Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ пурнăç юрри хăйĕншĕн те шăрантăр

07 марта 2012 г.

Ĕлĕкрех чăвашра çапла йăла пулнă. Çĕн пÿрт ĕçки-и, мăнкун-и – ун чухне хăна-вĕрле сасси эрнене тăсăлатчĕ. Ĕçлеме те, канма та пĕлетчĕ ун чухнех чăваш халăхĕ. Çавăн пек тăвансем пĕрле пуçтарăннă чух пĕчĕк Фаина ытти вĕтĕр-шакăрсемпе кăмака хыçĕнчен ăмсанса пăхатчĕ купăс калакан пиччесем çине. Лешсем «сывлăш çавăрса» яма тесе пăрăнсан кăмака хыçĕнчен сиксе тухатчĕ, купăс тÿмисем çине пусса илетчĕ, унтан каялла кăмака хыçне кĕрсе таратчĕ. Мĕн пĕчĕкрен купăс калама ĕмĕтленнĕ хĕр ача каярахпа хăй тĕрлĕ уявсенче, сцена çинче хăй кăмăл туличчен купăс каласа çынсене савăнтарасса шутламан та пулĕ. Паян вара Муркашра пурăнакан Ф.А. Григорьева купăс тăсса ярсан чăваш юрри-ташшине юратакан пĕр çын та çакна пăхса савăнмасăр тăма пултараймасть. Фаина Алексеевна юрă шăрантарнине пĕрре илтнĕ çын ун сассине тек никам сассипе те арпаштармасть. Çапла хăйĕн пултарулăхĕпе хăй сисмесĕрех чăваш халăх культурине сыхласа хăварас ĕçе хутшăнать февралĕн 23-мĕшĕнче хăйĕн юбилейне паллă тунă Фаина Алексеевна.

Шаптак Муркашра çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕ паян çапла хăйĕн пултарулăхĕпе халăха савăнтарса пĕрре хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕ, тепре – амăшĕн пехилĕ ахаль пулмарĕ. Хăйĕн йăмăкĕпе аппăшĕ купăспа çав тери хитре каланăран амăшĕ Анастасия Максимовна 6 ачине çапла калатчĕ:

–Хăшĕ те пулин купăспа калама вĕренĕр-ха.

Хăй вара çав тери хитре юрлатчĕ. Мăшăрĕ те купăс калама юрататчĕ çав. Астăвать-ха Фаина Алексеевна ашшĕ хăйне купăс илсе панине. Малтан ыттисенчен вăрттăн мунчана питĕрĕнсе ларса нăртлаттаратчĕ купăса 6 класра вĕренекен хĕр ача. Çапла пĕр кĕвĕ хыççăн теприне кăларма пуçларĕ. Хăйне илемлĕ кĕвĕ тĕнчине илсе кĕнĕшĕн ашшĕпе амăшне, çавăн пекех тăванĕсене Женя Мокшановпа Женя Макарова та тав тăвать Ф.А. Григорьева. Паян вара Муркаш райповĕнче закройщицăра ĕçлекен Ф.А. Григорьева райпон 9 çул каялла йĕркеленнĕ «Çăлкуç» ансамбльне те юратсах çÿрет. Хăйне унта юрлама тÿр килнишĕн вара Муркаш райпо канашĕн ертÿçине Б.В. Андреева чĕререн тав тăвать. Муркашри искусство шкулĕн преподавателĕнче ĕçлекен хăйĕн йăмăкĕпе Л.А. Яковлевăпа пĕрле клипсем те хатĕрлерĕ. Вĕсем юрлакан юрăсен дискне те юратса итлеççĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче. Юррисене илемлетекенĕ вара – Валерий Ильдяков. Фаина Алексеевна калакан такмаксен дискне ярсан вара урай хăми авăнса тăмалла саккăрла çаптарса ташласа ярас килет. Юрра-ташша юрлакан 6 пĕр тăван пуçтарăнсан хăйсем пĕр уяв туса параççĕ.

Чуна йывăр чух та, чĕре савнăçпа тулнă чух та Фаина Алексеевна юрăран уйрăлмасть. Хăй сцена çине тухнипе вара нихăçан та сăмса каçăртса çÿремест.

– Купăспа манран хитре калакансем те пур, – тет вăл. Шаптак Муркашра пурăнакан Владимир Сергеева асăнать вăл ун пек чухне.

Астăватăп-ха, хам ача чухне пирĕн ялта та Фаина Алексеевна пек купăс ăста калакан хĕр пурччĕ. «Купăс калакан хĕр телейлĕ пулмасть»,– тетчĕç ялта ун пирки. Аякри яла качча кайрĕ. Телейлĕ-и вăл е çук – калама пултараймастăп. Фаина Алексеевна вара хăйне пĕрре те телейсĕр тесе шутламасть. Мăшăрĕ те ăнланатчĕ Фаинăн юрра-кĕвве юратакан чунне. Шел, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Ывăлĕ Алексей вара амăш юрлакан юрăсене хаклакансенчен пĕри пулса тăратчĕ. Шкулта чухнех гитарăпа хитре калатчĕ. Мускаври кооператив институчĕн Шупашкарти филиалĕнче юрист профессине илнĕ хыççăн Мускаври фирмăра ĕçлет халĕ.

Хĕрĕ Света та (шкулта вĕренет) амăшĕнни пек янравлă сассипе куракансене тыткăна илме ĕлкĕрчĕ. Шупашкарта иртекен «Мехел» конкурса пĕрре мар хутшăнчĕ, хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

Ирпе ĕçе васкать Фаина Алексеевна. Чун туртать юратнă ĕçе. Каçхине вара киле васкать: хĕр ачи кĕтет унта амăшне. Ывăлĕ Мускавран шăнкăравласа ярать те чун-чĕре лăш! каять. Тав Турра, пурте йĕркеллĕ ачасен. Çакă телей мар-и вара; «Телейлĕ пурнăç юрри пуриншĕн те янрамасть», – тесе юрлать Фаина Алексеевна хăйĕн репертуарне кĕртнĕ юрăсенчен пĕринче. Фаина Алексеевнăшăн вăл яланах янратăр. Хăй те çынсен чунне хăпартлантаракан юрăсене пĕрин хыççăн теприне шăрантартăр. Юбилей каçĕнче пуçтарăннă пек тăвансем, тус-юлташсем яланах çумра пулччăр. Кун-çулĕ телейлĕ те вăрăм пултăр.

Л. Павлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика