07 марта 2012 г.
Черетлĕ ял хуçалăх çулĕн виççĕмĕш уйăхне кĕнĕ май çĕр ĕçченĕ унчченхи çулталăка пĕтĕмлетет, мĕн тунине тишкерсе малашлăх планĕсене уçăмлатать. Пĕр вырăнта тапăртатса тăрса паха вăхăта сая ярассинчен хăтăлма тăрăшакан хресченĕн шухăшĕпе ĕмĕчĕ тата пурнăçĕ çапла çыхăнса пырать вăл.
Районта пуринчен малтан çак ответлă ĕçе кăçал Шурчасем туса ирттерчĕç. «Çăмăл пултăринччĕ «Герой» хуçалăх алли», – выляса илчĕ пуçра шухăш асатте-асаннесен каларăшне никĕсе хурса. Маларах хуçалăх ертÿçине Р. Тимофеева район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма уйăрса лартнăран Шурчасен кăçал отчетлă пухупа пĕрлех суйлав ыйтăвне те татса памалла пулчĕ.
Иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерсе хак пама тĕп доклада хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Г. Иванова туса пачĕ. Хăйсен отрасль ĕçĕсемпе хуçалăхăн тĕп агрономĕ З. Макарова, хăрушсăрлăх техникин инженерĕ И. Михайлов т. ыт. те каласа кăтартрĕç. Отчетпа суйлав пухăвне хутшăнса район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та сăмах каларĕ, хуçалăхăн малашлăхĕ пуррине, çавна валли ăна çирĕп алăна шанса памаллине палăртрĕ.
– Сирĕнпе нумай çул шăкăл-шăкăл ĕçлерĕмĕр. Пĕлтĕрхи ĕç те куç умĕнчех. Виçĕм çулхи шăрăха пăхмасăрах выльăхсен ама кĕтĕвне упраса хăвартăмăр. Паян сирĕн алă усма сăлтав çук. Умра – çур аки. Хуçалăх ĕçченĕсен паянхи тĕп тĕллевĕ кооператив ертÿçине суйласа çурхи ака-сухана тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесси пулмалла. Эсир çакна ответлăха туйса тума пултарасса шанатăп, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче Ростислав Николаевич.
Пĕлтĕрхи çанталăк условийĕсем çĕр ĕçченне кĕрхи ĕçсене çухатусемсĕр ирттерме май памарĕç пулин те, паянхи ĕçе ырана хăварманнисене лачакана та путармарĕç. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлакансем хушшинче «Герой» хуçалăх та пулчĕ. Шурчасемпе Шуркассисем пĕлтĕр 500 ытла гектар çинче ÿстернĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсенчен гектар пуçне ампар виçипе вăтамран 27,4 центнер пухса илсе кĕлете кĕртсе хучĕç. Ку вăл виçĕм çулхинчен самай нумайрах.
Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тени выльăхран продукци ытларах илесси апат тата унăн пахалăхĕ çине çулталăкĕпех пысăк тимлĕх уйăрма кирли çинчен калать. Калаçăва хутшăнакансем çакăн çинче чарăнса тăни те хуçалăх ĕçченĕсем малалла пăхни, аталанмалли çĕнĕ çулсем шырани пирки пĕлтерет.
Çĕнĕ çулсем тенине хисепсем çине куçарсан çакă куç умне тухать. Виçĕм çул пĕтĕмĕшле продукци туса илсе 18 миллион та 764 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илнĕ пулсан, «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕ пĕлтĕр çак кăтартăва палăрмаллах ÿстернĕ. Çулталăк хушшинче Шурчасемпе Шуркассисем 21 миллион ытла тенкĕлĕх продукци илме хевте çитернĕ.
– Ял хуçалăх çулне тупăшлă вĕçлени пирĕн ĕç потенциалĕсем пуррине çирĕплетет. Пирĕн вĕсемпе туллинрех усă курмалла кăна,– тесе вĕçлерĕ хăйĕн отчетлă сăмахне З. Макарова тĕп агроном.
Умри тĕллевсене лайăх курса тăни кунта паянхи пулăм мар. Иртнĕ çул та «Герой» хуçалăх çак картран чакман. Специалистсемпе ĕçченсем ĕç кăна аталану çулне уçса пынине ăнланни, малашлăх ĕмĕтсемпе пурăнни кăçал пĕлтĕрхинчен тухăçлăрах ĕçлессе шантарать.
Пуху ирттерме кун йĕркине кăларнă нумай ыйтусен шутĕнче Шурчасемпе Шуркассисем иртнĕ çулхи отчетлă пухура тунă йышăнусене епле пурнăçланине те пăхса тухрĕç. Йышăнусем вара хут çинче çеç юлман. Мĕн пурнăçлани çĕннине ыйтать. Акă хуçалăх кăçал çĕнĕ сеялка, «хир карапĕ», трактор туянас ĕмĕтлĕ. Çаксем вĕсем – хуçалăхри ĕçсене ресурс перекетлемелли технологи çине куçармалли тĕллевĕн пуçламăш утăмĕсем.
Отчетлă тапхăрта «Герой» хуçалăх правленийĕ аталану никĕсĕ çинче ĕçлесе пынă хушăра ĕçлекен халăха ĕç укçи тÿлессине яланах малти ретре тытса пынă. Унăн уйăхри вăтам виçи хуçалăхĕпе 7 пин тенкĕне яхăн.
Пĕтĕм ĕçе критикăлла пăхса тухса хуçалăх ĕçченĕсем уставпа килĕшÿллĕн хуçалăх ертÿçине, правлени канашне, сăнав канашне суйласа хăварчĕç. Пухăва пынисем пĕр саслă пулса хуçалăх тилхепине 26 çулхи Андрей Арсентьевич Михайлова шанса пачĕç. Кунпа пĕрлех пуху правлени членĕсене, сăнав канашĕнче ĕçлекенсене суйласа хăварчĕ. Кооператив ĕçченĕсем хăйсен иртнĕ çулхи ĕçне вăтам хак парса çитес çул валли ĕçпе финанс планне те çирĕплетрĕç.
А. БЕЛОВ.