Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç йывăрлăхĕ çапса хуçайман

07 марта 2012 г.

Туçи Олкаш ялĕнче пурăнакан Зинаида Федоровна Кольцова нумаях пулмасть хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Вăл 81 çул тултарчĕ.

«Эпĕ 1931 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Уплер ялĕнче çуралнă, – каласа парать Зина аппа. – Мĕн кăна курман пулĕ эпĕ çакăн чухлĕ пурăнса». Чăннипех те Зинаида Федоровнăн пурнăçĕ, уйрăмах ачалăхĕ, çăмăл килмен.

Çемьере вĕсен ултă ача пулнă: виçĕ ывăл тата виçĕ хĕр. Зинаидăн мĕн ачаранах хресчен ĕçне кÿлĕнме тивнĕ. Вăл вунă çулта чухне хаяр вăрçă пуçланать. Икĕ пиччĕшне Иванпа Василие тата ашшĕне вăрçă пуçлансанах фронта илсе каяççĕ. Тепĕр аппăшĕ Мария хăй ирĕкĕпе фронта каять, Сталинград хулине хÿтĕленĕ çĕрте çапăçать. Аслă аппăшне Ольгăна Сосновкăри торф кăларакан предприятие ĕçлеме илсе каяççĕ.

Килте вара Зинаидăн кĕçĕн шăллĕпе тăрса юлма лекет. Мĕншĕн тесен вĕсен амăшне те окопсем чавма илсе каяççĕ. «Мĕн тери йывăрччĕ: шкулне те каймалла, выльăх-чĕрлĕхне те пăхмалла, кăмакине те хутмалла...», – ассăн сывлать ватă çын. Кунсăр пуçне шăллĕне те пăхмалла пулнă. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: çавăн чухлĕ йывăрлăха епле майпа тÿссе чăтма пултарнă-ха 11 çулхи хĕр ача; Кунсăр пуçне çимелли те нимех те пулман вĕт-ха;

Ун чухне патшалăха аш-какай та памалла пулнă. Вĕсен çемйи çак парăма вăхăтра парса татман тесе килте икĕ ача кăна пулнине пăхмасăрах сарайне кĕрсе сурăх илсе тухса кайнине халĕ те пăшăрханса аса илет вăл.

Вăрçă çулĕсенче ку вырăнсенче кашкăрсем уйрăмах йышланса кайнă. Пĕррехинче Зина кĕтÿ кĕтнĕ вăхăтра ĕнесем çине кашкăрсем тапăнаççĕ. Ачасем кашкăрсене хăваласа яраççĕ. Анчах та çамрăк хĕр ача хăранипе 2–3 кунлăх калаçайми пулать.

Зина 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăрçă чарăнать. Ашшĕ фронтран суранланса таврăнать, икĕ çула яхăн кăна пурăнать. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕ те тăван киле таврăнаççĕ.

Çитĕннĕ май 14 çула çитсен хăйне пĕр ялти хĕр тантăшĕпе пĕрле Атăл тăрăх пăрахутпа Самара облаçне кăшман кăларма илсе кайнине питĕ хумханса каласа парать Зинаида. «Кĕрхи кунта кунĕпе ĕçлеттеретчĕç, çиме вара пĕр татăк çăкăрпа хĕрлĕ кăшман кăна паратчĕç», – тет вăл.

1947 çулта çил-тăвăл алхаснине пула Йăлăм вăрманĕнче самай пысăк лаптăк çинче йывăçсем ÿксе пĕтнĕ пулнă. Вара каллех çул çитмен çамрăксене ирĕксĕрлесех вăрман ĕçне ĕçлеме илсе каяççĕ.

Вырăна çитсен ытла çамрăккине кура вĕсене каялла киле кайма хушаççĕ. Вăрмана машинăпа илсе кайнă пулнă. Каялла таврăннă чухне вара хĕр ачасем çухалса çÿресе аран-аран килĕсене таврăнаççĕ.

Тата пĕррехинче тăхăнма тумтир таврашĕ пулманнипе тантăш юлташ хĕрĕпе Сĕнтĕрвăррине пĕрер михĕ çĕр улми сутма кайма тухаççĕ. Вăрманпа пынă чухне лаши темрен шикленсе чарăнать. Пăхаççĕ те – умра кашкăр лара парать. Юрать-ха çав самантра ку вырăна пĕр арçын пырса тухать, хĕрсене инкекрен хăтарать.

Çĕр улми сутнă укçапа хĕрсем тутăр çĕлеме симĕс тĕслĕ пир туянаççĕ. «Çав тутăра çыхса тухсан пирĕнтен кăвакалсем тесе кулма пуçларĕç, – каласа парать Зина аппа. – Кăвакал аçин пуçĕ симĕс вĕт-ха».

Çапла нушаланса пурăнса 16 çула çитсен вăл тантăш хĕрĕпе пĕрле Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр заводĕнче ĕçлеме тытăнать. Вунă çула яхăн тăрăшать кунта вăл. Çав вăхăтрах кунта вĕренме пынă Валериан Кольцовпа паллашать. Вара иккĕшĕ 1957 çулта пĕр çемье çавăрса яланлăхах пурăнма Туçи Олкаш ялне куçса килеççĕ.

Зинаида Федоровна колхозра ĕçлеме тытăнать. Малтан сурăх ферминче, кайран вăкăрсем самăртнă çĕрте вăй хурать вăл. Кирек мĕнле ĕçре пулсан та хăйне шанса панă ĕçе пĕтĕм чунне парса, тăрăшса пурнăçласа пырать. Çакна шута илсе ăна кĕçех ял Совет депутатне суйлаççĕ, колхозра уй-хир бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Нумай çул хушши тăрăшать вăл ку ĕçре. Тивĕçлĕ канăва вара Зинаида Федоровна Мăн Сĕнтĕрти çăкăр заводĕнче ĕçлесе тухать.

Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ача çуратса пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. 2007 çулта вĕсем патĕнче ял-йыш ветерансен ылтăн туйне паллă тунăччĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ паянхи куна пурăнса çитеймерĕ.

Зина аппан вара паян икĕ мăнук тата 4 кĕçĕн мăнук. Юратаççĕ ватă çынна ачисем те, кĕрĕвĕпе кинĕ те. Паянхи кун та вăл ĕçсĕр лараймасть. Яланах пахчара е выльăх-чĕрлĕх патĕнче. Ял-йыш та хисеплет ăна. Мĕнле хисеплемĕн-ха çакăн пек сăпайлă, ĕçчен, ырă кăмăллă ватă çынна.

Ун çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн. Мĕн кăна курман пулĕ, мĕн кăна чăтса ирттермен пулĕ вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче; Апла пулин те нимĕнле йывăрлăх та ăна çапса хуçайман. «Ĕçрен ан хăра кăна, вара этем тени яланах вырăнлă», – тет Зина аппа.

П. ВОРОБЬЕВ.

Мăн Сĕнтĕр ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика