Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишекенсем маттур

03 марта 2012 г.

«Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ» хушма вĕрентÿ учрежденийĕнче ишекенсен секцийĕ ăнăçлă ĕçлет. В. Герасимов тренер ертсе пынипе ачасем чылай çитĕнÿ тăваççĕ. Нумаях пулмасть акă Муркашсен команди Куславкка районĕнчи ăмăртура палăрчĕ. Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Дмитрий Данилов, Анатолий Мастеров, Роман Лоцманов, Андрей Иванов, Екатерина Мясникова, Ирина Григорьева, Ксения Никонова тата Анастасия Павлинова – çаксем Муркаш чысне хÿтĕленĕ.

Кăтартусем вара пĕрре те япăх мар: Дима Данилов тата Ирина Григорьева хăйсен ÿсĕмĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулнă, арçын ачасен команди эстафетăра та мала тухнă, хĕр ачасем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ăмăртăва йĕркелекенсем çĕнтерÿçĕсене фотоаппаратсем, иккĕмĕш вырăна тухнисене электронлă сехетсем, виççĕмĕш вырăн йышăннисене видеоплеерсем парса чысланă.

Маларах пирĕн район команди Çĕрпÿ хулинчи ăмăртуран та лайăх кăтартусемпе таврăннă. Ирина Григорьева 1-мĕш, Роман Лоцманов 2-мĕш, Екатерина Мясникова 2-мĕш, Дима Данилов 2-мĕш вырăнсене тивĕçме пултарнă.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика