Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрий Федотов ячĕпе – вуннăмĕш хут

07 марта 2012 г.

«Вунă çул каялла та çакăн пек хĕвеллĕ çанталăк пулнăччĕ, – аса илчĕ «Интурист – Чебоксары» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи В. Федотов. – Ун чухне пĕрремĕш хут Юрий Федотов ячĕпе ирттернĕ ăмăрту район шайĕнче кăна пулнă, 21 команда пухăннăччĕ. Паян вара ăмăрту республика шайĕнче иртет. Командисем те чылай – 60. Ертÿçĕсен чупăвне 17-ĕн хутшăнма кăмăл турĕç».

Малтанхине кăшт аса илнинчен пуçланчĕ шăмат кун, мартăн 3-мĕшĕнче, Калайкассинче иртнĕ пысăк ăмăрту.

Пирĕн ентеше Юрий Федотова сума суса унăн юлташĕсем, ăна çывăх пĕлекенсем тата республикăри вунă хулапа районти спортсменсем Калайкассине пухăнчĕç. Сыпайра çуралса ÿснĕ Чăваш Ен чемпионĕ ячĕпе ăмăрту пуçарса ярасси шăпах унăн чи çывăх юлташĕсен шухăшĕ пулнă. Пуçарăва Муркаш район администрацийĕ ырласа пулăшу панă. Çапла 2003 çултанпа кашни çулах пысăк ăмăрту иртет. Унăн пĕлтерĕшĕ чакманни, хутшăнакан командăсен йышĕ пысăкланни вара, паллах, савăнтарть.

Ăмăртăвăн яланхи тĕп спонсорĕсем – Ю. Федотовăн чи çывăх çыннисем – пиччĕшĕсемпе аппăшĕ. Валерий Иванович «Интурист – Чебоксары» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи, Михаил Иванович «Чувашия» фонд ертÿçи, Александр Иванович – «Чувашская топливная компания» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ, Муркашсен Шупашкарти ентешлĕхне ертсе пырать, Владимир Иванович – Шупашкар элеваторĕн тĕп инженерĕ, Любовь Ивановна социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕнче тăрăшать. Пурăннă пулсан Юрий Федотов та республика пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнатчĕ пулĕ...

Калайкассине чылай сумлă хăна пухăнни ăмăрту сумлăхне тепĕр хут çирĕплетрĕ: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Антонов, И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ проректорĕ О. Викторов, Сĕн-тĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, Шуршăл шкулĕн директорĕ Л. Михайлова, «Хресчен сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ С. Павлов тата ыттисем спортсменсене саламларĕç. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та кашнинех ăмăртура çĕнтерме ăнăçусем сунчĕ.

Малтанах старта ертÿçĕсем тухрĕç. Хĕрарăмсенчен чи маттуррисем Елена Савельева (И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ), Елена Федотова (Шупашкар хула стоматологи поликлиникин уйрăмĕн ертÿçи) тата Надежда Владимирова (Канаш хули) пулчĕç. Çăмăллăн, хавас кăмăлпа çитрĕç вĕсем пĕрин хыççăн тепри финиша. Арçынсем те дистанци вĕçне çил пек хăвăрт тухрĕç: Владимир Перепелкин (Красноармейски районĕн тĕп больници), Сергей Тасаков (И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ) тата Александр Богданов («Алико» страхлакан компани) çĕнтерÿçĕсен картлашкисене йышăнчĕç.

Шкул ачисен вăтам ÿсĕмĕнче команда чылай пулнăран икĕ чупу йĕркелерĕç. Кунта Канаш хулинчен килнĕ хăнасене çитекенни пулмарĕ. Хыççăнхи вырăнсене Калайкассинчи тата Муркашри вăтам шкулсен командисем йышăнчĕç. Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче трасса хуçисем – Калайккасси шкулĕнче вĕренекенсем (пĕрремĕш команди) – çĕнтерчĕç. Элĕкри 1 " вăтам шкул команди – иккĕмĕш вырăнта, Калайкасси шкулĕн иккĕмĕш команди – виççĕмĕш вырăнта.

Учительсен командисем старта тухсан пирĕнтен нумайăшĕ Çатракассинчи вăтам шкул командишĕн пулчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем медальсемшĕн тупăшма пултарни палăрчĕ. Кĕтни вара ума килчĕ: Çатракассисем иккĕмĕш вырăна тухса медальсене кăна мар, укçан премие те тивĕçрĕç. Вĕсем Йĕпреçри учительсен командине хыçа хăварчĕç, ЧПУ команди вара çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Çĕнтерÿçĕ командăсем куçса çÿрекен кубоксене тивĕçрĕç. Ентешлĕхĕн кубокĕ пур пĕтĕмлетÿ хыççăн Калайкасси шкулĕн командине лекрĕ. Кашни призера медальсемпе дипломсем тата хаклă парнесем парса чысларĕç.

Сыпайри тĕп шкулта вĕренекенсен (Ю. Федотов унта вĕреннĕрен) тата Ильинкăри вăтам шкулта вĕренекенсен командисене депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В. Кожанов ятарлă парнесем парса хавхалантарчĕ.

Ăмăртăва хутшăннă кашни спортсмена (вĕсем 300-е яхăн пулчĕç), хăнана вĕри апатпа хăналарĕç. Апат тÿлевсĕр çитерни пĕчĕкрех ăмăртусенче те çук. Сăмах май Федотовсем районта спорт аталантăр тесе чылай тăрăшаççĕ. Акă Калайкассинчи вăтам шкула декабрьте кăна 4 мăшăр йĕлтĕр парнелерĕç. Кунта йĕлтĕр трассине хатĕрлеме май паракан «Буран» та – вĕсен пулăшăвĕ.

Ăмăрту кунĕнче куракансене Калайкассисем концерт программипе те савăнтарчĕç. Çакăн пек пысăк спорт уявĕ çитес çул та чылай спортсмена пĕрле пухасса шанас килет. Ентешсене манмалла мар.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика