Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утмăл ултă çул çума-çумăн

07 марта 2012 г.

Ахальтен каламаççĕ хĕрарăм пурнăç тыткăчи тесе. Пирĕн ытарлă хĕрарăмсем юнашар пулсан ача-пăча, мăшăр пит-куçĕнче йăл кулă палăрать, кил вучахĕ те хĕмленсе тăрать. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ çитнĕ май Уйкас Хачăк ялĕнчи Мария Степановнăпа Михаил Степанович Осиповсен çирĕп çемйи пирки çырмасан килĕшÿллех те мар пулĕ. Кирек ăçти пекех вĕсен кил-çуртĕнчи хăтлăх тата килĕшÿлĕх ытларах хĕрарăмранах килет. Вĕсен хуçалăхне пырса кĕрсенех чи малтан куçа тирпейлĕх тыткăнлать, йĕри-тавра ешерекен чечексем илĕртеççĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче упранни – ахăртнех кунта яш çулхи çынсем пурăнаççĕ тейĕн.

Çемье вучахне упракан ăш пиллĕ хĕрарăм 90 çула çывхарать. Турриех чăтăмлăх панă пулĕ ырă кăмăллă Мария Степановнăна, çынна ырă туни ырăпах таврăнать теççĕ те халăхра. Анчах шел, унăн кун-çулĕ питĕ йывăр килнĕ, мĕн ачаллах ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр ÿсме тивнĕ ăна. Çавна май пĕтĕм терт-нуша черченкĕ хул пуççи çине тиеннĕ. Вăрçă çулĕсенче арçын ĕçне йăлтах ĕçленĕ, окоп чавнă тата ытти йывăр ĕç пурнăçланă – пур пĕр чăтнă. Çакăн пек пултаруллă çынсем пĕрле кар тăнипех пулĕ çĕнтерÿ çывхарнă та. Вăрçă нушине чăтса ирттерсен тепĕр çултан Мария тата Михаил пĕр çемье чăмăртаççĕ, ĕмĕр вĕçне тухиччен пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнма сăмах параççĕ. Унтанпа 66 çул çитрĕ ĕнтĕ, вĕсем вара яш чухнехи пекех çур сăмахран ăнланаççĕ, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ – çакăнтан ырри мĕн пултăр ĕнтĕ çутă тĕнчере.

Осиповсем – ĕçпе пиçĕхнĕ хисеплĕ çынсем. Вĕсем тăватă ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Ачисем пĕринчен тепри маттур, ĕçчен те правур. Вĕсенчен кашниех ашшĕ-амăшĕн ырă енне илнĕ.

Çемье пуçĕ 1922 çулта çуралнăскер хăй мăшăрĕ пекех мĕн ачаллах ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă. Ÿссе çитсен вара Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Тăшман пульли Михаил Степановича тăватă хутчен суранлатнă. Смоленск патĕнчи çапăçура вара вăл вилĕмпе çума-çумăн пулнă, йывăр аманнă. Çавна май Орехово-Зуево госпиталĕнче çур çула яхăн сывалнă. Çапах та хăюллă та паттăр салтак йывăр сурансене парăнтарса Берлина çитме пултарнă.

– Эпир ачасенчен сивĕ сăмах илтмен. Вĕсем тимлĕх уйăрман пулсан вара çак вăрăм ĕмĕре эпир пурăнайман та пулăттăмăр. Çавăн пекех паянхи çителĕклĕ пурнăçшăн çĕр-шыв ертÿçисене тав тăвас килет. Эпир курнă йывăрлăха урăх никам та ан куртăрччĕ, – терĕç хисеплĕ çынсем пĕр-пĕрин çине кăмăллăн пăхса.

Осиповсен çулĕсем сахал мар пулин те питĕ маттур çынсем, кирек кампа та ялан тарават. Ваттипе ватăлла, çамрăккипе çамрăкла пулма пĕлеççĕ. Вĕсен çемйи – пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Эпир пысăк хисепе тивĕç çынсем патне тăтăш тĕрлĕ уявсенче саламлама çитсе килетпĕр.

Осиповсен çемйи ырă тĕслĕх пулнăран вĕсем çинчен пухнă материала район комиссине тăратнă, хисеплĕ çынсем чăннипех те «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль илме тивĕç тесе шутлатпăр эпир. Сăлтавпа усă курса эпĕ уйрăмах Мария Степановнăна тата ытти хĕрарăмсене çуркуннехи пĕрремĕш уявпа чунтан тухакан ăшă сăмахпа саламлатăп, çирĕп сывлăх та килĕшÿ сунатăп.

Г. Голубева,

Москакасси ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика