Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыçра – иртнĕ çул, умра – çур аки

07 марта 2012 г.

Çулталăка хыçа хăварнă май кирек епле организаци те ку таранччен пурнăçланă ĕçе тишкерет, хак парать, ума тĕллев лартать. Çак кунсенче Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра çулталăк пĕтĕмлетĕвĕн пухăвĕ иртрĕ. Палăртма кăмăллă, 2011 çулхи районти экономика ăмăртăвĕнче асăннă хуçалăх малтисен шутĕнче пулма тивĕçрĕ. Апла пулсан хуçалăх ĕçĕ курăмлă пулни куç кĕрет.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче район пуçлăхĕ – депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ, Ильич яч. хис. хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев иртнĕ çулхи ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ. Хуçалăх 2011 çулта тĕрлĕ продукци сутса 25 миллион та 369 пин тенкĕ тупăш тунă, ку кăтарту малтанхи çулхипе танлаштарсан 2 процент чухлĕ ÿснĕ. Таса тупăш илесси 5 миллион та 157 пин тенкĕлĕх пулнă. Тĕрлĕ çăл куçран уйăрнă пулăшу шайĕ 6 миллион та 505 пин тенкĕпе танлашнă. Хуçалăх умĕнчи тĕрлĕ организаци парăмĕн калăпăшĕ 1854 пин тенкĕ, çав хушăрах хăйсем те ыттисем умĕнче парăмсăрах мар. Ильич яч. хис. хуçалăх ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлеме 7 миллион та 915 пин тенкĕ тăкакланă, пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи калăпăшĕ 6 пин те 596 тенкĕпе танлашнă.

Кирек епле производствăра та çĕнĕ технологипе анлă усă курни тупăш калăпăшне ÿстерме тата тăкак шайне пĕчĕклетме май парать. Хуçалăх çавна тĕпе хурса уй-хир ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тата ыттинче çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшать. Çавăн пекех техникăпа пурлăхăн пĕтĕмĕшле базине тĕпрен çĕнетнĕ. Акă «Беларусь-892» трактор, ытти агрегат туяннă.

Хуçалăх иртнĕ çул уй-хир ĕçĕсене 1560 гектар çинче пурнăçланă. Тĕш тырă сутса 3 миллион та 520 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Унăн тухăç шайĕ районти чи пысăккисенчен пĕри пулнă. Çакăн çине пысăк пахалăхлă вăрлăхпа тата çĕнĕ технологие тĕпе хурса ĕçлени ырă витĕм кÿнĕ. Кунта тырă аласа тата типĕтсе янтăламалли комплекс хута яни хуçалăхшăн пысăк тĕкĕ тата пысăк пахалăх çăл куçĕ пулни аван курăнать. Çĕнĕ объект витĕр 1800 тонна тĕш тырă тирпейленсе тухнă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 55 çын вăй хурать. Хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 748 пуç, сумалли ĕне хисепĕ 244 пуçпа танлашать. Пĕтĕмпе 1106 тонна сĕт туса илнĕ, пĕр ĕне пуçне тивекен сăвăм – 4 пин те 533 килограмм. Сысна шучĕ 610 пуçпа танлашать, вĕсенчен 842 çура илнĕ е малтанхи çулхинчен 17 процент ытларах, çав хушăрах пăру илесси чакнă. Сысна ăратне çĕнетес тĕллевпе Суворов яч. хис. хуçалăхран хушма выльăх кÿрсе килнĕ. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх продукцийĕнчен пĕтĕмпе 20 миллион та 362 пин тенкĕ тунă. Хуçалăхăн кашни ферминче вăхăтран вăхăта юсав ĕçĕсем ирттереççĕ.

– Куратăр ĕнтĕ, вăй çитнĕ таран ĕçлеме тăрăшатпăр, анчах та хуçалăх аталанăвĕнче ура хуракан кăлтăк та сахал мар. Çавăнпа та пирĕн татах та ытларах ĕçлемелле, хуçалăх пурлăхне перекетлеме вĕренмелле. Харпăр хăй хуçалăхĕнчи пек тăрăшса ĕçлемелле, – терĕ Игорь Васильевич умри ответлă тапхăра – çур акине хатĕрленме вăхăт çитнине палăртса.

Пуху ĕçне пĕтĕмлетнĕ май хуçалăх ертÿçи И. Николаев ĕçре уйрăмах палăрнисене ятран ырăпа асăнса тав сăмахĕ каларĕ.

Пухăва хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В. Калинин район экономикин аталанăвĕпе паллаштарчĕ, Ильич яч. хис. хуçалăх ĕç-хĕлне ытти хуçалăхсемпе танлаштарчĕ. Палăртма кăмăллă, асăннă хуçалăх хăш-пĕр хуçалăхсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче, çав хушăрах вĕсен те ыттисенчен тĕслĕх илмелли çук мар.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика