕ.
– Эсир тăрăшуллă пулнипе районти ялсен сăн-сăпачĕ лайăхланать, ялта пурăнакансен пурнăç шайĕ малалла утăмлать, – терĕç ĕç паттăрĕсене, вăл е ку кăтартупа ыттисем хушшинче палăрнă ял хуçалăх производство кооперативĕсене, чи хастар ĕçченсен ячĕсене, укçан парнесемпе дипломсем парса чысланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тата унăн çумĕ, ял хуçалăх пайне ертсе пыракан В. Калинин.
Ĕç паттăрĕсене тивĕçлипе чыслани ял хуçалăх производствине çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессине вăйлатма май парасса шантарать. Çапла пултăрччĕ те!
А. БЕЛОВ.