07 марта 2012 г.
РФ тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Владимир Чуров пĕлтернĕ тăрăх, çĕр-шыв Президенчĕн суйлавне хутшăннисен бюллетенĕсене шутласа пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ. Ытларах сасă пухса суйлавра Владимир Путин çĕнтерни никамшăн та иккĕленÿллĕ мар. Президент суйлассипе иккĕмĕш тур пулмасть.
Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен суйлав комиссийĕсем – 83.
Суйлавçăсен списокне кĕртнĕ суйлавçăсем – 109863118.
Президента суйлама тăратнă кандидатсем суйлавçăсен сассине пухнă:
Жириновский В.В. – 4457785 (6,22:)
Зюганов Г.А. – 12316976 (17,18:)
Миронов С.М. – 2763463 (3,86:)
Прохоров М.Д. – 5718433 (7,98:)
Путин В.В. – 45591642 (63,60:)