07 марта 2012 г.
Нумаях пулмасть вĕçленнĕ «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» смотр-конкурсра районти кашни художество пултарулăх коллективĕ хăйĕн шайне кăтартса пачĕ. Чи малтанах пурте тăрăшуллă та пуçаруллă пулнине палăртмалла.
Ваçкассинчи Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ коллектив пирки уйрăммăн калас килет. Маттурсем! Илемлĕ юрă-ташăна куракан чĕри патне чăнах та çитерме пултараканскерсем. Унсăр вĕсен концертне курма пуçтарăннă халăх пĕрле юрламĕччĕ те, пĕрле савăнмĕччĕ те. «Кĕçĕр вăйлă çумăр çунă», «Вăрманта, çырлара» – çак илемлĕ юрăсемпе пуçланакан концерт программи вĕçне çитичченех тыткăнран вĕçертмест.
Коллективра ытларах ку тăрăхри хастар хĕрарăмсем: Татьяна Степанова, Алиса Иванова, Рената Павлова, Валентина Ипатьева, Елена Иванова, Алина Павлова, Римма Кириллова, Августина Степанова, Людмила Михайлова, Вера Егорова, Зоя Антонова, Светлана Максимова (илемлĕх ертÿçи). Хуçи мĕнле – коллектив çапла: концерта йĕркелесе ертсе пыраканĕ, илемлĕ юрăсем шăрантаракансенчен пĕри – Культура çурчĕн директорĕ Наталия Ильина. Çак хастар пикен ăсталăхĕ, пуçарулăхĕ, вăй-хăвачĕ пурин çине те куçнă тейĕн. Чăнкă чăваш «бабкисем» тата мĕне тăраççĕ. Уйкас Янасалти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче вăй хуракан Ирина Ивановăпа Зинаида Смородинова çынсене «тăраничченех» култараççĕ.
Пикесем вара каччăсемсĕр мар. Николай Иванов, Олег Максимов, Анатолий Никифоров, Валерий Степанов тата Леонид Степанов (баянпа калакан) пултарулăх ушкăнне хăт кĕртеççĕ. Вĕсемпе пĕрлех Сосновкăри тĕп шкулти 9 класра вĕренекенсем те ташăсемпе савăнтараççĕ. Ольга Павлова акă Муркашри вăтам шкулта вĕренет пулсан та кашни репетицинех çитнĕ. Тăван вырăн тăван вырăнах çав вăл.
Çак пултаруллă коллектив нумаях пулмасть районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кунĕнче те хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Район пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакансене уяв парнелерĕ. Çав кунах Ваçкассисем Йÿçкассинчи ватă çынсемпе инвалидсен çуртĕнче концертпа пулчĕç. Унта та вĕсене хапăлласа йышăнчĕç. Темиçе çĕре пĕр кунта мĕнле ĕлкĕртĕр-ха тесе кăсăклансан Н. Ильина ак мĕнле хуравларĕ: «Спонсорсене тав тăватпăр, вĕсем пулмасан йывăртарах пулĕччĕ. Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи И. Николаев тата пирĕн тăрăхри Л. Яковлев предприниматель питĕ пысăк пулăшу кÿчĕç: вăй-хал пухма тутлă вĕри яшка та çитерчĕç, çул çÿрев те тÿлевсĕрех пулчĕ».
Çак концерта курманнисен вара питех салхулланма кирлĕ мар: Муркашри Хĕл ăсатăвĕн уявне çитсе курма тăрăшăр – унта та Ваçкассисем сцена çине тухса халăха савăнтарĕç.
Н. Николаева.