Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей пурне те хапăл тăвать

03 марта 2012 г.

Тăван çĕр-шывăмăр пуласлăхĕ пĕтĕмпех çамрăк ăрăвăн ăс-тăн пултарулăхĕнчен, чун çирĕплĕхĕнчен килет. Пулас ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре культура учрежденийĕсен тÿпи те пысăк вырăнта. Уйрăмах паянхи пăтрануллă тапхăрта патриотизмла воспитани малти вырăнта пулмалла. Ахальтен мар 2012 çула истори çулталăкĕ тесе йышăннă хăйĕн указĕнче Д.А. Медведев.

Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа тури чăвашсен районти музейĕнче Муркаш шкулĕнчи 10 «а» класс ачисем ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе, Совет çарĕнче, Афганистан çĕрĕнче тата Таджикистан чиккинче службăра тăнă вăтам ăрупа тĕл пулу ирттерчĕç. Çамрăксемшĕн ку тĕл пулу витĕмлĕ те пăлхануллă иртрĕ. Чи малтанах «Асатте награди» видеофрагментпа паллаштартăмăр, çавна май Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче пуç хунисен паттăрлăхĕ ĕмĕрлĕхех асра пулмаллине, çамрăк ăрăвăн çав çулăмлă çулсен пĕлтерĕшне манма юраманнине калас терĕмĕр. Асаттесен наградисем вĕсен паттăрлăх палли кăна мар, пирĕн истори те, ĕмĕрсен пуянлăхĕ те. Кунта пухăннă хăнасене район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е. Андреева саламларĕ. Çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма, унăн историйĕпе ытларах кăсăкланма, Муркаш çĕрĕн сумлă çыннисенчен тĕслĕх илме, вĕренÿ тата спорт ĕçĕсенче пысăк çитĕнÿсем тума сĕнчĕ. Аслă ăрурисем хăйсен ашшĕсене, çывăх çыннисене вăрçа ăсатнине, ялти ватă-вĕтĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленине аса илчĕ. Синкер вăрçă хăйне майлă çирĕп воспитани панă вăл вăхăтри çынсене. Çавăнпах та ĕнтĕ вĕсем тивĕçлĕ канура пулин те ĕçлемесĕр лараймаççĕ, чун-хавалĕ те паттăр вĕсен. Акă сакăр вунă çул урлă каçнă И.Г. Крысин ирĕн-каçăн йĕлтĕрпе чупни çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх мар-и-ха; Çавăн пекех шкул ачисене «Сывлăх» ФСК директорĕ А.Н. Куликов каласа пани татах та хавхалантарчĕ. Хамăр хушăра çавăн пек пултаруллă та ĕçчен çынсем пурри вăл пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Пухăннисем ачасем хатĕрленĕ «Нам есть чем гордиться» презентаципе тата Ю.Н. Жу-ков ертсе пыракан «Илем» ансамбль ăсталăхĕпе паллашма пултарчĕç.

Юлашкинчен вара музейпа тачă çыхăну тытакан Муркаш шкулĕн вĕрентекенне Л.С. Игнатьевăна, Сосновка шкулĕн вĕрентекенне С.С. Максимовăна тата Çатракасси шкулĕн вĕрентекенне Е.Л. Смирновăна тав сăмахĕ калатăп. Ачасем сире пултарулăхпа яланах савăнтарччăр. Пысăк ÿсĕмсем тума сĕнетĕп сире пурне те.

О. Клементьева,

тури чăвашсен музейĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика